Пуçарулăхĕпе хастарлăхĕ иксĕлми
Валерий Егорович тесенех ăна палламан, курман, илтмен çын та çук пулĕ районта. Вăл Хĕрлĕ Чутай вăрман хуçалăхне 1987 çултанпа ертсе пырать. Директорăн пĕтĕм пурнăçĕ, шухăш-ĕмĕчĕ вăрманпа çыхăннă тесен пĕрре те йăнăш пулмĕ.
В.Савинкин хăйĕн ĕç стажне 1976 çулта вăрман хуçалăхĕнче цехри рабочирен пуçланă, унтан - мастер, каярахпа Пантьăк лесничествин лесничийĕнче ĕçленĕ. 1983 çулхи январь уйăхĕнче ăна вăрман хуçалăхĕн тĕп инженерĕн тивĕçĕсене пурнăçласа пыма шаннă, унтан хуçалăх ертÿçин пуканне сĕннĕ. 1996 çулта Валерий Егоровича предприятие аталантарас тĕлĕшпе пысăк ÿсĕмсем тунăшăн “Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ вăрман ĕçченĕ” хисеплĕ ят панă, 2003 çулта вăл “Раççей Федерацийĕн тава тивĕçлĕ вăрман ĕçченĕ” ята тивĕçнĕ.
Пултаруллă директора вăрман хуçалăхĕнче ĕçлекенсем кăна мар, районта пурăнакансем те хисеплеççĕ. 1987 çултан пуçласа вăл район Пухăвĕн депутачĕ, район хăй тытăмлăх пуçлăхĕн çумĕ. Иртнĕ суйлавра вара тÿрĕ кăмăллă, ĕç дисциплинине çирĕп тытса пыракан тата сăпайлă ертÿçĕне Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ пулма шанчĕç.
Савинкинсем - ялти ятлă Çынсем
Валерий Егорович Савинкин 1954 çулхи сентябрĕн 22-мĕшĕнче, шăпах 50 çул каялла, Серенкасси ялĕнче хресчен çемйинче кун çути курнă. Ашшĕ, Егор Николаевич, нумай çулсем тăван колхозра Серенкасси ялĕн бригадирĕнче тăрăшнă. Шел, вăл чир-чĕре пула тивĕçлĕ канăва та тухайман, вăхăтсăр çĕре кĕнĕ. Амăшĕ, Зинаида Егоровна (Серенкассинченех, хĕр чухнехи хушамачĕ - Лукина) мăшăрĕпе пĕрле кашни кунах колхоз ĕçне хутшăннă. Зинаида Егоровнапа Егор Николаевич 6 ачана: 1 ывăлпа 5 хĕре çут тĕнче парнеленĕ. Пĕрремĕш чун тĕпренчĕкĕ, ваттисем калашле, вĕсен “ылтăн” пулнă. Ăна вĕсем “Валера” тесе чĕнме пуçланă.
Иккĕмĕшĕ - Зоя, унтан - Галя, Нина, Аля, Майя. Зояпа Нина Шупашкар хулинче тĕпленнĕ. Галя Шулю ялĕнче çемйипе пурăнать, çыхăну уйрăмĕнче тăрăшать. Аля - Коми Республикинче, çемьеллĕ. Майя çемйипе Енкĕлт ялĕнче пурăнать.
Пĕчĕклех Валера таса та сывă ÿснĕ, çулран çул ашшĕ-амăшне хăйĕн çитĕнĕвĕсемпе савăнтарнă. Ачалăхĕ унăн Сăр юханшывĕ хĕрринчи вăрмансенче иртнĕ, тесен те юрать. Çу кунĕсенче ял çыннисем Вителке уçланкине утă тума кайнă. Вăл та унта ыттисемпе пĕр танах çÿренĕ. Çапла, ачаранах ĕçе кÿлĕннипе пĕрлех Валера вăрман илемĕпе киленнĕ, кайăксен сассине итленĕ.
Вутă-шанкă, утă... хальхи пек мар, хĕсĕк пулнă. Тен, çавăнпа та пулĕ В.Савинкин Серенкассинчи шкулта сакăр çул вĕреннине çирĕплетекен документ илнĕ хыççăн Сĕнтĕрвăрринчи техникума вăрман ĕçне вĕренме çул тытнă. Анчах дипломлă каччă кунпах çырлахман. 1974-1976 çулсенче Çар тивĕçĕсене пурнăçласа таврăннă хыççăн та пĕлĕвне ÿстерме шутланă, Йошкар-Олари политехника институтне çул тытнă. 1977-1982 çулсенче вăл аслă пĕлÿ илнĕ.
Паянхи пурнăÇ уттипе
Предприяти тĕрекленсе пырасси, унăн çутă пуласлăхĕ ертÿçĕрен питех те нумай килнине паян никам та хирĕçлеймĕ. Ăçта чăн-чăн хуçа пур - унта ĕç те кал-кал пырать. Çавăн пеккисен йышне районти вăрман хуçалăхĕн директорне Валерий Егорович Савинкина тахçанах кĕртнĕ ĕнтĕ. Çак коллектива ертсе пыма пуçланăранпа 17 çул çитет. Кулленхи пурнăç... Вăрман, гараж, тĕрлĕ техника, питомник, вутă-шанкă тата ытти те...
Коллектив Раççейĕн Чăваш Республикинчи çут çанталăк ресурсĕсен тата тăван тавралăха сыхлас енĕпе ĕçлекен тĕп управленийĕн коллективĕпе вăрман отраслĕнче тăрăшакансен пĕтĕмлетĕвĕ тăрăх темиçе çул ĕнтĕ чи пултаруллисен, чи хастаррисен, чи лайăххисен шутĕнче. Сăмахран, иртнĕ çулхи кăтартусенех аса илер-ха. Раççейĕн Чăваш Республикинчи çут çанталăк ресурсĕсен тата тăван тавралăха сыхлас енĕпе ĕçлекен Тĕп управленийĕн коллективĕпе вăрман отраслĕнче тăрăшакансен профсоюз рескомĕн президиумĕ вăрман хуçалăхĕсем, лесничествăсем, специалистсемпе рабочисем хушшинчи 2003 çулхи экономика кăтартăвĕсене пĕтĕмлетнĕ. Кĕрешÿре Хĕрлĕ Чутай вăрман хуçалăхĕн коллективĕ (директорĕ В.Е. Савинкин) çĕнтернĕ тесе йышăннă. Лесниксенчен Атнар лесничествинчи Ю.А.Сидоров республикăра иккĕмĕш вырăна тухнă. Çавăн пекех Майски лесничество коллективĕ тата Атнар лесничествинчи Д.Г.Кузнецов вăрман мастерĕ лайăх ĕçленине палăртнă. Кăçал та вĕсем хăватсене чакармаççĕ, пачах тепĕр май, ăна ÿсĕмлентерсе пыраççĕ.
В.Савинкин директорта ĕçлеме пуçланăранпа “Вăрманçăсен поселокĕнче” те курăмлă улшăнусем пулса иртнĕ: кунта икĕ пÿлĕмли - улттă, пĕр пÿлĕмли виçĕ çурт туса лартнă. Халĕ поселокра вăрман хуçалăхĕнче ĕçлекенсем 130 çынна яхăн пурăнаççĕ.
1998 çулхи июнь уйăхĕнче Валерий Егорович Раççейри лесничисен тăваттăмĕш съездне делегат пулса хутшăнма та тивĕç пулнă. Сăмах май, съезда пирĕн республикăран тăватă çын кайма тивĕçнĕ.
Çавăн пекех В.Савинкин Чăваш халăхĕн мухтавлă ывăлĕпе, космосăн легендарлă геройĕпе, СССР космонавт летчикĕпе, авиацин генерал-майорĕпе, Совет Союзĕн икĕ хут Геройĕпе, Чăваш Республикин Хисеплĕ гражданинĕпе Андриян Григорьевич Николаевпа та çыхăну тытнă, ун патĕнче Çăлтăр хулинчи хваттерте хăнара та пулнă.
Килйыш телейĔ - мăшăрсенче
Валерий Егорович Савинкин - депутат, ертÿçĕ çеç мар, ырă тĕслĕх кăтартакан, çывăх çынсене хисеплекен, юратакан мăшăр та, ашшĕ те.
1978 çулта Серенкасси каччипе Калкасси хĕрĕ Надежда Ивановна (хĕр чухнехи хушамачĕ - Иванова) пĕр-пĕрне юратнине çирĕплетсе пĕр çемьене чăмăртаннă. Унтанпа 26 çул çитрĕ. Халĕ Надежда Ивановна “Вăрманçăсен поселокĕнче” пурăнакансене куллен медицина пулăшăвĕ парассишĕн ырми-канми тимлет. Савинкинсем хĕрпе ывăл çут тĕнче парнеленĕ. Ирина - Чăваш патшалăх университетĕнче юридици факультечĕн студенчĕ. Алеша Саланчăк шкулĕнче 11 класра пĕлÿ пухать. Пушă вăхăтра Савинкинсем кил таврашĕнче ĕçлеççĕ, выльăх-чĕрлĕх усраççĕ, хурт-хăмăрпа аппаланаççĕ. Темиçе çул каялла вĕсем Серенкасси ялĕнче, тăван кил вырăнче, çĕнĕ капмар çуртпа хуралтăсем туса лартрĕç. Ÿркенмеççĕ, Савинкинсем!
“Телее шан та, ĕçлеме ан ман”, - тенĕ ăс вĕрентсе ваттисем. Çапла, Валерий Егорович Савинкина телейлĕ çын теме сăлтав чылай. Анчах телей - ăнăçу тÿперен персе анман. Пурнăçри пĕтĕм çитĕнĕве вăл хăй вăйĕпе, пултарулăхĕпе, хастарлăхĕпе тунă. Апла пулсан, малалла та Савинкинсен пурнăçĕ ăнса пытăр.