Ял халăхне – пулăшу
Хĕрлĕ Чутай райпо тытăмĕнчи «Заготпром» предприятийĕ кашни çулах халăхран эмел курăкĕсем пухать. Çу кунĕсенче медицина препарачĕсем хатĕрлемелли чĕр тавар пирĕн тăрăхра чылай. Халăх медицинин практики тăрăх, сиплĕ ÿсен-тăрансене пухмалли уйăхсенчи чи мелли - июль. Çавăнпа та вăхăта вăраха тăсмасăр ĕçе пуçăнар. «Заготпром» предприятийĕ аялта асăннă курăксене чĕррине те, типĕтнине те алхапăмех йышăнать:
Хурăн çулçи, утмăл турат (василек) чечекĕ, юман хуппи, сар çип ути (зверобой, тăршшĕ - 25-30 см), вĕлтĕрен çулçи, укроп вăрри, çăка чечекĕ, ама хупахĕ, пилеш курăкĕ (пижма), чĕре курăкĕ (пустырник, тăршшĕ - 25-30 см), шăши тикенекĕ (череда, тăршшĕ - 25-30 см), шĕпĕн курăкĕ (чистотел, тăршшĕ - 25-30), çĕмĕрт çырли, хурлăхан çулçи, хĕлхен е шыв курăкĕ (кипрей), илепер (донник, 25-30 см тăршшĕ), матрÿшке (душица, 25-30 см), пĕтнĕк çулçи (мята).
«Заготпром» предприятийĕ эмел тума юрăхлă курăка пуçтарас ĕçре ытларах шкул ачисене явăçтарас тĕллев лартнă. Акă, Атнар шкулне çÿрекенсем - 50 килограмм, Мăн Этмен шкулĕ - 100, Штанаш шкулĕ - 100, Питĕркасси - 70, Туктамăш - 30 килограмм ытла курăк пухнă. Чи нумай паха тавар пуçтараканни - Хĕрлĕ Чутай гимназийĕ. Унти вĕренекенсем 1200 килограмм курăк пухнă. Анчах, шел, маларах асăннă шкулсемсĕр пуçне, ыттисем темшĕн çак ĕçрен аякра тăраççĕ.
Заготпром» предприятийĕ сиплĕ курăксемсĕр пуçне, халăхран сысна ашĕ (1килограмм - 33 тенкĕ), мăйракаллă шултра выльăх тата сурăх тирĕ, çĕтĕк япала, кивĕ хут, мунчала, полиэтилен йышăнать.