Анлăн паллă турĕç
Уявсен шучĕ ÿссех пырать. Акă, сентябрĕн 27-мĕшĕнче ача-пăча сачĕсен ĕçченĕсем хăйсен уявне анлăн паллă турĕç. Шăпах çак кун Раççейре, 140 çул каялла, пĕрремĕш ача-пăча учрежденийĕсем уçăлнă. Унччен, шкул çулне çитменнисемпе ĕçлекен педагогсем хăйсен профессиллĕ уявне учительсен кунĕнче кĕтсе илнĕ. Кăçалтан пуçласа вара вĕсен хăйсен уяв кунĕ пулать.
Районти ача-пăча учрежденийĕсен ĕçченĕсем райадминистрацин ларусем ирттермелли Пысăк залне пухăнчĕç. Педагогсене саламлама райадминистраци пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ Г.И.Ярлов, вĕрентÿ пайĕн начальникĕ А.И.Тверсков, педагог-ветерансем, хăнасем килсе çитрĕç.
Уяв пĕчĕк ачасен саламĕпе пуçланчĕ. Вĕсем хăйсене ача садĕнче аван туйнине, педагогсем вĕсен канăвĕпе сывлăхĕшĕн тăрăшса ĕçленине палăртса чун-чĕререн тухакан ăшă сăмахсем каласа тав турĕç. А.И.Тверсков ача-пăча учрежденийĕсен ĕçченĕсен кăçалтан пуçласа хăйсен профессиллĕ уявĕ пулнине палăртрĕ. Вăл ача сачĕсен ĕçĕ-хĕлĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ, чыслă та чи яваплă ĕç пулни çинчен каларĕ, пурне те уяв ячĕпе саламларĕ.
Районти вĕрентÿ пайĕн методисчĕ Т.И. Улянды “Шкул çулне çитмен ачасен вĕренĕвĕ: ĕнер, паян, ыран” темăпа доклад турĕ. Вăл ача-пăча сачĕсем Октябрьти Аслă революциччен мĕнле ĕçлесе пынипе, 1930-мĕш çулсенче районта ку енĕпе лару-тăру мĕнлерех пулнипе тата хальхи вăхăтра педагогсем мĕнлерех ÿсĕмсем туса пынипе кĕскен паллаштарчĕ.
Педагогика ĕçĕн ветеранĕсен ячĕпе Хĕрлĕ Чутайри “Çеçпĕл” ача яслийĕнче 38 çул ертÿçĕре тăрăшнă Л.Н.Стекольщикова салам сăмахĕ каларĕ. Вăл хăй ĕçленĕ çулсене аса илчĕ. Çавăн пекех уяв саламĕсемпе Серенкассинчи “Сирень” ача-пăча учрежденийĕн воспитателĕ О.Н. Андриянова, Л.В.Чумакова (Атнарти “Пучах” заведующийĕ), А.А.Романова (Хĕрлĕ Чутайри пуçламăш шкул тата ача-пăча сачĕн директор çумĕ) тухса калаçрĕç.
Райадминистраци пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ Г.И. Ярлов ача-пăча учрежденийĕн ĕçченĕсене профессиллĕ уяв ячĕпе ăшшăн саламларĕ, ача-пăчана кирлĕ пек вĕрентÿпе воспитани парассишĕн ырми-канми тăрăшакансене райадминистрацин Хисеп грамотисене парса чысларĕ.
Вĕрентÿ пайĕн начальникĕ А.И.Тверсков Чăваш Республикин Вĕрентÿ тата çамрăксен политикин министрĕ Г.П.Чернова уяв ячĕпе янă саламлă çырупа паллаштарчĕ, çак ĕçре çитĕнÿсем тунă воспитательсене Хисеп грамотисем парса хавхалантарчĕ.
“Хĕвел” ача-пăча учрежденийĕн ертÿçи Р.Н.Трифонова коллективри чи пултаруллă педагогсене Хисеп грамотипе тата укçан преми парса чысларĕ.
Педагогика ĕçĕн ветеранĕсене уяв ячĕпе саламласа илемлĕ чечек çыххисем парнелерĕç, районти Культура керменĕн ĕçченĕсем юрă-кĕвĕпе савăнтарчĕç. Хĕрлĕ Чутайри пуçламăш шкул тата ача-пăча сачĕн, “Хĕвел” ача сачĕн ĕçченĕсем пурне те профессиллĕ уяв ячĕпе саламларĕç, шÿтлĕ юрă-ташăпа кăмăла çĕклерĕç.