Красночетайский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Хĕрлĕ Чутай муниципаллă округĕ

Поздравление главы администрации Красночетайского района с Днем пожилых

Поздравление главы администрации Красночетайского района с Днем пожилых

     Хисеплĕ ветерансем, аслă ăрури  хаклă çыннăмăрсем!

 

 

Сире  пĕтĕм тĕнчери Ватă çынсен  кунĕ ячĕпе ăшшăн саламлатăп!

 

Сирĕн пурнăçăрта пухнă пуян опытăрпа пĕлĕвĕр, авалхи йăла – йĕркесене çирĕп тытса пыни, кăмăл –сиптĕрпе  чун тасалăхĕ  -  районăмăра аталанма пулăшакан тĕп  вăй пулса тăрать. Эпир сирĕн чăтăмлăхăрпа иксĕлми вăй –халăра, ĕçченлĕхĕрпе мал ĕмĕтлĕ шухăш - ĕмĕтĕрсене пăхса савăнатпăр, тĕлĕнетпĕр те.

Тăван Çĕршывăн  асли вăрçинче те эсир алла хĕç-пăшал тытса, унăн чысне паттăрăн хутĕлерĕр, тăван районăмăра ура çине тăратса аталантартăр, çитĕнекен ăрăва тивĕçлĕ воспитани парас ĕçе хастар хутшăнтăр, хутшăнатăр та. Сирĕн умăрта эпир пуç таятпăр, сирĕн пек  хастар та маттур, чăтăмлă пулма вĕренетпĕр. Паян республикăмăр ертсе пынипе, эпир, сирĕн кулленхи пурнăçăра кăштах та пуллин çăмăллăхсем курес тĕлĕшпе  тăрăшатпăр, социаллă çăмăллăхсемпе тивĕçтересси  çине тимлĕ пăхатпăр. Тавах сире пархатарлă ырă ĕçĕрсемшĕн.

  Уяв ячĕпе сире,хаклă çыннăмăрсем! Чунри ăшă туйăмсене сирĕн куллен кун туйса тăмалла пултăр,нумай çулсем пурăнма ырлăх – сывлăх,тăнăçлăх, тулли телей сунатăп.

 

Район администрацийĕн пуçлăхĕ                       В. Орлов



01 октября 2004
00:00
Поделиться
;