Красночетайский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Хĕрлĕ Чутай муниципаллă округĕ

Выльăх апачĕ ытларах хатĕрлесшĕн

Юлашки кунсенче çанталăк хăй ырлăхĕпе савăнтарать. Обществăлла выльăх апачĕ хатĕрлеме условисем туса парать. Ку, паллах, çĕр ĕçченĕн хастарлăхне ÿстерет. “Аккозинский” хуçалăхра ырă кунăн кашни минучĕпе туллин усă курма тăрăшаççĕ. Туриçĕрпÿкассисем кашни çулах обществăлла выльăх-чĕрлĕх валли çителĕклĕ апат хатĕрлеççĕ. Ку таранччен нумай çул ÿсекен курăксене (72 гектар йышăнать) çулса пĕтернĕ, 600 тонна сенаж траншейăра выртать тата çавăн чухлĕ янтлама палăртнă. Пĕр çул ÿсекен курăксем 90 гектар йышăнаççĕ. Ăна çулса пуçтарассипе тимлеççĕ паян туриçĕрпÿкассисем. Утă 35 тонна хатĕрленĕ. Типнĕ утăна ашшĕпе ывăлĕ, Геннадийпе Михаил Прокопьевсем, тĕркемлеççĕ, ытти механизатор-шоферсем ăна ферма çывăхнерех турттараççĕ. Çавăн пекех Хĕрлĕ Çыр (Красный Яр) улăхĕнче 50 гектар çинче çаран ути çулса илме килĕшÿ тунă. Паян-ыран хуçалăх ĕçченĕсем унти ĕçе тытăнасшăн. Волга-2 агрегатпа Юрий Юшкин симĕс массăна вĕтетсе машинăсем çине тиет. Хатĕр массăна турттарнă çĕрте И.Иванов,  Ю.Кириллов, В.Романов, Ю.Яковлев водительсем тăрăшулăх кăтартаççĕ. Александрпа Николай Яковлевсем (ашшĕпе ывăлĕ) урапаллă тракторсемпе кашни кунах хĕрÿ ĕçре. Ю.Каратаевпа Г.Юшкин механизаторсем пĕри жаткăпа, тепри косилкăпа техникăна тухăçлă ĕçлеттереççĕ.

Симĕс массăна пусарăнтарнă ĕçре Н.Яковлевпа И.Кудряшов, Е.Соколов трактористсем вăй хураç­çĕ.

Хĕрÿ ĕççи вăхăтĕнче хуçалăхра техникăпа кăна мар, алă вăйĕпе те туллин усă кураççĕ. Хальхи вăхăтра ял çыннисем çаран ути çулаççĕ. Выльăх кăшманĕн ани çинче те ĕç вĕресе тăрать, ватти-вĕтти те кăшман хирне çум курăкран тасатать.

“Аккозинский” хуçалăхра ĕçлекенсем яланах тăрăшулăхпа, хастарлăхпа палăрнă. Халĕ те çаплах. Ĕçе вăхăтра тата тĕплĕн тăваççĕ. Çавăнпа ÿсĕмĕ те пур. Выльăх апачĕ çителĕклĕ хатĕрлесен продуктивлăха ÿстерме май пуррине лайăх ăнланаççĕ кунта ĕçлекенсем.

- Пурте - хĕрÿ ĕçре, выльăх-чĕрлĕх валли ытлă-çитлĕ апат хатĕрлессишĕн тăрăшаççĕ, механизаторсем техникăна юсавлă тытса тухăçлă ĕçлеттереççĕ, - терĕç хуçалăхри специалистсем.



"Пирěн пурнăç"
21 июля 2004
00:00
Поделиться