Красночетайский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Хĕрлĕ Чутай муниципаллă округĕ

Çĕр ыйтăвĕ çивĕч тăрать

Çĕр ĕмĕртен халăх пуянлăхĕ пулнă. Хресчен ăна хăйĕн тăрантараканĕ вырăнне хурса хисепленĕ. Хăшĕсем вара çĕрпе кирлĕ пек усă курма пĕлмеççĕ, ăна усăсăр вырттарса юхăнтарса яраççĕ.

Çĕрпе кам, ăçта мĕнле усă курнине çĕр комитечĕ çирĕп тĕрĕслесе тăрать, кăлтăксемпе çитменлĕхсене тупса палăртать.

Районсемпе хуласенче çĕрпе мĕнле усă кураççĕ, унăн пурлăхне упрама пĕлеççĕ-и тата çĕр тавра çыхăннă çивĕч ыйтусене татса парассипе июлĕн 9-мĕшĕнче райадминистрацин ларусем ирттермелли Пысăк залĕнче Атăл тăрăхĕнчи федераллă округа кĕрекен регионсем хушшинчи çĕр ресурсĕсемпе ĕçлекен тата çĕрйĕркелÿ комитечĕсен семинар-канашлăвĕ иртрĕ. Ăна ЧР Çĕр комитечĕн ертÿçи В.Егоров ертсе пычĕ. Канашлăва Чулхула, Пермь, Киров облаçĕсенчи, Мордва, Тутар, Мари Республикисенчи çĕр комитечĕсен ертÿçисем, ЧР Пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсемпе Ял хуçалăх министерствисен представителĕсем, район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Орлов, районсенче çĕр ыйтăвĕсемпе ĕçлекен специалистсем тата ыттисем те хутшăнчĕç.

Çĕр ыйтăвĕсем тавра чи малтан Атăл тăрăхĕнчи федераллă округ кураторĕ, Чулхула облаçĕнчи çĕр комитечĕн ертÿçи К.Власов калаçрĕ. Вăл çĕр ресурсĕсемпе тата çĕрйĕркелÿ комитечĕсем умĕнче тăракан задачăсем çинче чарăнса тăчĕ, малашлăх тĕллевĕсене палăртрĕ.

Район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Орлов хăнасене Хĕрлĕ Чутай çĕрĕ çинче курма кăмăллă пулнине пĕлтерчĕ, кĕскен районта çĕр ыйтăвĕсене мĕнле татса панипе паллаштарчĕ.

Чăваш Енри çĕр комитечĕн ертÿçи В.Егоров республикăра çĕрпе мĕнле усă курнин опычĕпе, Çĕр Кодексĕ мĕнле пурнăçланса пыни çинчен каларĕ, тĕслĕхсемпе çирĕплетрĕ. Сăмахран, Улатăр, Пăрачкав районĕсенче усă курман çĕр лаптăкĕсем ытларах.

ЧР Ял хуçалăх министрĕн пĕрремĕш çумĕ В.Григорьев пухăннисене Чăваш Енри ял хуçалăх аталанăвĕпе паллаштарчĕ. Вăл юлашки çулсенче республикăра “симĕс ылтăн” туса илесси чакса пынине палăртрĕ, хуçалăхсенче тĕллевлĕ усă курман пушă çĕр лаптăкĕсем выртни пирки каларĕ.

Ытти регионсенчен килнĕ çĕр комитечĕсен ертÿçисем хăйсен тăрăхĕнчи лару-тăрупа паллаштарчĕç, çĕнĕлĕхсемпе çитменлĕхсене палăртрĕç. Çĕр ыйтăвĕ пур çĕрте те çивĕч тăни çинчен каларĕç.

Етĕрнери пĕрлештернĕ çĕр комитечĕн районти уйрăмĕн ертÿçи В.Григорьев çĕр ыйтăвĕсене вырăнта мĕнле татса панине асăнса хăварчĕ.

- Районĕпе çĕр лаптăкĕсем 69156 гектар йышăнаççĕ. Вĕсенчен 25369 гектар ял хуçалăх производство кооперативĕсен çĕрĕсем, фермер хуçалăхĕсен - 177, вăрмансем - 27075, шывсем - 726, промышленность предприятийĕсемпе учреждени çĕрĕсем - 302 гектар.

Кашни çулах тĕллевлĕ тĕрĕслев ирттеретпĕр, саккуна пăснă тĕслĕхсене тупса палăртатпăр. Шел пулин те, ял хуçалăх производство кооперативĕсенче усă курман пушă çĕрсем пур, çĕр лаптăкĕсене юхăнтарса янă, - пăшăрханса пĕлтерчĕ В.Григорьев.

Çĕр ыйтăвĕсемпе ĕçлекен специалистсем çĕрпе мĕнле усă курнине тĕрĕслесех тăраççĕ, çĕршĕн яваплă çынсене çирĕп асăрхаттараççĕ, йĕркене пăсакансене явап тыттараççĕ.

Уйрăм граждансем хăйсене çирĕплетсе панă çĕр лаптăкĕсенчен тухса урам çĕрне тĕрлĕ материалсемпе йышăннă, хăйсем тĕллĕн объектсем туса лартнă. Ку, паллах, çĕр саккунне пăсни пулать. Уншăн явап тыттараççĕ. Кашни çыннăн çĕрпе усă курма ирĕк паракан хут (документ) пулмалла. Саккун çапла ыйтать. Анчах хăшĕ-пĕри çакна ăнланмасть.

Этем - çут çанталăкăн уйрăлми пайĕ, унпа килĕштерсе пурăнмалла, унăн ырлăхĕпе мĕнле кирлĕ çапла хуçаланмалла мар. Çĕр те хăйне пăхнине юратать. Çулсерен çырма хĕррисем анлăланса ишĕлеççĕ, пулăхлă тăпра шывпа юхса каять. Эрозие хирĕç кĕрешесси чи çивĕч ыйту пулса тăрать. Семинар-канашлăва пухăннисем ку енĕпе Етĕрне районĕнчи “Ленинская искра” хуçалăхри ĕç-хĕл ыттисемшĕн паха опыт пулнине палăртрĕç (вĕсем çула май асăннă хуçалăхра пулнă). Çавăн пекех канашлăва пухăннисем Турхан ялне çитсе курнă. Ял çырма-çатраллă вырăнта ларать пулин те куракансене унти çутă кÿлĕсем тыткăнланă. Унпа пĕрлех  ял çыннисем пĕвесене хăйсен вăйĕпех пăхса тăни, урамсем тирпейлĕ, йывăçсем кашласа ÿсни тĕлĕнтернĕ, яла пысăк хак панă.

Семинар-канашлăва пухăннисем Хĕрлĕ Чутай салин сăн-сăпачĕпе паллашнă, паллă вырăнсенче пулнă. Хăнасем юлашки çулсенче сала чăннипех илемленсе, çĕнелсе пынине палăртнă.

РФ Президенчĕн Атăл тăрăхĕнчи федераллă округри полномочиллĕ представителĕ, Чулхула облаçĕнчи çĕр комитечĕн ертÿçин çумĕ С.Анисимов семинар-канашлăва пĕтĕмлетрĕ, çĕрпе тĕрĕс пĕлсе усă курмаллине чĕнсе каларĕ.



"Пирěн пурнăç"
14 июля 2004
00:00
Поделиться