Красночетайский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Хĕрлĕ Чутай муниципаллă округĕ

Кăтартуллă предприяти

Çак кунсенче «Чăвашсетьгазăн» Хĕрлĕ Чутайри филиалĕнче пулма тÿр килчĕ. Сентябрĕн 9-мĕшĕнче кунта газ кĕртмелли хатĕрсене сутакан магазин уçăлчĕ. Эпĕ вара тавар туянакансенчен пĕрремĕшĕ пултăм. Çак ятпа мана, ватă çынна, филиал ертÿçи Иван Лаврентьевич Хораськин саламларĕ. Вăл производство базипе паллаштарчĕ.

Кермен пек икĕ хутлă çурт. Урайне илемлĕ плитасем сарнă, стенисем тикĕс, вĕсене ятарлă шпалер çыпăçтарнă, питĕ хÿхĕм курăнать. Чÿречисене пластикран виçĕ хутлă кантăк лартнă. Мачча çине хитре светильниксем вырнаçтарнă.

- Пÿлĕмсене ăшăтмалли батарейăсене курăр-ха тата, - тет Иван Лаврентьевич, - вĕсене Итали çĕршывĕнче кăларнă, кашнин çумĕнчех кран пур. Пĕр еннелле пăрсан, ăшă ытларах килет, хирĕçле çавăрсан ăшшине чакарать. Батарейăсене стенари ячейкăсене вырнаçтарнă, нимĕнле пăрăхсем те курăнмаççĕ. Стена тĕсĕпе сăрланăскерсем питĕ илемлĕ.

И.Хораськин мана инженерсен кабинечĕпе, бухгалтери пÿлĕмĕпе, токарьсемпе слесарьсен цехĕпе, гаражпа паллаштарчĕ. Пур çĕрте те таса та тирпейлĕ.

- Хуçи мĕнле, хуçалăхĕ те çавăн пек, эрнере пĕр кун санитари кунне ирттеретпĕр, пирĕн шоферсен пылчăк урапа гаража кĕрес йăла çук.

Иван Лаврентьевичпа нумаях калаçма пулмарĕ: Шупашкартан шăнкăравларĕç. Çапах та «Чăвашсетьгазăн» Хĕрлĕ Чутайри филиалĕ ял çыннисен пурнăçне лайăхлатассишĕн ырми-канми ĕçленине пĕлтĕм. 47 çын пĕтĕм районти газ хуçалăхне пăхса тăрать. Ял çыннисен килĕсене «кăвак çулăм» кĕртме проектсем хатĕрлесе парать, монтаж ĕçĕсене пурнăçлать, килсене пăрăхсемпе çыхăнтарать. Газ кĕртеймен çынсене тулли баллонсем кÿрсе парать. Паянхи кун тĕлне районти 3000 ытла хуçалăх çут çанталăк газĕпе усă курать.

Тĕнче шайĕнчи çуртсем пирĕн районта та çĕкленнишĕн чун савăнчĕ. Район администрацийĕ «Чăвашсетьгазăн» Хĕрлĕ Чутайри филиалне «Кăтартуллă предприяти» ятне панă. Çакна Диплом çирĕплетет.



"Пирěн пурнăç"
15 сентября 2004
00:00
Поделиться