Красночетайский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Хĕрлĕ Чутай муниципаллă округĕ

Ĕçчен çемье

«Ăсти епле, ĕçĕ çапла», - теççĕ халăхра. Ку сăмахсене Штанаш салинче пурăнакан «Маяк» хуçалăхра пăру пăхакан Раиса Ивановна Сидорова пирки каланăнах туйăнать.

«20 кунран иртнĕ çамрăк выльăхсене пире шанса параççĕ», - тет вăл. – Хальхи вăхăтра ушкăнра 28 пăру. Çур çула çитиччен  ÿстеретпĕр вĕсене. Лайăх пăхсан ÿт хушаслăх та пысăк».

         Раиса Ивановна сакăр ачаллă çемьере çитĕннĕ, пĕчĕклех ĕç тĕлне хăнăхнă. Шкултан вĕренсе тухсан колхозра ĕçлеме пуçланă. Унтан тус-тантăшĕпе Иваново хулине кирпĕч заводне тухса кайнă. Тепĕр тăватă çултан Уварово хулине куçнă, мелиоратор пулса тăнă. Çулла унта тăрăшнă, хĕлле отпуск илсе тăван яла таврăннă. Кунта ăна килĕштернĕ каччи  кĕтсе илнĕ.

         1973 çулхи çĕртмен  30-мĕшĕнче ялта туй кĕрлĕнĕ, Георгипе Раиса пĕрлешнĕ. Çĕнĕ мăшăр çуралнă  вырăнтах  тĕпленсе пурăнма пуçланă. Раиса Ивановна малтанхи вăхăтра сысна самăртнă, сакăр вуннăмĕш çултанпа пăру пăхма тытăннă.

         Ĕçченлĕхне çитĕнĕвĕсем те палăртаççĕ. Ахальтен мар-тăр ăна Хисеп грамотисемпе хаклă парнесемпе пĕрре кăна мар чысланă.

         Георгий Степанович çар ретне тăриччен автослесарь специальноçне алла илнĕ.   Службăна Польшăра ирттернĕ, Чехославакири пăлхава лăплантарма хутшăннă. Сывлăхĕ хавшанипе ăна вăхăт çитичченех  демобилизациленĕ. Вăтăр çул ытла водительре тăрăшрĕ, ырă ята тивĕçрĕ. Халĕ Вăл – виççĕмĕш ушкăн инваличĕ.

         Ывăлĕ, Анатолий, ял хуçалăх институчĕн механизаци факультетĕнчен вĕренсе тухрĕ. Вăл вырăнти хăй тытăмлăх органне ерсте пырать, Штанаш тăрăхĕнчи халăх пурнăçне çăмăллатасишшĕн, интереслĕрех тăвассишĕн тăрăшать. Мăшăрĕ, Зина, колхозра ĕçлет.

         «Ĕçчен çемье», - теççĕ вĕсем пирки ял-йышра. Ентешсемпе кăмăллă, йывăр вăхăтра пулăшма хатĕр  пулнăшăн хисеплеççĕ маттурсене Штанаш тăрăхĕнче.

        

 



"Хыпар"
23 сентября 2004
00:00
Поделиться