Шанчăклă çын
Çапла каланă пулăттăм эпĕ кашни почтальон çинчен. Ара, вĕсем мар-и кашни киле çитсе çынсемпе курнăçса калаçаççĕ, ватăсене пенсипе, ыттисене хаçат-журналпа вăхăтра тивĕçтереççĕ. Кĕскен каласан, ял пурнăçне витĕр курса-пĕлсе тăраççĕ.
Кашни ир Енкĕлтрен тухать те район центрне утать Зоя Петровна Майорова. Ялшăн чи кирлĕ çын вăл. Хаçат-журнал, пенси-пособи вăхăтра валеçет. Хисеплет ăна ял-йыш. Çынсемпе вашават, кăмăлĕ ырă. Ватăсем ял почтальонĕ урампа иртсе пырасса чăтăмсăррăн кĕтеççĕ. Унпа курнăçса хыпарсем пĕлесшĕн, хăшĕ ырă çынпа калаçса чунне пусарасшăн, пенси укçи хăçан пуласси те интереслентерет. Ачи-пăчи те: «Зоя аппа, манăн юратнă «Тетте», «Ача-пăча», «Тантăш», «Школьники» хаçатсем пур-и», - тесе хыççăн чупать. Çепĕç те чĕвĕл-чĕвĕл чĕлхеллĕ чăваш хĕрарăмĕ пурин валли те хурав тупать, такам кăмăлне те çавăрать. Васкамасăр ваклать сăмаха. Халăхпа ĕçлемех çуралнă пулĕ çĕр çине.
З.П.Майорова (хĕр чухнехи хушамачĕ Швешкеева) Тумликасси ялĕнче 1951 çулта çуралнă. Ашшĕпе амăшĕ виçĕ ачана кун çути парнеленĕ (пĕр хĕр те икĕ ывăл).
- Анне, Варвара Дмитриевна, ĕмĕрĕпех пуçламăш класс учительници пулса ĕçлерĕ. Чылай ялсенчи ачасене вĕрентрĕ, тĕрлĕ шкулта тăрăшрĕ. Атте эпир çамрăк чухнех çĕре кĕчĕ. Çăматă йăвалатчĕ вăл. Чире кайса вилчĕ. Аннене йывăр килчĕ, паллах. Пире пурнăç çулĕ çине тухма нумай пулăшрĕ. Амăш чĕри ялан ачи-пăчишĕн çунать-çке. Çакна хамăр анне пулсан çеç туятпăр.
Зоя Петровнапа Леонид Андреевич Майоровсем виçĕ ывăл çуратса ÿстернĕ. Çын пурнăç тăршшĕпе тем те тÿссе ирттерет. Шел, Майоровсен çемйинче йывăр çухату пулнă - Саша ывăлĕ вăхăтсăр çĕре кĕнĕ. Тÿсме çук йывăр хуйхă ашшĕ-амăшĕн сывлăхне самай хавшатрĕ. Темле пулсан та, пурнăç малаллах шăвать. Чĕррисемшĕн пурăнмалла-çке. Пĕр ывăлĕ, Вова - çар çынни, Чита облаçĕнче службăра тăрать. Çемьеллĕ. Кĕçĕнни, Женя, пиччĕшĕ пекех çар çынни пулма вĕренет. Ачисем йĕркеллĕ, çĕршыва юрăхлă çынсем пулнишĕн хĕпĕртет Зоя Петровна. Мăшăрĕ ăна кулленхи ĕçре пулăшса пыни, ăнланни тăрăшса ĕçлеме, çитĕнÿ тума хавхалантарать. Кинĕпе мăнукĕ килсех тăраççĕ, пулăшаççĕ ватăсене. «Пĕчĕк Дашенька «асанне, асатте!» тесе умра чупкалани савăнăç кÿрет кил-çурта», - тет Зоя Петровна çемье çинчен сăмахланă май.
З.Майорова 1991 çултанпа - почта ĕçĕнче. Унччен чылай çул райĕçтăвкомра, унтан райкомра машинисткăра тăрăшнă. Тăрăшуллă хĕрарăма почтăна чĕнеççĕ. Килĕшет З.Майорова. Çĕнĕ ĕçе хăвăрт хăнăхать вăл. Тепĕр çултан ăна Енкĕлт ялĕн почтальонĕ пулма шанаççĕ. 13 çул иртрĕ унтанпа.
- Почтальон ĕçĕпе кăмăллă эпĕ. Халăхпа пулма юрататăп. Енкĕлт ял çыннисемпе ĕçлеме пĕрре те йывăр мар. Эпĕ вĕсене ăнланатăп, вĕсем те çаплах. Кану кунĕсенче тунсăхлатăп та вĕсемсĕр. Уйрăмах ватăсем хытă кĕтеççĕ мана. Пенси пани кăна мар, унти-кунти çинчен ыйтса пĕлесшĕн. Ара, сахал-и ял çыннин сăмах вакламалли; Калаçма кăна ан ÿркен. Çакăнта хамăн участокри чи лайăх вулавçăсене асăнса хăварас килет. Вĕсем - В.М.Цопапа З.С.Кудряшова (СХТ), Енкĕлт тăрăх - Ф.Л.Белов, И.В. Мастеркин, М.К. Егоркина, А.А.Калистратов тата ыттисем те. Хăйсем килĕштерекен хаçат-журналсене тата ачисем, мăнукĕсем валли 4-6-шар экземпляр çырăнса илеççĕ. С.Л.Галкина çичĕ тĕрлĕ хаçат илсе тăрать. Ял халăхĕ кун-çул уттинчен юласшăн мар. Раççейре, республикăра, районта мĕн пулса иртнипе интересленсех тăраççĕ. Çакăншăн эпĕ савăнатăп. Вĕсем манпа ырă пулни кăмăла çĕклет. Кун иртни те сисĕнмест вара, - тет ял почтальонĕ.
З.Майорован участокĕнче 202 кил. Хĕрлĕ Чутайри «Сельхозтехника», «Сельхозхими» предприятийĕсене, унта пурăнакансене хаçат-журналпа, пенси-пособисемпе те вăлах тивĕçтерет.
Чăннипех пысăк шанчăк ун çинче. Почтальонка районти çыхăну узелĕнчен куллен йывăр сумкăпа тухать. Тĕрлĕ кăларăмсен экземплярĕсене адресатсем патне çитерет. Çăмăлах та мар, йывăр та мар темелле. Мĕншĕн тесен вăл çак ĕçре пиçĕхнĕ, тем те курнă, тем те тÿснĕ. Чăваш хĕрарăмĕ çак ĕçĕн пĕтĕм йывăрлăхĕпе вăрттăнлăхне алла илнĕ ĕнтĕ. Вăл ял çыннисене кашнине сăнран паллать, кампа мĕнлерех калаçмаллине те аванах туйса тăрать. Ялти почтальонкăна хăйне те пурте пĕлеççĕ: шанчăклă çын.
Пĕрин хыççăн теприн патне çитсе, сумкине пушатсах пырать. Çапла кашни кун. Кăмăлпа тухать вăл ĕçе. Коллективра та хисепре З.Майорова. 2004 çулхи пĕрремĕш çур çул кăтартăвĕсем тăрăх Зоя Петровнана «Районти чи лайăх почтальонка» ят парса чысланă, вăл пысăк парнене тивĕçнĕ. Сăмах май, З.Майорован ĕç кăтартăвĕсем кашни çулах савăнтараççĕ. Çырăнтару кампанийĕнче активлă ĕçлет. Районта тухса тăракан «Пирĕн пурнăç» хаçата халăх хушшинче анлă сарассишĕн тăрăшать.
«Район пурнăçĕпе кашнин интересленмелле, унăн паттăр ывăл-хĕрĕ çинчен кашнин пĕлмелле», - терĕ почтальонка.