Красночетайский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Хĕрлĕ Чутай муниципаллă округĕ

Тирпей-илем хăмартан килет

Кăçал Хĕрлĕ Чутай сали 422 çул тултарнине чаплăн паллă турăмăр. Хăнара Чăваш Енри паллă çынсемпе пĕрлех Министрсен Кабинечĕн Председателĕ С.Гапликов та пулчĕ. Вăл хăйĕн сăмахĕнче çакна палăртрĕ: чăнах та, район центрĕ илемленсе, чечекленсе пырать. Капмар, нумай хутлă çуртсем, пысăк хăвăртлăхпа мар пулин те, пĕрин хыççăн тепри çĕкленсе лараççĕ. Асфальт сарса хытарнă çулсен сарлакăшĕ анлăланать, тăршшĕ вăрăмланать. Ялсене çут çанталăк газĕ кĕртес ĕç япăх мар пырать...

Тÿрех калар, Хĕрлĕ Чутай салине нĕр кĕртес тĕлĕшпе район администрацийĕ (пуçлăхĕ В.Г.Орлов) тĕллевлĕн ĕçлесе пырать. Акă, Çĕнĕ урампа иртнĕ чухне кăмăл çĕкленнине туятăн. Постамент çине вырнаçтарса лартнă танк тата “Катюша” установки Аслă вăрçăра паттăрлăх кăтартнă ентешсене аса илтерет. Хĕлле-и, çулла-и - палăксем çывăхĕнче тирпейлĕ, таса. Инçех те мар фонтан пĕрĕхсе тăрать. Хĕвел çинче йăлтăртатакан шывĕпе ача-пăчана кăна мар, аслăрах ăру çыннисене те хăй патне йыхăрать.

Халăх йышлă çÿрекен вырăн вăл - Çĕнтерÿ площачĕ. Суту-илÿ çурчĕ, çыхăну узелĕ, Культура керменĕ, райадминистраци çурчĕ кунта вырнаçнă. Район центрне ĕçпе килекенсем, хăнасем çакăнти тирпейлĕхпе савăнаççĕ, кăмăллă юлаççĕ.

Анчах пур çĕрте те кунти пек илем куратпăр-и-ха эпир; Ялсенчи урамсем тăрăх çÿренĕ май тÿнтерле ÿкерчĕксемпе те тĕл пулатăн. Çапла вара ирĕксĕрех çакăн пек ыйту тухса тăрать: çÿп-çапа, йывăç тураттисене, сăра-эрех кĕленчисене, пластик савăт-сапана, полиэтилен пленкине урама, çырма-çатрана кăларса пăрахакан çынсене тирпейе мĕнле хăнăхтармалла; Кунта культура ыйтăвĕ малти вырăна тухса тăма тивĕç пулĕ. Хамăра хисеплеменни çинчен калать ку. Эпир пурăнакан тавралăх, ял, урам тирпейлĕ пуласси пирĕнтен килет-çке.

Хĕрлĕ Чутай ял администрацийĕн пуçлăхĕ В.К.Романов çапла каласа пачĕ: “Туктамăшра çырма-çатра сахал мар. Килте усă курнă япаласем, ăптăр-каптăр пĕтĕмпех çавăнта “вырăн тупнă”. Пилорама çывăхĕнче çÿп-çап тăкмалли вырăн туса хунă. Хĕрлĕчутайсем вара аэродром пулнă лаптăкра “свалка” йĕркеленĕ. Тирпей-илемшĕн тăрăшман çынсене каçару çук. Санитарипе экологи правилисене пăхăнманшăн, урамри çĕрпе хăй тĕллĕн усă курнăшăн граждансене 300-600 тенкĕ таран штраф пама пулать”.

“Пирĕн пурнăç” хаçатра Штанашра пурăнакансенчен хăш-пĕрисем килти мăшкăлтăк шыва урама кăларса сапни, çул хĕррипе хыт-хура кашласа ларни çинчен материал пичетленсе тухрĕ. Нумай та вăхăт иртмерĕ, вырăнти администрацин çамрăксемпе ĕçлекен специалисчĕ тĕрĕслĕх шыраса редакцине килчĕ. “Пирĕн патра, районти ытти ялсемпе танлаштарсан, тасарах”, тесе ĕнентерет вăл. Августăн 9-мĕшĕнче райадминистраци планеркине пухăннисем умĕнче район хăй тытăмлăх пуçлăхĕ В.Г.Орлов вара Штанаш тăрăхĕнче урамсем тирпейлĕ теме иртереххине, çулсем хĕр­рипе çум курăк ашкăрса ÿснине палăртрĕ. “Тĕрĕс­лĕх” шыраса çÿриччен çамрăксене тавралăха илем кĕртме явăçтарни вырăнлăрах мар-ши?

Тĕпрен илсен, ял, урам, пÿрт-çурт сăн-сăпатне улăштарса çĕнетесси çине пур çĕрте те тимлĕ пăхмалла. Ырă кукка килсе çак ĕçе туса парасса шанса ларни вырăнсăр. Хуçалăх ертÿçисен, ял администраци пуçлăхĕсен тавралăха тирпей-илем кĕртес тĕлĕшпе халăха ертсе пымалла. Çакăн пек тăрăшсан кăна эпир ку енĕпе ÿсĕм тума пултарăпăр.



"Пирěн пурнăç"
14 августа 2004
00:00
Поделиться