Красночетайский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Хĕрлĕ Чутай муниципаллă округĕ

Чи маттуррисем

Эх, мăнтарăн, чăваш хĕрарăмĕ! Тĕлĕнмелле ĕçчен те çирĕп кăмăллă эсĕ, ик аллута çĕр ĕç пулсан та “ывăнтăм” тесе каламастăн, канмалли кунне, вăй-хал чакнине пăхмасăр ĕçрен уйрăлмастăн, “йывăр ĕçшĕн мана ытларах тÿлĕр” тесе те ыйтмастăн.

Уйрăмах эпĕ фермăра ĕçлекен хĕрарăмсен паттăрлăхĕнчен, ÿркенменлĕхĕнчен тĕлĕнетĕп. Шутласа пăхăр-ха: 20-30 çул хушши “хĕлле те, çулла та ураран резина атă хывăнмасть, алă шывран тухмасть, тислĕк хырма, выльăх-чĕрлĕхе апатлантарма мĕн чухлĕ вăй-хал, тÿсĕмлĕх кирлĕ.

Иккĕмĕш Хурашашра пурăнакан Мария Николаевна Егорова ĕмĕрне ферма ĕçĕпе çыхăнтарнă. Хăйне шанса панă ушкăн ĕне-выльăхран ытларах продукци туса илессишĕн ырми-канми тăрăшнă.

М.Егорова 1930 çулта Хусанушкăнь ялĕнче çуралнă. Пурнăçра хура-шурне, асап-нушине чылай тÿссе ирттернĕ Марье аппа. 16 çул тултарсан ялти фермăна пăрусем пăхма кÿлĕннĕ, вăкăрсем самăртнă. Çулсем иртнĕ. Ĕçчен те пултаруллă хĕре Иккĕмĕш Хурашаш каччи Степан куç хывнă. 1963 çулта  çамрăксем çемье çавăраççĕ.

- Кин ятне илтсенех фермăра доярка пулса ĕçлеме тытăнтăм, 12 ĕне шанса пачĕç. Упăшка та унччен фермăра тăрăшнă, ĕçе иксĕмĕр те пĕр сукмакпа çÿренĕ, - аса илет ватă доярка.

Мария Николаевна мăшăрĕпе тăватă ача (пурте йĕкĕрешсем) çуратса ÿстерсе, пурнăçăн анлă çулĕ çине кăларнă. Çăмăл килмен Марье аппана умлăн-хыçлăн йĕкĕреш ачасене ура çине тăратма. Аслисем, Олегпа Светлана, унтан - Альăпа Галя.  Егоровсен хĕрĕсем ашшĕпе амăшĕ фермăра  тимленĕ май, мĕн ачаран пăру пăхма, ĕне сума хăнăхса  ÿснĕ. Çапла, ун пек чухне пĕчĕкрен ачасем мĕнле ĕçе хăнăхса ÿсеççĕ, çав профессие суйласа илме тăрăшаççĕ. Егоровсен виçĕ хĕрĕ те ферма ĕçченĕсем - амăшĕн ĕçне малалла тăсаканĕсем.

- Халĕ фермăсенче ĕнесене аппаратпа сă­ваç­­çĕ. Ку чылай дояркăсемшĕн ансатрах. Эпир ĕмĕр тăршшĕпех ĕнесене алăпа сунă. Юрать, çемьепе ĕçлени çăмăллăх кÿрсе пычĕ. Ун чухне мĕн пур йывăрлăх дояркăсем çинче пулнă. Упăшка, ачисем юнашар чупса ĕçлени вăй-хал парса тăчĕ, лайăхрах ĕçлес килсе тăратчĕ, - каласа парать иртнĕ кун-çула аса илсе Марье аппа.

Вăхăчĕ те, маттур дояркăпа ăмăртса тейĕн, шав малалла шунă. Çул хыççăн çул иртнине те сиссе юлайман М.Егорова. Тивĕçлĕ канăва кайма та вăхăт çитнĕ унăн. Кĕçĕн йĕкĕреш хĕрĕсем те ÿссе çитнĕ. Альăпа Галя Хусанушкăнĕнчи вăтам шкула пĕтерсен амăшĕн ушкăнĕнчи ĕнесене пăхма йышăнаççĕ. Çамрăксем валли мар вăл ферма ĕçĕ тесе йĕрĕнсе тăман хĕрсем. Паянхи кун та ĕне сăваççĕ, кашни ĕнерен ытларах продукци илес тесе ырми-канми тăрăшаççĕ. Йĕкĕрешсенчен пĕри, Галя, Атнар ялĕнче телейне тупнă. Мăшăрĕпе тату пурăнаççĕ. Вăл та ферма ĕçченĕ. Аслă хĕрĕ, Светлана, (вăл та йĕкĕреш хăраххи), пĕр хушă Узбекистанра пурăннă хыççăн тăван тăрăха çемйипе таврăннă. 1989 çултанпа Аля йăмăкĕпе ăмăртса дояркăра тимлет. Альăн ушкăнĕнче 22 ĕне, Светлана аппăшĕн те çаплах. Вĕсем Егоровсен ятне çÿлте тытаççĕ.

Вĕсем - чи маттуррисем. Иртнĕ çул Аля кашни ĕнерен 3920 килограмм сĕт сунă. Хальхи вăхăтра та кăтартусем япăх мар, талăкра кашни ĕнерен 320-350 литр продукци илет. Аппăшĕ, Светлана та, йăмăкĕнчен кая юласшăн мар. Пĕлтĕр çулталăкра кашни ĕнерен 3800 килограмм сĕт илнĕ. Паян унăн ушкăнĕнчи ĕнесем талăкра 320 литр таран сĕт антараççĕ. Ĕçри хастарлăхшăн вĕсене нумай Хисеп грамоти парса чысланă.

- Аля йăмăкăм сĕт сăвассипе кашнинчех манран ирттерет. Çапах та, эпир - малтисем. Çапла ăмăртса ĕçлени пире вăй-хал парса тăрать. Паян ĕнерхинчен лайăхрах ĕçлес килсе тăрать. Пĕрре те кĕвĕçместпĕр. Хуçалăх ертÿçисем хавхалантарса пыни, вăхăтра шалу тÿлени те ĕçлес кăмăла çĕклет. Ыйтса пĕлмелли пулсан яланах канашлатпăр.

- Эпир - пĕр тăвансем. Пĕрле ĕçлетпĕр, пĕр килте пурăнатпăр. Килти ĕçсене те пĕрле тăватпăр, çурт-йĕр çĕнĕ­рен çĕклетпĕр. Яланах пĕрле, пĕрле савăнатпăр, - кăмăллăн калаçрĕ Светлана.

Малалла сăмаха Мария Николаевна Егорова çине куçарар. Халĕ вăл 74 çулта. Çулĕпе ватă пулин те килти ĕçсене хутшăнать. Мăшăрĕ çĕре кĕни те чылай пулать. Ачисемпе, мăнукĕсемпе савăнса пурăнать. Хăй 40 çула яхăн дояркăра ĕçленишĕн пĕрре те ÿкĕнмест. Унăн ĕçне малалла тăсакансем пурришĕн савăнать.

Егоровсене малашне те ăнăçу, ĕçре хастар пулма сунар.



"Пирěн пурнăç"
21 июля 2004
00:00
Поделиться