Çын çăкăрпа кăна тутă мар
Районта культура учрежденийĕсем сахал мар. Культура çурчĕсенче, библиотекăсенче тата клубсенче ятарлă пĕлÿ илнĕ çынсем йышлă ĕçлеççĕ. Вĕсен тĕллевĕ - ял халăхĕн пушă вăхăтне усăллă ирттересси, пултарулăх ĕçне çамрăксене ытларах явăçтарасси, тĕнчере, çĕршывра, республикăра, районта пулса иртекен событисемпе çынсене паллаштарасси тата ытти те.
Пирĕн корреспондент çак кунсенче районти культура управленийĕн начальникĕпе З.С.Спиридоновапа тĕл пулнă, районти культура учрежденийĕсем мĕнле ĕçлесе пынипе интересленнĕ.
- Хальхи вăхăтра çак отрасле укçа-тенкĕпе тивĕçтерес ыйтăва кирлĕ пек татса парас тĕлĕшпе тăрăшатпăр, - терĕ Зоя Сергеевна. - Чи малтанах бюджетра палăртнă укçа-тенкĕпе тĕрĕс, перекетлĕ усă курас енĕпе пысăк тимлĕх уйăратпăр. 2003 çултан пуçласа влаç органĕсемпе конкурс никĕсне тĕпе хурса социаллă заказсене пурнăçлама контрактсем тăватпăр.
Республика бюджетĕнчен илекен укçана палăртнă пек тăкакласа пыратпăр. Шалу, туяннă тĕрлĕ япаласемшĕн укçа вăхăтра тÿлетпĕр. Кунпа пĕрлех культура ĕçченĕсем хăйсем те укçа ĕçлесе илеççĕ. Сăмахран, кăçалхи çур çулта тĕллевлĕ пулăшу ĕçĕсемшĕн культура управленийĕн кассине пурĕ 125960 тенкĕ пырса кĕнĕ. Вăл шутран дискотека ирттернипе 95944 тенкĕ, пултарулăх ăстисен концерчĕсемпе тата вăйă-конкурс мероприятийĕсемпе - 5434, кружок ĕçĕсемпе - 3332, ытти мероприятисемпе 21250 тенкĕ пухăнчĕ.
Кăçал культура учрежденийĕсен пурлăх базине лайăхлатас тĕлĕшпе чылай ĕç тунă. Палăртнă тăрăх, ялсенчи виçĕ библиотекăна юсаса çĕнетмелле. Ку таранччен Сĕнтĕкçырминчи тата Туктамăшри вулавăшсене йĕркене кĕртнĕ. Июль уйăхĕн пуçламăшĕнче вĕсенче тĕслĕх библиотекăсем уçăлчĕç. Çавăн пекех район центрĕнчи «Çын тата çут çанталăк» халăх музейĕн çуртне реконструкцилеме тытăннă. Туктамăшри тата Атнарти Культура çурчĕсене çут çанталăк газĕ çитересшĕн. Хальхи вăхăтра ку енĕпе документсем хатĕрлеççĕ. Турханти клубра вара юсав ĕçĕсем ирттернĕ. Районти Культура çуртĕнче те пĕчĕк юсав ĕçĕсем пыраççĕ.
Чăваш Республикин Президенчĕ Н.Федоров кăçалхи çула çамрăксен тата сывă пурнăç йĕркин çулталăкĕ тесе палăртрĕ. Кунпа пĕрлех çитес çул Совет халăхĕ Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче фашистла Германие çĕнтернĕренпе 60 çул çитет. Çавăн пекех пĕтĕм тĕнчери çемье çулталăкĕн, ĕç династийĕсен уявĕсене тата ытти паллă событисене тĕплĕн хатĕрленсе ирттеретпĕр. Акă, кăçалхи январь уйăхĕнче «Ăрусен тĕл пулăвĕ» ятпа савăнăçлă каç пулчĕ. Унта Çĕмĕрлери тата Хĕрлĕ Чутайри хор ветеранĕсем хăйсен пултарулăхĕпе савăнтарчĕç. Вĕсем чăваш тата вырăс халăх юррисене шăрантарнине пухăннисем тулли кăмăл-туйăмпа йышăнчĕç. Аслă ăру çыннисен тĕл пулăвне çамрăк талантсем - Л.Шереметьева, Т.Кчеткова, Ж.Васильев, районти культура çурчĕн ĕçченĕсем хăйсен номерĕсемпе пуянлатрĕç.
Район администрацийĕн пуçлăхĕн В.Орловăн йышăнăвĕпе килĕшÿллĕн, пултарулăх творчествине малалла аталантарас, халăх йăли-йĕркине çĕнетес, ĕç çыннисен пушă вăхăтне культурăллă ирттерес, сывă пурнăç йĕркине сарас тĕллевпе «Чечеклен, Чутай Ен» смотр-отчет иртрĕ. Вăл кăçалхи январь уйăхĕнчен пуçласа март уйăхĕччен тăсăлчĕ, унта предприятисемпе организацисен, шкулсен 12 коллективĕ хутшăнчĕ. Смотр кашнинчех ертÿçĕсем отчет туса панипе пуçланчĕ. Концерт программинче вара хорсен, уйрăм юрлакансен, ташлакансен, фольклорпа çемье ансамблĕсен, халăх юррисене шăрантаракансен пултарулăхĕпе паллашма май пулчĕ. Штанаш, Атнар, Тралькасси, Ачкасси ял администрацийĕсен пултарулăх ушкăнĕсем уйрăмах ăсталăхпа палăрчĕç. Пĕччен юрлакансенчен Ю.Егоров, Н.Маркова, Н.Майоров тата ыттисем те хăйсен ăсталăхĕпе халăха тыткăнларĕç. Чишкинсен, Мироновсен, Немешкинсен, Шереметьевсен çемье ансамблĕсем те куракансен кăмăлне кайрĕç.
Кив Атикассинчи, Мăн Этменти Культура çурчĕсен, «Пилеш» шкул-садри фольклор коллективĕсем вырăнти йăла-йĕркене лайăх кăтартса пама пултарчĕç. Çакна та палăртса хăварас килет. Çамрăк талантсен «Эпир - санăн ыранхи кун, Хĕрлĕ Чутай» творчество конкурсĕ районта пĕрремĕш хут иртрĕ. Унăн тĕллевĕ - пултаруллă çамрăксене тупса палăртасси. 35 хĕр-упраçпа яш-кĕрĕмрен 17-шĕ конкурсăн иккĕмĕш турне хутшăнма тивĕç пулчĕç.
Кăçал талантлă çамрăксем тупас тĕллевпе И.Н. Охливанкинпа Г.П.Петров юрăçсене халалланă вокалистсен конкурс-фестивалĕ иртрĕ. Унта 23 çын хутшăнчĕ. Республикăри культура институчĕн профессорĕ С.Кондратьев, Чăваш патшалăх университечĕн доценчĕ З.Яковлева, районти ветерансен хорĕн солисчĕ И. Вдовина ячĕллĕ республикăри конкурс çĕнтерÿçи Ю.Егоров тата эпĕ вĕсен пултарулăхне тивĕçлипе хакларăмăр. Конкурс-фестивальте Хĕрлĕ Чутайри гимназире вĕренекен К.Романовапа Л.Шереметьева, Сарапул техникумĕн Çĕмĕрлери филиалĕн студентки Т.Кириллова çĕнтерÿçĕсем пулса тăчĕç. Кунсăр пуçне 11 вокалиста укçан преми парса хавхалантартăмăр, 4-шне - асăнмалăх сувенирсем, ыттисене вара грамотăсемпе дипломсем тивĕçрĕç.
Аслă Çĕнтерÿ 60 çул тултарнине халалласа “Хаваслан, çĕнтерÿллĕ çуркунне!” ятпа смотр-конкурс иртрĕ. Унăн пĕрремĕш тапхăрне агитбригадăсен 10 коллективĕ хутшăнчĕ. Атнар, Питĕркасси, Пантьăк, Уйпуç, Штанаш, Хусанушкăнь ял администрацийĕсенчи çамрăксем сцена çине лайăх программăсемпе тухнине палăртма кăмăллă.
Культура управленийĕ районти ытти организацисемпе те тачă çыхăну тытать. Çавна май пĕрлехи мероприятисем ирттересси йăлана кĕчĕ. Акă, Пĕтĕм тĕнчери çемье çулталăкне ирттерме тытăннăранпа вунă çул çитнĕ ятпа социаллă хÿтлĕх пайĕпе пĕрле “Пирĕн туслă çемье” конкурс йĕркелерĕмĕр.
Пĕтĕмĕшле илсен, халăх пултарулăхĕн ĕçне эпир районти ĕçпе юрă тата спорт уявĕнче пĕтĕмлететпĕр. Унта чылай коллективсем хутшăнса хăйсен юрлас-ташлас ăсталăхне кăтартаççĕ. Паллах, хăш коллектив пултарулăхĕ пысăкрах пулни вĕсене ертсе пыракансен профессиллĕ шайĕнчен нумай килет. Тĕслĕхрен, Г.Матюшкина ертсе пыракан ветерансен хорĕ кĕске вăхăтрах палăрчĕ, унăн репертуарĕ пуян. Çавăнпах ĕнтĕ коллектива халăх хорĕ ятне парас ыйту тухса тăчĕ.