Красночетайский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Хĕрлĕ Чутай муниципаллă округĕ

Хресчен вăй-халĕн çăл куçĕ

Калкасси ялĕн пĕр урамĕнче, ешĕл курăкпа хупланнă çырма хĕрринче, Анна Васильевнапа Петр Борисович Мясниковсем пурăнакан çурт вырнаçнă. Пÿрт умĕнчех симĕс шупăр уртса янă йăмрасем кашласа лараççĕ. Çакăнти тавралăх кил хуçисен чунĕсене питех те çывăх. Вĕсем кунта тĕп килтен уйрăлса тухса çурт-йĕр çавăрнă, ача-пăчаллă пулнă. Халĕ, акă, иккĕшĕ пĕрлешсе çемье чăмăртанăранпа шăпах çур ĕмĕр - 50 çул çитет. 1954 çултанпа пĕр-пĕрне килĕштерсе, ăнланса, пĕр çăвартан тенĕ пек пурăнаççĕ. Ĕмĕр тăршшĕпех кулленхи ĕç упăшкипе арăмĕшĕн вăй-хăват çăл куçĕ пулса тăнă. Çав вăй иккĕшне те çак çĕр çинче нумай пурăнма пулăшать.

... Петр Калкассинчех çуралса ÿснĕ. Туктамăшри çичĕ çул вĕренмелли шкулта пĕлÿ илнĕ. Урана тăла сырса çăпатапа чупнă ялти тус-тантăшĕсемпе пĕрле. Кĕрхи-çурхи йĕпе-сапа та тытса чарайман ăна килте. Пĕлÿÿ, ăс ытларах пухас килнĕ-çке. Анăçра Аслă вăрçă кĕрленĕ май, обществăлла хуçалăх хĕрарăмсемпе ватăсем çинче çеç тытăнса тăнă. Çавăнпа уй-хирте те, фермăра та салтак çулне çитмен яшсем, хĕр-упраçсемпе ачасем ир пуçласа каçченех тар тăкнă. Вăл та аслисене ал тупанĕ хăпарса тухичченех  пулăшнă.

- Аслă Отечественнăй вăрçă вĕçленнĕ çулхине ФЗО-ра вĕренме пуçларăм, -  аса илет халĕ Петр Борисович. - Унта каменщик ăсталăхне алла илтĕм. 1950 çулхи январь уйăхĕнче тăван яла таврăнтăм. Тÿрех колхоз ĕçне кÿлĕнтĕм. Çурт-йĕр тăвас, лавпа улăм-кĕлте кÿрес, тислĕк кăларас ĕçсене хутшăннă. Пур ĕçе те типтерлĕ, вăхăтра пурнăçлама тăрăшнă.

Шăпах çак çулсенче унра хресчен вăй-халĕн çăл куçĕ тапса тăма тытăннă. Çĕр ĕçпе выльăх-чĕрлĕх продукчĕсем ытларах хатĕрлесси, тăван колхоз пурлăхĕпе ырлăхне куллен хушса пырасси канăç паман ăна. Пур çĕрте те пуçарулăхĕпе пултарулăхĕ палăрнă. Çакна ял-йыш та хăй куçĕпе курса ĕненнĕ. Çавăнпа уй-хир бригадине ертсе пыма шаннă.  Районти чи çамрăк бригадирсенчен пĕри пулнă вăл. Ку хĕрĕх çул каялла пулнă. Çавăнтанпах, тивĕçлĕ канăва тухичченех, бригадир тилхепине алăран яман Петр Борисович. Çавăнтанпах колхозлă ял ĕçченĕсемпе пĕрле тыр-пул ÿстернĕ, выльăх-чĕрлĕх ĕрчетнĕ.

Петр Борисович вун çичĕ çул каяллахине лайăх ас тăвать. Çав кун çитрĕ - ял-йыш, тăван-пĕтен, хуçалăх ертÿçисем ăна тивĕçлĕ канăва ăсатма пухăнчĕç. Ăшă сăмахсем каларĕç, ĕçри ырă енĕсене палăртрĕç. Савăнăçлă лару-тăрура парне-мĕн пани те пулчĕ.

- Петр Борисович, Сире сăмах паратпăр, - тени пуçри шухăш çăмхине сÿтĕлме чарса тăчĕ. - Петр Борисович!

- Хам çинчен мĕнех калам ĕнтĕ эпĕ, - ура çине тăчĕ юбиляр. - Пĕтĕм пурнăç тăван ялта иртни пурне те паллă. Ваттисем ас тăваççĕ: çурлапа тырă вырнă, тăпачăпа авăн çапнă. Гектар пуçне 5-6 центнер тыр-пул туса илни те асрах-ха. Çапах ун чухнехи çынсен чун-чĕри хĕрÿччĕ. Çĕрне-кунне пĕлмесĕр ĕçлетчĕç вĕсем. Тăван çĕршыв хăватне ÿстерессишĕн вăй-халĕсене шеллемен. Эпир те хамăрăн атте-аннерен çĕр ĕçне вĕренсе пытăмăр, гектартан 25-30 центнер тĕш тырă туса илекен пултăмăр. Тыр-пул акса çитĕнтересси, пухса кĕртесси механизмсем пулăшнипе пулса пырать.

... Унăн куçĕ умне каллех пулни-иртни тухса тăчĕ. Бригадăра сурăх ферми кăначчĕ ун чухне. Витисем тăвăр, кивĕ. Кайрантарах çурт-йĕре çĕнетсе ĕнесем тытма пуçларĕç. Ĕне-выльăх самăртассине йĕркелесе ячĕç. Тăватă витере 500 пуç выльăх тăнă. 1987 çулта 115 пуç вырнаçмалăх вите ĕçе кĕчĕ. Унти ĕçсене механизациленĕ.

Çурт-йĕр çĕклеме çăмăл мар. Ку ĕçре ăна колхоз правленийĕ, унăн председателĕ Петр Васильевич Васюков пысăк пулăшу пачĕç. Транспортер, тĕрлĕ оборудовани вăхăтра кÿрсе килме тăрăшрĕç. Стройка палăртнă срокра вĕçленеймерĕ пулин те, унта ĕçлеме условисем аван.

Петр Борисович нумай çул фермăна ертсе пырса çирĕп коллектив чăмăртанă. Акă, А.Дементьева ĕмĕрĕ тăршшĕпех ĕне-выльăх самăртнă çĕрте тăрăшнă. А.Яруськина малтан сыснасем пăхнă, кайран вăкăрсем патĕнче вăй хунă. Маттур, хастар, ĕçрен хăраман çынсем сахал мар пулнă. Петр Борисовичăн мăшăрĕ, Анна Васильевна та çав фермăранах пенсие тухнă.

Коллектива чĕрĕ вăй парса тăраканĕ ферма заведующийĕ П.Мясников бригадир пулнă. Вăл фермăна çитĕнÿ çулĕ çине кăларма пултарнă. Çынсемпе пĕр чĕлхе тупнă. Ас тăватăп-ха, ăна производствăра лайăх кăтартусем тунăшăн 1972 çулта “Хисеп палли” орден парса чысларĕç.

Унăн ытти наградăсем те чылай. 1973 çулта вăл РСФСР Ял хуçалăх Министерствипе ял хуçалăхĕнче ĕçлекенсен профсоюзĕн Тĕп Комитечĕн Хисеп грамотине илме тивĕç пулнă. Ăна РСФСРти ял хуçалăхĕнчи социализмла ăмăрту çĕнтерÿçи ятне парса чысланă. Ултă суйлавра ял Канашĕн депутачĕ, район Канашĕн депутачĕ те пулнă. “Ĕçри паттăрлăхшăн. В.И. Ленин çуралнăранпа 100 çул çитнĕ ятпа” юбилей медалĕ пур.

Обществăлла ĕçе хастар хутшăннă, йăлара хăйне йĕркеллĕ тытнă, тавракурăма ÿстерсе пынă. Тĕпрен илсен, пурнăçра яланах активлă позици тытнă, коллективра пысăк авторитетпа усă курнă. Ăна парти обкомĕн членĕн кандидатне суйланă.

Анна Васильевна - Серенкасси хĕрĕ. Тăлăххăн çитĕннĕ вăл. Ĕмĕрĕ тăршшĕпех колхоз ĕçне хастар хутшăннă. Малтанах бригадăра тăрăшнă: утă çулнă, тырă вырнă, çум çумланă... Кайрантарах ĕне-выльăх ĕрчетнĕ çĕрте вăй хунă. Ферма ялпа юнашарах, çырма урлă кăна каçмалла. Кун йĕркине яланах çирĕп пăхăннă: вăкăрсене вăхăтра тăрантарнă, шăварнă. Çавна май вĕсем лайăх ÿт хушса пынă. Ĕçрен таврăнсан килти ĕç-пуçпа аппаланнă. Пилĕк ача çуратса пăхса ÿстерме çăмăлах пулман ĕнтĕ. Апат-çимĕç хатĕрлемелле, çи-пуç çуса тирпейлемелле, уроксене епле хатĕрленнине тĕрĕслемелле...

Анна Васильевнана хăй вăхăтĕнче КПСС обкомĕн, ЧАССР Министрсен Канашĕн Хисеп грамотине парса чысланă. Мăшăрсене иккĕшне те “Ĕç ветеранĕ” медальпе наградăланă.

- Ачасем тахçанах çын пулчĕç ĕнтĕ, - тет Анна Васильевна. - Эпир халĕ Юрий ывăлпа кăна пурăнатпăр. Ыттисем çĕршыв тăрăх саланчĕç. Акă, Валерий район администрацийĕнче ĕçлет, вăл ял хуçалăх институтĕнчен вĕренсе тухрĕ. Ольгăпа Майя Коми Республикинче пурăнаççĕ, шут ĕç ăстисем вĕсем. Валентина - учительница, ачасене вĕрентет. Хамăр пурнăçа эпир туллин пурăнса ирттертĕмĕр теме пулать. Ачасене те çавнах сунатпăр.

Калаçăва Петр Борисович хутшăнчĕ.

- Паян ял хуçалăх производствине пур енлĕн аталантарса пыма майсем çителĕклĕ, - сăмах хушрĕ вăл. - Çамрăксен тăрăшулăха ÿстермелле, тăван ял, тăван хуçалăх интересĕпе пурăнмалла - çавăн пек манăн шухăш. Ахалĕн ял-йыш ватăсем çинче кăна тытăнса юлчĕ вĕт... Акă, пĕр вăхăт пирĕн колхоз та юхăнмах пуçланăччĕ. Халĕ Юрий Осипович Яндайкин тилхепене çирĕп тытать. Уй-хир ĕçĕсене пахалăхлă, вăхăтра вĕçлеççĕ. Техникăпа туллин усă кураççĕ. Çынсене ĕçшĕн  тÿлеме тăрăшаççĕ. Анчах... ялта ĕçсĕр çÿрекен çамрăксем йышланчĕç.

Анна Васильевнапа Петр Борисович алă усса ларма хăнăхман. Вĕсем килте сад-пахча ĕрчетеççĕ. Кунпа пĕрлех выльăх-чĕрлĕх усраççĕ. Ĕне, пăру, сысна, хурсем, чăх-чĕп пур. “Мухтар” ятлă йытти кил-çурта аван сыхлать. Вĕсемпе айкашнипе кун иртсе кайнине те сиссе юлаймаççĕ.

Петр Борисовича эпĕ малтанхи хут 30-35 çул каяллах курнăччĕ. Пĕчĕкрех пÿллĕ, хытканрах, çивĕч те йăрă çын пек туйăнчĕ. Çакна кайрантарах хăйĕн хастар та сулмаклă ĕçĕпе пĕтĕм района кăтартса пачĕ. Халĕ те вăл малтанхинчен улшăнман темелле - утти çирĕп, хăй сăпайлă, çивĕчлĕхне те çухатман. Паян вăл 78 çулпа пырать пулин те, ĕç - пурнăç тыткăчи пулнине хăйĕн тĕслĕхĕпе çирĕплетет. Куллен кил-тĕрĕшре кăштăртатать.

Петр Борисовичпа Анна Васильевна Мясниковсен çак кунсенче “ылтăн туй”. Мăшăрсен юбилейĕ ячĕпе вĕсене пурнăçра ăнăçлăх, телей, çирĕп сывлăх сунас килет.



"Пирěн пурнăç"
18 августа 2004
00:00
Поделиться