Чутайсем «маххă» памаççĕ
Чăваш Республикин Президенчĕ Н.В.Федоров Указĕпе килĕшÿллĕн 2004 çула «Çамрăксен тата сывă пурнăç йĕркин çулталăкĕ» тесе йышăннă. Вăл «Сывлăх патне ăс-хакăлпа шухăш-туйăма çĕнĕрен чĕртсе тăратнипе!» чĕнÿпе пулса пырать. Ăс-хакăла аталантарма çамрăксене çарпа патриотизмла воспитани, Тăван çĕршыва юратма, хаклама вĕрентни тÿрремĕнех пулăшать. Юлашки вăхăтра патриотизмла воспитани ыйтăвĕ шкулсенче те вăй илсе пырать. Ку Аслă Çĕнтерÿ 60 çул тултарнине кĕтсе илме хатĕрленнĕ кунсенче уйрăмах палăрать. Вĕренекенсене «Зарница» тата «Орленок» вăййисене явăçтарни, акă, вĕсене çарпа патриотизмла воспитани парас ĕçре витĕм кÿрет. Районта çулсерен çамрăк армеецсен командисем хушшинче «Зарница», «Орленок» ăмăрту-конкурссем ирттересси йăлана кĕчĕ. Кăçал та çак вăйă-конкурс пулса иртрĕ. Пĕрремĕш вырăна Хĕрлĕ Чутай гимназийĕн çамрăк армеецĕсем çĕнсе илчĕç, республикăра 36-мĕш хут ирттернĕ «Зарница», «Орленок» вăййисенче район чысне хÿтĕлерĕç. Сăмах май, гимнази команди республика ăмăртăвĕсене 1999 çултанпа хутшăнать. Кăçал çивĕч кĕрешÿре ытти командăсем хушшинче 4-мĕш вырăна тухма пултарнă. Тĕрĕссипе, жюри членĕсем ачасен пултарулăхне яланах чăнлăха тĕпе хурса хакламанни кÿрентерет. Чутайсем хăйсем çÿлерех шая çĕкленме пултарнине çирĕп ĕненеççĕ.
Республикăра иртекен финал программи кăткăс та йывăр. Кунта 11 тĕслĕ тĕрлĕрен ăмăрту кĕртнĕ:
Пĕрремĕш ушкăн:
1. «Яштака та йăрăс» (стройпа утасси).
2. «Компас» (çарти топографи).
3. “Пĕччен çапăçура салтак мар» (тактика ыйтăвĕсем).
4. «Тĕл перекен».
5. “Хăрушсăрлăх кустăрми» (транспорт хатĕрĕсемпе фигурăллă чупасси).
6. «Пушара хирĕç нумай енлĕ кĕрешесси” (тактикăлла хăнăхусем).
7. “Малалла, çамрăк армеецсем!” (туристсен хăнăхăвĕ).
8. “Çамрăк армеецсен виçĕ тĕрлĕ ăмăртăвĕ” (кросс, граната ывăтасси, вăй-хал гимнастики).
9. «Çĕнтерÿ утăмĕсем» (эстафета 7 х 200 м.).
10. «Пĕрремĕш пулăшу» (малтанхи медицина пулăшăвĕ).
11. «Хÿтĕлĕх» (гражданла сыхлавĕн конкурсĕ).
Иккĕмĕш ушкăн (8 тĕслĕ теориллĕ ăмăрту):
1. «Эпĕ - Раççей гражданинĕ (право ыйтăвĕсем).
2. «Тăван Çĕршыв историйĕ» (истори ыйтăвĕсем).
3. “Тăван ен” (тăван ен культурин ыйтăвĕсем).
4. “Пĕрремĕш пулăшу” (ПМП).
5. «Хÿтĕлĕх» (гражданла оборона ыйтăвĕсем).
6. “Эпир - çĕршыв хÿтĕлевçисем” (хĕсмет ĕçĕн тĕп паллисем).
7. “Пушар хăрушсăрлăхĕн ыйтăвĕсем”.
8. “Çул çÿрев хăрушсăрлăхĕн ыйтăвĕсем”.
Виççĕмĕш ушкăн (пултарулăх енĕпе 2 конкурс):
1. Визит карточки.
2. Хастарлăх хаçачĕ (боевой листок).
Куратпăр ĕнтĕ, конкурссене ОБЖ-па кăна мар, истори, право, тăван ен, ÿнер, музыка, физкультура тата ытти предметсемпе те ыйтусем кĕртнĕ. Çапах та конкурссене хатĕрлесси ОБЖ преподаватель-организаторĕсем çине тиенет.
Финалти ăмăртусенчи хĕрлĕчутайсен кăтартăвĕ:
I. Çарпа спорт ăмăртăвĕсенче:
1 вырăн - хÿтĕлĕх (ГО).
2 вырăн - çĕнтерÿ утăмĕсем (эстафета).
3 вырăн - пушар хăрушсăрлăхĕ.
3 вырăн - ку ушкăнти вăйăсен пĕтĕмлетĕвĕнче.
II. Теориллĕ ыйтусен ăмăртăвĕсенче:
1 вырăн - «Эпир - çĕршыв хÿтĕлевçисем».
3 вырăн - хÿтĕлĕх (ГО).
3 вырăн - пĕрремĕш пулăшу.
III. Пултарулăх (творческий) ăмăртăвĕнче 3 вырăн.
Ăмăртусенчи пĕтĕмĕшле кăтартăвĕ - 4-мĕш вырăн.