Красночетайский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Хĕрлĕ Чутай муниципаллă округĕ

Коллегин черетлĕ ларавĕнче

Июлĕн 21-мĕшĕнче райадминистрацин ларусем ирттермелли Пĕчĕк залĕнче район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕнчи коллегин черетлĕ ларăвĕ иртрĕ. Ларăва райадминистрацин пуçлăхĕ В.Г.Орлов йĕркелесе ертсе пычĕ. Пухăннисем кун йĕркинче районăн пĕрремĕш çурçуллăхри экономикăпа социаллă аталанăвне пĕтĕмлетрĕç, Ваттисен çурчĕсенчи лару-тăрупа паллашрĕç, районта культура шайне ÿстерес ыйтăва сÿтсе яврĕç, ветерансене вăхăтра эмелсемпе тивĕçтересси пирки калаçрĕç.

- Пĕрремĕш çурçуллăхри кăтартусене пĕтĕмлетнĕ май, промышленность предприятисен ĕçĕ 173 процент таран ÿсрĕ, таварçаврăнăшĕ 122 процентпа танлашрĕ. Уйрăмах «Янтарь», «Четайское» тулли мар яваплă обществăсем, вăрман хуçалăхĕ, «Сельэнерго», «Гидравлика» хăйĕн 6 уйăхри кăтартăвĕсене аван вĕçлерĕç. Туканашри чăх-чĕп фабрики те ĕçлесе кайрĕ, - тесе палăртрĕ райадминистрацин пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ Г.И.Ярлов.

Çавăн пекех Георгий Иванович муниципаллă «Йăла» предприятийĕ плансене тултарса пырать пулин те 7 çул каялли пекех ĕçленине, çĕнĕ мелсем шыраманнине, ыттисемпе танлаштарсан пулăшу хакĕсем пысăк пулнине пăшăрханса каларĕ.

Райадминистрацин культура пайĕн начальникĕ З.С.Спиридонова районта культура шайне ÿстерес тесе тĕрлĕ ĕçсем туса ирттерни пирки доклад туса пачĕ. Райадминистрацин пуçлăхĕ В.Г.Орлов палăртнă тăрăх, чăнах та, вĕсем юлашки çулсенче халăхăн культура шайне ÿстерес тесе сахал мар ĕçсем туса ирттереççĕ. “Анчах та, ку çителĕксĕр”, - тесе палăртрĕ Валерий Гурьевич. Уйрăмах культура ĕçченĕсен пĕлÿ шайне ÿстерессине, халăха канма, савăнма тĕрлĕ майсем туса памалли çине тимлĕх уйăрмалла терĕç коллеги членĕсем.

Ветерансемпе инвалидсене эмелсемпе еплерех тивĕçтересси пирки 23-мĕш номерлĕ аптека заведующийĕ А.Е.Шурбя каласа пачĕ. Альбина Егоровна каланă тăрăх, 6 уйăх хушшинче аптека ĕçченĕсем 1058 ветерана медицина пулăшăвĕ панă. Çапах та коллеги членĕсем ку çителĕксĕр тесе палăртрĕç. Вĕсем тăтăшах район центрĕнчен инçетре вырнаçнă ялсене çитсе халăха эмелсемпе тивĕçтермелле тесе йышăнчĕç.

Юлашкинчен пухăннисем газификаци, çул-йĕр, ял хуçалăх ыйтăвĕсем тавра калаçрĕç, çитес вăхăтра çитменлĕхсене пĕтерме йышăнчĕç.



"Пирěн пурнăç"
24 июля 2004
00:00
Поделиться