Ял тухтăрĕ
Маргарита Григорьевна Афанасьевана (хĕр чухнехи хушамачĕ - Волкова) Турхан ялĕнче ватти те, вĕтти те паллать. 14 çул ĕнтĕ вăл - сывлăх сыхлавĕн хуралĕнче. Ял çыннисен сывлăхне тĕрĕслесе тăрать, чирлисене эмелпе те, ăшă сăмахпа та сыватма тăрăшать, кирлĕ сĕнÿсем парать, прививкăсем тăвать. Ĕçĕ нумай мар пек туйăнать, анчах яваплăхĕ мĕн тери пысăк!
Рита 1968 çулта Турхан ялĕнче çуралнă. Амăшĕ, Мария Ивановна, тивĕçлĕ канăва тухичченех фермăра вăй хунă. Ашшĕ, Григорий Андреевич, колхозри тĕрлĕ ĕçсене хутшăннă. Хĕрача çамрăклах ĕçе кÿлĕннĕ. Çу кунĕсенче пахчара вăй хунă, кил-çуртра тирпей кÿнĕ. Амăшĕ яра куна фермăра пулнипе килти ĕç-пуç шăллĕпе иккĕшĕн çине тиеннĕ-çке. Пĕчĕклех куршанак çыпăçнă ăна. Амăшне пулăшма час-часах кайнă вăл.
- Анне фермăра ĕне сăватчĕ, - аса илет халĕ Маргарита Григорьевна. - Ушкăнра 20 ĕнеччĕ унăн. Малтанхи вăхăтра вĕсене алă вĕççĕн сунă. Çавăнпах ĕнтĕ анне аллисем ыратнипе аптăратчĕ. Иккĕмĕш класран пуçласа эпĕ те ĕне сума тытăнтăм. Шкултан таврăнсан, уроксем тусан, каçхи сăвăма васкаттăм. Халĕ те ас тăватăп-ха: анне пăхакан ушкăнта ăратлă пысăк икĕ ĕне пурччĕ. Пĕррехинче эпĕ çавсенчен пĕрне сума лартăм. Сисмен те, тем хушăра юнашар тăракан ĕне ăна мăйракапа хăмсарчĕ.Тăрса ĕлкĕреймерĕм, вырăнтах ларса юлтăм. Пăхатăп та - ман умра паçăр тĕкни тăра парать, эпĕ сăвакан ĕне - хам хыçра. Юрать, ним те пулмарĕ.
Çапла, ачалăхĕ Ритăн ĕçпе тачă çыхăннă. Юлташĕсем чунтан выляса чупнă вăхăтра унăн фермăна каймалла пулнă. Вăтам шкул пĕтеричченех хĕрача амăшне пулăшма çÿренĕ. Алла аттестат илнĕ хыççăн тусĕсемпе Свердловск обдаçĕнчи Красноуфимск хулине медучилищĕне çул тытать.
- Медучилищĕне эпир 40-ĕн вĕренме кĕрсе, икĕ çул хушшинче 29-ăн кăна юлтăмăр, - сăмахне тăсать Маргарита Григорьевна. - Ыттисем те чăтайманнипе, те пулас специальноçран хăраса тухса кайрĕç. Иккĕмĕш курсра пире тăтăшах практикăна çÿретрĕç. Пĕррехинче морга илсе кайрĕç. Çитрĕмĕр. Сĕтел çинче вилнĕ карчăк выртать. Кĕлеткине çурнă. Пире, студентсене, çыннăн шалти органĕсене кăтартрĕç. Нумайăшĕ пуç çаврăннипе, ăш пăтраннипе коридора тухрĕç. Улттăн-çиччĕн, чи тÿсĕмлисем, тăрса юлтăмăр. Этемĕн мĕнле органсем пуррине пĕлнĕ-ха эпĕ, анчах та куçпа курни пуçра татах вăйлăрах вырнаçса юлчĕ.
Икĕ çул ăс пухать Рита училищĕре. Вĕренсе пĕтерсен тÿрех ĕçе вырнаçать. Свердловск хулинчи 23-мĕш больницăра тăрăшать. Ĕçе пĕлсе, тĕплĕ тăвакан çамрăка килĕштереççĕ. Анчах шăпа пÿрмен иккен ăна унта ĕçлеме.
Кĕр кунне. Унăн хĕр тантăшĕн, Ленăн, паян туй. Рита çĕкленÿллĕ туйăмпа яла васкарĕ. Вăл хĕр çумми-çке. Кĕрлесе-шавласа туй вăййи-юрри иртсе кайрĕ...
Турхан ял каччи, Илья, тахçанах Ритăна куç хывнă-мĕн, унпа пĕрле юрату сукмакне те такăрлатнă.
- Хуняма ăшшăн, çăкăр-тăварпа кĕтсе илчĕ, - аса илет халĕ хĕрарăм. - Кинĕн чĕлхи çу пек çемçе пултăр тесе калани паянхи кунччен те асрах-ха. Хулана виçĕ кунтан кайрăм. Ĕçрен тухма заявлени çырса патăм. Больницăран мана питĕ ярасшăн марччĕ, анчах чунăм яла, упăшка патне туртăнчĕ.
Яла таврăнсан М.Афанасьева Хăмарккари фельдшер пунктне вăхăтлăха ĕçе кĕрет. Çамрăкскерне ун чухне пĕрле ĕçленĕ Евдокия Можайкина санитарка пулăшса пынă. Часах Афанасьевсен кĕтнĕ пĕрремĕш ывăл, Вова, çуралать. Пепкене утьăкка сиктерсе нумай лараймасть хĕрарăм, Карăк çырминчи фельдшер пунктĕнче ĕçлеме тытăнать. Çав вăхăтра ачине хунямăшĕ пăхать. Ĕçрен таврăнсан та хĕрарăм ахаль лармасть: кĕпе-йĕм çуса тасатмалла, выльăх-чĕрлĕхне пăхмалла... Сахал-и, ара, хĕрарăмăн ĕç; Хунямăшĕпе пĕрле 7 çул пурăннă хыççăн мăшăр уйрăлса тухма шут тытать. Çав хушăра çут тĕнчене тепĕр ывăл, Алеша, парнелеççĕ. Маргарита Григорьевнан мăшăрĕ те, Илья Петрович, тарават. Çынна яланах пулăшма хатĕр. Хăйсем патне пынă çынна сĕтел хушшине лартмасăр кăларса ямасть. Пĕр-пĕринпе килĕштерсе пурăнаççĕ упăшкипе арăмĕ. Чăннипех те мăшăр çунат тесе калас килет вĕсене.
1991 çултанпа М.Афанасьева Турханти фельдшер пунктĕнче тăрăшать. Хăйĕн пархатарлă, çăмăл мар ĕçне таса кăмăлпа, тÿрĕ чунпа пурнăçлать. Ял çынни-и е хуларан килни чирлесе ÿкет, туххăмрах ун патне васкать: çĕрле-и, ирпе-и; Пур пĕрех. Хавшанă çынна лăплантарать, эмел ĕçтерет... Нихăçан та «ерçейместĕп, кайран пыратăп», темест.
- Ирхине ĕçе кайиччен кăмака хутса кăларас тесе вутă чĕртсе ятăм. Хам хыпкаланатăп. Çав хушăра, халĕ камне ас тумастăп, çын чирлесе ÿкни пирки килсе каларĕç. Кăмакари вутă çунса пĕтессе кĕтмерĕм. Чупрăм. Киле кÿршĕри Лиди аппана хăвартăм, - тет иртнине аса илсе хĕрарăм.
Хальхи вăхăтра Маргарита Григорьевнапа Анна Ильинична санитарка пĕр-пĕрне ăнланса, килĕштерсе ĕçлеççĕ. Фельдшер пункчĕ çынсемшĕн ялан уçă, вĕсене кунта ăшă кăмăлпа кĕтсе илеççĕ. Ялта ватă çынсем ытларах пулнипе-ши, чĕре чирĕпе, юн пусăмĕ чакнипе е хăпарнипе, пилĕк ыратнипе аптăракансем чылай. Вĕсене фельдшерица асăрхаса-пăхса тăрать. Эмелпе, ырă кăмăлĕпе сиплет вăл халăха. Ватăпа ватăлла калаçать, ачапа - ачалла. Хăйĕн ĕçне пĕлсе, юратса, яваплăха туйса пурнăçлать. Çулталăка çитеймен ачасене уйрăмах тимлĕх уйăрать ял тухтăрĕ. Вĕсем патĕнче тăтăшах пулма май тупать, вăхăтра, графикпа килĕшÿллĕн, прививкăсем тăвать. Ача çураласси кашни çул сахалланса пыни пăшăрхантарать ăна. Кăçал та яла пĕр «çĕнĕ кайăк» кăна килмелле.
Маргарита Григорьевна патне пулăшу ыйтма пĕлтĕр çулталăкра 755 çын пынă. Унсăр пуçне ачасем - 62, пепке кĕтекен хĕрарăмсем - 2* килте 76 çынна, ачасене - 55, ача кĕтекен пĕр хĕрарăма пăхнă* юн пусăмне 162 çыннăнне виçнĕ, 84 калаçу ирттернĕ. «Кăçал, пĕлтĕрхипе танлаштарсан, сывлăх сыхлавĕнче ÿсĕмсем пур», - тет ял тухтăрĕ.
Ял çыннисен сывлăхне район больницинчи врачсемпе медсестрасем 3 уйăхра пĕрре килсе тĕрĕслесе тăраççĕ. Уйрăмах Л.Н.Улянды кардиолог хăйĕн тивĕçне тÿрĕ кăмăлпа пурнăçлать. Халăх сывлăхĕпе интересленеççĕ, паха сĕнÿсемпе канашсем параççĕ, тÿлевсĕр эмелсемпе тивĕçтереççĕ.
Лайăххипе пĕрлех çитменлĕхсем пуррине те палăртать Маргарита Григорьевна.
- Хальлĕхе чирлĕ çынна пĕрремĕш пулăшу пама эмелсем çителĕклĕ, анчах суран çыхмалли материалсем сахалли ĕçре чăрмав кÿрет, - тет вăл.