Çăмăл атлетсен кĕрхи кросĕ
Хĕрлĕ Чутайри тĕп стадион сентябрĕн 22-мĕшĕнче çăмăл атлетсене йышăнчĕ. Чылай спортсмен йăлана кĕнĕ кĕрхи кроса хутшăнса хăйсен вăйне тĕрĕслерĕ. Районти пур шкул команди те старта тухрĕ темелле. Анчах Тури Çĕрпÿкассинчи, Пĕрремĕш Хурашашри, Туктамăшри шкулсем паллă мар сăлтавсене пула ăмăртăва хутшăнаймарĕç.
Атлетсене лайăх кăтартусем тума çанталăкĕ те пулăшрĕ. Чупмалли трасса типĕ пулчĕ, ăмăртăва лайăх хатĕрленсе килнисене вăл çĕнтерÿллĕ финиш тума пулăшрĕ.
Кросс хĕр ачасем 500 метрлă дистанцие тухнипе пуçланчĕ. Кунта Атнарти вăтам шкулта 5 класра вĕренекен А.Андреева çĕнтерчĕ. Арçын ачасенчен финиша чи малтан Ю.Ефимов (Хĕрлĕ Чутай гимназийĕ) çитрĕ. Улттăмĕш класра вĕренекенсем те çак дистанцире вăй виçрĕç. Хĕр ачасенчен чи малти - А.Никифорова (Атнар), арçын ачасенчен А.Терентьев (Хусанушкăнь) пулчĕç. Çиччĕмĕш класри хĕр ачасем те çак дистанцие тухрĕç. Çĕнтерÿçĕ ята Пантьăкри шкулта вĕренекен М.Петрова тивĕçрĕ.
Арçын ачасем вара 1000 метрлă дистанцире вăй виçрĕç. Финиша чи малтан Тралькасси шкулĕнчи Д.Семенов çитрĕ. Саккăрмĕш класра вĕренекен хĕр ачасен дистанциĕ - 800 метр. Кунта Хĕрлĕ Чутай гимназийĕнче вĕренекен М.Волкована çитекенни пулмарĕ. Ку çулхи арçын ачасем хушшинче (вĕсем 1500 метрлă дистанцире ăмăртрĕç) А.Ярабаев (Мăн Этмен) малти пулчĕ. Тăххăрмĕш класри хĕрсем 1000 метрлă дистанцие тухрĕç. Пуринчен те хăвăрт чупса финиша чи малтан Хусанушкăнчи вăтам шкулта вĕренекен К.Егорова çитрĕ. Арçын ачасенчен (2000 метрлă дистанцире) А.Патьянов (Хĕрлĕ Чутай гимназийĕ) пурне те хыçа хăварса чемпион ятне тивĕçлипех çĕнсе илчĕ.
Вуннăмĕш тата вун пĕрмĕш классенче вĕренекен хĕрсем хушшинчи кĕрешÿ çивĕч иртрĕ. Мĕншĕн тесен старта республика тата район ăмăртăвĕсенче палăрнă Наташа Герасимова тухрĕ. Çамрăк спортсменка ку хутĕнче те чи малта пуласси никама та иккĕлентермерĕ. Çапла пулчĕ те. Н.Герасимова пурне те чылай хыçа хăварса финиша пĕрремĕш çитрĕ.
Аслă классенче вĕренекен яшсем хушшинчи кĕрешĕве сăнаса тăма питĕ кăмăллă пулчĕ. Мĕншĕн тесен 3000 метрлă дистанцире районти чи паллă спортсменсем тупăшаççĕ. Старт парсанах кĕрешÿ хĕрсе кайрĕ. Г.Шехрейкин, И.Черендеев, А.Яковлев ыттисене хыçа хăварса мала ÿкрĕç. Кам çĕнтерĕ; Акă, Хĕрлĕ Чутай гимназийĕн вĕренекенĕсем виççĕн тан финиша çывхарчĕç. Анчах Г.Шехрейкин юлташĕсене хыçа хăварчех, вăл - чемпион!
Кĕрхи кроса Етĕрне лицейĕн районти филиалĕнче вĕренекен хĕрсем те хутшăнчĕç. Вĕсем 1000 метра чупрĕç, малти вырăна А.Ильгеева çĕнсе илчĕ.
Спорт ветеранĕсем те вăй виçрĕç ăмăртура. Хĕрарăмсенчен - Елена Альгешкина (Туктамăш), арçынсенчен Владимир Герасимов (Питĕркасси) уяв парнине тивĕçрĕç. Çамрăксенчен 3000 метрлă дистанцие чупассипе Евгений Гусельщиков (Хĕрлĕ Чутай) лайăх кăтартупа палăрчĕ.
Пĕтĕмĕшле илсен, кĕрхи кроса Хĕрлĕ Чутай гимназийĕн команди аван хатĕрленнĕ. Вăл мала тухрĕ. Иккĕмĕш вырăнта - мăнэтменсем, виççĕмĕшсем - тралькассисем. Тĕп шкулсен кĕрешĕвĕнче нумай очко пухса пĕрремĕш вырăна Хусанушкăнь шкулĕ çĕнсе илчĕ, иккĕмĕш - Пантьăк шкулĕ, виççĕмĕш вырăнта тивĕçлипех Серенкасси шкулĕнче вĕренекенсем пулчĕç.
Çĕнтерÿçĕсене райадминистрацин Хисеп грамотипе, укçан преми парса чысларĕç. Ăмăртăва ирттерме спонсорла пулăшу парса пулăшнăшăн райадминистрацин физкультурăпа спорт комитечĕ, ачасемпе тата çамрăксемпе ĕçлекен спорт шкулĕ предпринимательсене тав сăмахĕ калаççĕ.
Çитес эрнере район центрĕнче “Пирĕн пурнăç” хаçат парнине çĕнсе илессишĕн эстафета ăмăртăвĕ иртмелле. Унта шкулсен, предприятисемпе организацисен командисем хутшăнаççĕ. Пурне те старта чĕнеççĕ.