Красночетайский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Хĕрлĕ Чутай муниципаллă округĕ

Пин-пин çăлтăр хушшинче Андриня шырăпăр

Акă эпир унсăр хĕрĕх кун пурăнтăмăр. Тăван халăхăн мухтавлă ывăлĕ пиртен яланлăхах уйрăлса кайнишĕн чун-чĕререн кулянтăмăр, хурлантăмăр. Пирĕн Андриянăмăрăн - Совет Союзĕн икĕ хут Геройĕ, авиаци генерал-майорĕн - А.Г. Николаев космонавт летчикăн чунĕ çак тапхăрта пирĕн хушăрах çÿрерĕ. Хĕрĕх кун çитсен вăл Çĕр-Аннемĕрпе уйрăлса çÿлти тÿпене çĕкленет. Çак самант вара шăпах тепĕр пулăмпа - 42 çул каялла вăл тĕнче уçлăхне вĕçсе кайнă кунпа - тÿр килчĕ. Çапла 1962 çулхи çурла уйăхĕн 11-мĕшĕнчи пекех вăл каллех “тĕпсĕр тинĕсри ахахсем” патне ăнтăлать. Хальхинче - яланлăхах.

Паттăр ентешĕмĕр çут тĕнчепе сыв пуллашнăранпа 40 кун çитнине асăнса Шуршăлта, А.Г.Николаев космонавт летчик ĕмĕрлĕхе канлĕх тупнă хутлăхра, хурлăхлă митинг, асăну панихиди ирттерчĕç. Çавна май Шупашкара Çăлтăр хулинчен космонавтсен ушкăнĕ килсе çитрĕ. Вĕсен хушшинче - СССР космонавт летчикĕсем А.А.Леонов, В.В.Горбатко, Б.В.Волынов, А.А.Волков, РФ космонавт летчикĕ Н.М.Бударин, Г.С.Титовпа Е.В.Хрунов космонавт летчиксен мăшăрĕсем Т.В.Титова, С.В.Хрунова, çавăн пекех Космонавтсем хатĕрлекен центр пуçлăхĕн çумĕ С.В.Тафров, Раççей космонавтикин федерацийĕн яваплă секретарĕ И.М.Левинец, Совет Союзĕн  Геройĕ В.А.Каневский контр-адмирал тата ыттисем.

Сумлă хăнасем малтан Правительство çурчĕн Пĕчĕк залĕнче А.Г.Николаева пытарнă çĕр çинче лартма палăртнă часавайăн архитектура проекчĕсемпе паллашрĕç. Унтан хăнасем те, республика ертÿçисем те Шуршăла çул тытрĕç.

Космонавтăн ял-йышĕ, кÿршĕ ялсемпе районсенчен, Çĕнĕ Шупашкартан килнĕ çынсем вил тăпри йĕри-тавра вырнаçса тăнă ĕнтĕ. Вил тăпри çинче, ун йĕри-тавра - чечек кăшăлĕсем, хĕрес çывăхĕнчи сăн ÿкерчĕкрен пурин çине те ăшă кулăпа пирĕн Андриянăмăр пăхать.

Хурлăхлă кĕвĕ янăрать. Космонавтсем ĕçтешĕн вил тăприйĕ çине Çăлтăр хулинчен илсе килнĕ чечексене хучĕç.

Хурлăхлă митинга ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕ С.А.Гапликов уçрĕ:

- Çак тĕлĕнмелле илемлĕ хутлăхра çут тĕнчене килнĕ А.Г.Николаев. Андриян Григорьевича пула 1962 çулта пысăках мар Чăваш Республики пирки тĕнчере пур чĕлхепе те калаçма пуçларĕç. Тăван çĕре юратни ăна чăн-чăн çын пулма май панă. Унăн паттăрлăхĕ республикăри, çĕршыври çамрăк ăрусемшĕн пысăк, ырă тĕслĕх пулса тăчĕ.

Совет Союзĕн икĕ хут Геройĕ А.А.Леонов космонавт летчик хăйĕн сăмахĕнче çак шухăшсене палăртрĕ:

- Эпир Андриян Григорьевичпа 45 çул пĕрле пулнă. Савăнăçа, хуйха-суйха пĕрле пайланă, тусăмăрсене юлашки çула ăсатнă. Халĕ хăй тăван çĕрне, çут тĕнчене килнĕ вырăна, кĕрсе выртрĕ. 15 çулта тухса кайнă вăл çакăнтан, юнашар вырнаçнă çуртран. Амăшĕ ăна хутаçне тăватă çĕр улми, кĕнекесем хурса ăсатса янă. Çын пулма. Пулнă та. Çапах та тăван ялне манман. Килсех тăнă.

Раççей космонавт летчикĕ Н.М.Бударин та сăмах илчĕ. Николай Михайлович - пирĕн ентеш. Çавăнпа та вăл Андриян Григорьевичпа Çăлтăр хулинче çеç мар, Шупашкарта та сахал мар тĕл пулнă. “Яланах тимлĕччĕ, пулăшма хатĕрччĕ. Халĕ вăл пирĕн хушăмăрта çук. Çакăнпа çырлахма, килĕшме питĕ йывăр. Эпир пурăннă чух унăн ячĕ те, ĕçĕ те манăçмĕ”, - терĕ ентешĕмĕр.

Чăваш халăх поэчĕ В.И. Давыдов-Анатрин аса илмелли пайтах. Вун-вун çул пĕр-пĕрне пĕлнĕ, час-часах тĕл пулнă, космос паттăрĕ çинчен питĕ нумай çырнă. Хальхинче Василий Иванович А.Г.Николаев пирки хайланă поэмăри пĕр сыпăка вуласа пачĕ.

“Алран кайми аки-сухи” юрă мăнаçлăн янăрать. Чуна чĕтреттерет, хускатать. Акă тĕлĕнмелле пулса кайрĕ - А.Г. Николаев калаçать. Шупашкара килсен çырса илнĕ пулнă иккен. Мĕн тет-ха Андриянăмăр; Тăван ене килни ăна вăй-хал панине, республика сумĕ ÿснине, уншăн чун-чĕререн хĕпĕртенине пĕлтерет.

Халĕ чунĕ пиртен уйрăлса тĕнче уçлăхне хăпарсан та чăваш халăхĕшĕн лăпкă тăтăр, ан кулянтăр, ĕмĕр-ĕмĕр çÿлти патшалăхра пултăр. Эпир вара пин-пин çăлтăр хушшинче пирĕн Андриянăмăра шырăпăр.

Хурлăхлă митинг хыççăн асăну панихиди иртрĕ. Ăна Шупашкар епархийĕн тĕн училищин инспекторĕ, богослови ăслăлăхĕсен кандидачĕ Стефан игумен ирттерчĕ.

Космонавтсем музейпа паллашрĕç, Николаевсем пурăннă çурта кĕрсе курчĕç.



"Пирěн пурнăç"
14 августа 2004
00:00
Поделиться