Красночетайский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Хĕрлĕ Чутай муниципаллă округĕ

Хамăр тата ачасем валли ешĕл палăк

Районта пурăнакансенчен нумайăшĕ Хĕрлĕ Чутайри Çĕнтерÿ площадьне çитсе курнах ĕнтĕ. Унти тавралăх çу кунĕсенче симĕс тум тăхăнать, тĕрлĕ тĕслĕ чечексем вут-хĕмлĕн ялкăшаççĕ, асфальт сарса хытарнă çулсем таса. Çакăнти пек илĕртÿллĕ вырăн урăх ăçта пур-ши районта;  Татсах калама пулать - илемлĕ тăрăхсем çук мар, анчах кунти виçене çитерес тесен ĕçлемелли пайтах. Архитекторсем вĕрентсе-пулăшса пынипе, çын, коллектив тăрăшнипе кирек епле вырăна та тирпей-илем кĕртсе çитерме, халăх юратнă кĕтес туса хума пулать. Шăпах çакна кĕтет те ĕнтĕ пирĕнтен Чăваш Республикин Президенчĕ Н.Федоров. Вăл халăх валли лайăх пурнăç условийĕсем туса парас, социаллă пурнăçпа экономика аталанăвне тивĕçтерес, хуласемпе ялсен сăн-сăпатне, вĕсен экологи, эстетика тата культура лару-тăрăвне лайăхлатас тĕллевпе “Парксен тата садсен çулталăкĕ çинчен” Указ йышăнчĕ.

Район администрацийĕн Пысăк залне пухăннă ял администрацийĕсен пуçлăхĕсем, хуçалăхсен, предприятисемпе организацисен тата учрежденисен ертÿçисем сентябрĕн 29-мĕшĕнче çак Указран тухса тăнă ыйтусене пăхса тухса сÿтсе яврĕç. Канашлу ĕçне йĕркелесе ертсе пыракан райадминистраци пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ Г.И. Ярлов чи малтанах çакна палăртрĕ: Чăваш Республикинче 2005 çул парксен тата садсен çулталăкĕ пулать. Кил-çурта, урамсемпе скверсене таса тытасси, тăван тавралăх илемĕшĕн, кашни яла, предприяти-организацие хăтлă сăн кĕртессишĕн тăрăшасси - çивĕч ыйту. Ку енĕпе конкретлă мероприятисем палăртмалла, вĕсене пурнăçа кĕртес тĕлĕшпе конкретлă ĕçлемелле.

Райадминистраци пуçлăхĕн социаллă ыйтусемпе ĕçлекен çумĕ Н.Ф.Яхатин район сăн-сăпачĕ пĕтĕ­мĕшле илсен паянхи пурнăç ыйтăвĕсене тивĕçтерменни çинчен каларĕ. Чăнах та, пирĕн ялсенче йывăçсемпе парксем, скверсемпе аллейăсем, тĕрлĕ тĕслĕ чечексем сахал. Чылай çĕрте урамра çÿп-çап куписене, тасамарлăха, тимĕр-тăмăр, йывăç-пĕрене сапаланса выртнине курма пулать. Чăваш Республикин Çут çанталăкпа усă курас ĕç министерстви района çĕнĕ садсемпе парксем, клумбăсемпе газонсем йĕркелес тĕлĕшпе мероприятисем ирттерме хушать. Палăртнине пурнăçлас тесен ĕçлекенсен, шкулта вĕренекенсен, пенсионерсен пурин те ĕçе хутшăнма тăрăшмалла. Ял администрацийĕсен пуçлăхĕсен уйрăмах пуçарулăх кăтартмалла. Тирпей-илеме хакламан çынсене явап тыттарни те вырăнлă.

Район архитекторĕ Т.Г.Почейкина 2005 çулта парксен тата садсен çулталăкне хутшăнса хуçалăхсене, учрежденисемпе предприятисене, организацисене панă тавралăха тирпей-илем кĕртмелли заданисемпе паллаштарчĕ. Акă, халĕ хăш-пĕр çĕрте йывăçлă вырăн, клумба, газон пур. Анчах вĕсене йĕркене кĕртес пулать: сармалла, пăсса çĕнетмелле, хăтлă вырăн тумалла. Ватă йывăçсене касса тирпейлени кирлĕ. Карта-хурана юсаса сăрламалла.

Чи кирли - ял хуçалăх предприятийĕсен 2-шер гектарлă  сад лаптăкĕ пултăр. Пĕр гектар улмуççи лартса хăварма 15 пин тенкĕ тăкак тухать. “Путь Ильича” колхозăн, “Коминтерн” тата “Сура” кооперативсен сачĕсене çĕнетме вăхăт.

Малашне фермăсемпе техника паркĕсене тирпей-илем кĕртнипе  пĕрлех ĕçлекенсене пушă вăхăтра канса илме беседкăсем туса памалла. Сирень тата пилеш йывăççисене лартни тавралăх сăн-сăпатне улăштарма пулăшĕ. Хăтлăх экологие лайăхлатать, пурăнмалли, ĕçлемелли, вĕренмелли çурт-йĕре илем кÿрет.

- Районĕпе пурĕ садсем 91 гектар йышăнаççĕ, - терĕ çут çанталăка сыхлас енĕпе ĕçлекен тĕп специалист Н.В.Андреев. - ЧР Президенчĕн Указне пурнăçласа вĕсене йĕркене кĕртмелле. Анчах та “Атменский”, “Марксист”, “Свобода”, “Победа” тата “Нива” хуçалăхсенче сад таврашĕ çук. Улмуççисем лартса чĕртме тăкак нумаях тухмасть. Урăх йышши йывăç хунавĕсемпе вăрман хуçалăхĕ тивĕçтерет. Улмуççисене вара Патăрьелĕнчи питомникран туянма пулать.

Шел те, нумай çĕрте харпăр хăй ĕçлекен, пурăнакан вырăнти тирпей-илемшĕн сахал тăрăшаççĕ. Çакă предприяти, организаци, учреждени, хуçалăх, ферма ертÿçисене тÿрремĕнех пырса тивет. Сăмахран, районĕпе хальхи вăхăтра 89 ферма. Вĕсен таврашĕнче мĕн куратпăр-ха; Тислĕк сапаланса выртать, хыт хура ашкăрса ÿсет...

Район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ, ял хуçалăх управленийĕн начальникĕ А.П.Краснов ЧР Президенчĕн “Парксен тата садсен çулталăкĕ çинчен” Указне пурнăçа кĕртме йывăçсем лартмалли кĕрхи уйăхлăха активлă хутшăннипе тытăнмаллине палăртрĕ. Акă, кашни коллектива ку енĕпе задани панă. Вăл мĕнле пурнăçланнине тĕрĕс­лесех тăмалла. Кун хыççăн та лăпланса лармалла мар. Йывăç-тĕмсем мĕнле ÿснине тĕрĕслемелле. Техника паркĕсенче, фермăсенче субботниксем, санитари кунĕсем ирттермелле. Паллах, ĕçе шухăшласа тумалла. Кирлĕ пулсан, районти архитекторсенчен пулăшу ыйтмалла.

Канашлу ĕçне райадминистраци пуçлăхĕн пĕр­ремĕш çумĕ Г.И.Ярлов пĕтĕмлетрĕ. Вăл çакна палăртрĕ: ЧР Президенчĕн Указне пурнăçлас

тесен кашни çыннăн ялсемпе урамсене тирпей-илем кĕртес ĕçе пысăк хастарлăхпа тытăнмалла. Йывăç-тĕм, курăк, чечек, паркпа аллея  мĕн чухлĕ нумайрах, пурăнма, канăва усăллă ирттерме çавăн чухлĕ лайăхрах тата хăтлăрах. Хăш-пĕр ĕçсене тума бюджетран та укçа-тенкĕ уйăраççĕ. Масарсене тирпейлесе тăрасси те паян тумалли ĕç. Çитес çул Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче фашистла Германие çĕнтернĕренпе 60 çул çитнине паллă тăватпăр. Апла пулсан фронтри хаяр çапăçусенче пуç хунисене сума суса лартнă палăксене те йĕркене кĕртме вăхăт.

Кашни ял, урам, хуçалăх ятне чăвашла тата вырăсла çырса çапни пулмалла. Организацисем вырнаçнă çуртсем çумĕнче каçхине çуталса тăракан вывескăсем кирлĕ. Халĕ, кĕр кунĕсенче, каçсерен урамсенче тĕттĕм, çакна шута илсе электролампăсем лартса çутса тăмалла.

Пĕтĕмĕшле илсен, канашлăва хутшăннисем çакна палăртса хăварчĕç: пирĕнтен кашниех хамăрăн яла, урама тирпей-илем кĕртме, тасатса лайăхлатма, хамăр валли тата ачасем валли ешĕл палăк туса тата сыхласа хăварма тивĕç.



"Пирěн пурнăç"
02 октября 2004
00:00
Поделиться