Ĕç-пурнăç тыткăчи
Питĕркасси ялĕнче пурăнать Андрей Прокопьевич Сякаев пенсионер. Çак кунсенче ун патне кĕрсе курма тÿр килчĕ. Кил хуçи анкартине тухнă-мĕн. Сада кĕрсенех куç умне хĕп-хĕрлĕ те сап-сарă, сĕтеклĕ те кĕрпеклĕ пан улмисемлĕ улмуççисем тухса тăчĕç. Хăш-пĕр йывăçсем çимĕç йывăрăшне чăтаймасăр чĕрĕлсе те аннă, авă. Андрей Прокопьевич ман куç умĕнчех турата хăй вырăнне таччăн çыпăçтарса çыхрĕ, сурана йĕри-таврах ятарласа хатĕрленĕ чустапа сĕрсе тухрĕ.
- Ватăлтăмăр, - терĕ вăл, - пур çĕре те алă çитерейместĕп. Улмуççисем тавра тислĕк хурса хăвармалла та... Тымар патне апат пырса тăтăр. Ÿсен-тăранăн пурнăç çăл куçĕ вăл - тымар. Ахальтен мар аслă Мичурин пĕрмаях вăйлă тымаршăн тăрăшма хушнă.
Андрей Прокопьевичпа чылайччен калаçса лартăмăр. Сывлăш Çар вăйĕсен кунĕччĕ ун чухне. Çавна май вăл хăй çар службинче тăнине аса илчĕ.
- Андрей Енкĕлт ялĕнче çуралса ÿснĕ. Çамрăклах ĕçе кÿлĕннĕ: вăрман каснă, утă çулнă, платник ĕçне сĕмленнĕ... Кирек ăçта та хастарлăхпа пултарулăх кăтартнă. Мĕн фронта тухса кайичченех Саланчăкри вăрман пунктĕнче вăй хунă. Ĕç кĕнеки çинче ăна нумай хутчен тав туни, укçан преми парса хавхалантарни пирки çырса хунисем пур.
- Аслă вăрçă вĕçленсен те çарта нумай вăхăт тăмалла пулчĕ манăн, - аса илчĕ Андрей Прокопьевич. - Пурĕ 8 çул салтак пăтти çиме тÿр килчĕ. Специалистсем çитмен пирки ун чухне Сталин ятарлă приказ кăларчĕ. Çапла вара пире тепĕр çула çарта хăварчĕç.
А.Сякаев сывлăшран тапăннине сыхлакан чаçре тăнă. Вĕсем Украина çĕрĕ çинче çĕршыва хÿтĕленĕ. Унччен вăл авиаци шкулĕнчен вĕренсе тухнă. Аэродромра ПО-2, ИЛ-10, кайрантарах ЯК-9, МИГ-15 штурмовиксем тăнă. Сержант пулнă май, чăваш каччи малтанах самолетсем пăхса тăракан салтаксен ушкăнне ертсе пынă. Кайрантарах ăна çар чаçĕнчи секретлă документсемпе ĕçлеме ирĕк панă.
Салтак тивĕçне кирек хăçан та чыслăн пурнăçласа пыма тăрăшнă. Çавăншăн ăна чылай хутчен тав тунă, грамотăсем парса чысланă.
Салтак мирлĕ пурнăçра платник ĕçне кÿлĕннĕ. Ку тăрăхра вăл ертсе пынипе çĕкленĕ çурт-йĕр чылай. Сăмахран, Саланчăкри Культура çуртне çĕклесе лартнă. “Пирĕн пурнăç” хаçат редакцийĕн çуртне тунă чухне те Андрей Прокопьевич нумай вăй хучĕ. Унăн куçĕ çивĕч, алли ăста. Хăйĕнпе пĕрле ĕçлекенсенчен те çирĕп ыйтать, пахалăх çине уйрăмах тимлĕ пăхать.
А.Сякаев районти коммуналлă хуçалăх предприятийĕнчен тивĕçлĕ канăва тухрĕ. Ун хыççăн хурт-хăмăр ĕрчетес енĕпе аппаланма пуçларĕ. Пчелка çывăхĕнчи вăрманта унăн самаях пысăк утар пурччĕ. Çÿллен паха пыл бидонĕ-бидонĕпе пухса илетчĕ вăл.
Пыл тенĕрен... 1999 çулта Самарти шалти ĕçсен управленийĕн çуртĕнче пысăк пушар тухни асрах-ха. Вут-кăварта 26 çын пурнăçĕ татăлнă. 28 çынна больницăна ăсатнă. Вилĕмрен çăлăнас тесе нумай çыннăн чÿречерен сикме тивнĕ, çакна пула чылайăшĕ аманнă.
Çакăн хыççăн Самара çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕсенчен пулăшу пыма пуçланă. Ырă кăмăллă çынсем пушарта инкек тÿснисем валли укçа-тенкĕ, ытти япаласем ярса панă. Чăваш Республикинчен те пиншер тенкĕ çитнĕ унта. Çакăн пек кăткăс лару-тăрăва ĕçпе вăрçă ветеранĕ А.Сякаев та аван ăнланса илнĕ. Вăл Самарти шалти ĕçсен управленийĕнче ĕçлекенсем валли хăйĕн килти утарĕнче пухнă лайăх пахалăхлă пыл ярса панă. Сăмах май, кун пирки ун чухне республикăра тухса тăракан “Советская Чувашия” хаçат та çырнăччĕ.
Самар облаçĕнчи шалти ĕçсен управленийĕнчен килнĕ çырăва халĕ те упрать-мĕн. Акă мĕн çырнă унта: “Уважаемый Андрей Прокопьевич! От себя лично, от имени всех сотрудников ГУВД Самарской области и членов их семей сердечно благодарю Вас за сострадание к горю постигшему нас 10 февраля 1999 года и оказанную помощь.
Сообщаю Вам, что переданные Вами для пострадавших на пожаре натуральный мед в количестве 44,5 килограмма поступил по назначению.
Сотрудниками МВД Республики Чувашии мед был передан сотрудникам УВД Самарской области по накладной № 57 от 20.04.99г.
В последствии полученный мед был полностью распределен между сотрудниками и работниками ГУВД Самарской области, пострадавшими во время пожара.
С уважением и.о.начальника генерал-майор милиции Н.А.Кузьмин”.
- Вăл вăхăтра манăн тăван мар ывăл Иван Федорович Чеботарев тата унăн ывăлĕ Владимир шалти ĕçсен органĕсенче тăратчĕç, - тет халĕ Андрей Прокопьевич. Вĕсене кура ĕнтĕ пушарта инкек тÿснĕ милиционерсене пулăшас кăмăл çуралчĕ. Пĕчĕк парнен те усси пулĕ терĕм.
А.Сякаев ĕмĕрĕ тăршшĕпех хура та тарлă ĕçре пиçĕхнĕ. Халĕ те, маларах асăнтăм ĕнтĕ, тивĕçлĕ канура пулин те канлĕх çук унăн. Сад-пахчара ĕçлет, хурт-хăмăрпа аппаланать. Сывлăхĕ çирĕп, утти вăр-вар ветеранăн.