Красночетайский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Хĕрлĕ Чутай муниципаллă округĕ

Депутатсен пухăвĕн черетлĕ ларавĕ

Августăн 5-мĕшĕнче райадминистрацин ларусем ирттермелли Пысăк залĕнче район депутачĕсен Пухăвĕн черетлĕ ларăвĕ иртрĕ.Унта район Пухăвĕн депутачĕсемсĕр пуçне райадминистрацин пай начальникĕсем, ял администрацийĕсен пуçлăхĕсем, предприятисемпе организацисен, учрежденисен ертÿçисем пухăнчĕç. Ларăва район хăй тытăмлăх пуçлăхĕ В.Г.Орлов уçрĕ, ертсе пычĕ.

Кун йĕркипе килĕ­шÿллĕн, малтанах район Пухăвĕн  депутачĕсем ĕç планне пăхса тухрĕç. Унтан райадминистраци пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ Г.И.Ярлов районăн экономикăпа социаллă аталанăвĕн кăтартăвĕсемпе паллаштарчĕ. Георгий Иванович уйрăмах “Четайское”, “Янтарь” тулли мар яваплă обществăсем, “Гидравлика”, вăрман хуçалăхĕ, сĕт завочĕ таварçаврăнăшне ÿстерни пирки каларĕ. Вăрман хуçалăхĕ, райпо, ХАО “Радуга”, коммуналлă хуçалăх, 23-мĕш номерлĕ аптека, “Электрические сети” бюджета ытларах укçа хывнине, юлашки уйăхсенче сĕт завочĕн ÿсĕмĕсем пысăк пулнине, халăхран сĕт пухасси иртнĕ çулхинчен ÿснине палăртрĕ. Ку енĕпе уйрăмах райпо аван ĕçлесе пырать. Атнар, Уйпуç, Питĕркасси, Хĕрлĕ Чутай ял администрацийĕсенче сĕт пуçтарасси япăх. “Искра”, “Черепановский”, “Вперед”, “Дружба” хуçалăхсенче халăха ĕç укçи вăхăтра тÿлеменни пăшăрхантарать.

Райадминистрацин ял хуçалăх управленийĕн начальникĕ А.П.Краснов районта ял хуçалăх ĕçĕсем еплерех пулса пынипе паллаштарчĕ. Анатолий Петрович пухăннисене республикăра Хĕрлĕ Чутай районĕ ял хуçалăх кăтартăвĕсемпе вăтам шайра пулнине пĕлтерчĕ. Акă, сĕт сăвассипе 5-мĕш вырăнта. А.Краснов республикăра, çав шутра пирĕн районта та, выльăх-чĕрлĕх йышĕ чакса пынине палăртрĕ. Ку енĕпе хуçалăх ертÿçисене ытларах ĕçлеме чĕнсе каларĕ.

Унтан депутатсем сăмах илчĕç.

А.Ю.Степанов депутат сĕт завочĕ парăмсемпе вăхăтра татăлманни пирки пăшăрханса каларĕ.  И.Н. Михопаров, В.П.Ульянов, Ю.А.Николаев, Н.И.Трифонов депутатсем кая юлса пыракан хуçалăхсен ĕçĕ-хĕлĕпе интересленме, вĕсене пулăшса пыма сĕнчĕç. А.Н.Кузнецов депутат райадминистрацин ял хуçалăх управленийĕнче тăрăшакансем  районти хуçалăхсем еплерех “сывланипе” сахалтарах интересленни пирки пăшăрханнине пĕлтерчĕ.

Райадминистрацин финанс пайĕн начальникĕ О.В.Музякова 2004 çулхи пĕрремĕш çур çулта район бюджечĕпе еплерех усă курни çинчен доклад туса пачĕ (хаклă вулаканăм, ку ыйтупа тĕплĕнрех хаçатăн çитес номерĕнче паллаштаратпăр).

Малалла райадминистрацин социаллă хÿтлĕх пайĕн начальникĕ З.И.Волкова “2005-2007 çулсенчи аслă ăру” программа çинчен тухса калаçрĕ.

Райадминистрацин капиталлă строительство пайĕн начальникĕ И.А.Вазяков районта газификаци ĕçĕ мĕнлерех пулса пыни пирки доклад туса пачĕ. Ю.А.Николаев, Ю.О.Яндайкин, Н.А.Ярдыванкин, А.Ю.Степанов, В.И.Романов депутатсен ыйтăвĕсене хуравларĕ.

Депутатсем çитес çулхи суйлав ыйтăвĕсене хускатрĕç, районта халиччен 11 ял администрацийĕ пулнă пулсан, саккунпа килĕшÿллĕн 10 хăварма йышăнчĕç. Мăн Этменпе Уйпуç ял администрацийĕсенче, ыттисемпе танлаштарсан, çынсен хисепĕ пинрен сахал, вĕсене пĕрлештерме палăртса хăварчĕç.

Юлашкинчен район хăй тытăмлăх пуçлăхĕ В.Г.Орлов лару ĕçне пĕтĕмлетнĕ май депутатсем кăтартса панă çитменлĕхсене пĕтермелли майсене уçса пачĕ, умри тĕллевсемпе паллаштарчĕ.



"Пирěн пурнăç"
07 августа 2004
00:00
Поделиться