Ĕмĕр пĕрре килет ...
Районти ЗАГС пайĕнчен пĕлтернĕ тăрăх, кăçалхи 6 уйăхра 33 мăшăр çемье çавăрнă. Çавăн пекех 26 çемье арканни çинчен акт çырнă. Июль, август уйăхĕсенче пĕр-пĕрне килĕштерсе, çемье çавăрма шутланисем чылайăн. Вĕсем хăйсен юратăвне çирĕплетсе пысăк туй кĕрлеттерĕç.
Мĕншĕн-ха çавăн пек пулса тухать; Малтанах каламалла: çамрăксем хăйсен туйăмĕсене тĕрĕслесе пăхмасăрах пĕрлешеççĕ. Пирĕн атте-аннесем кĕлетке «пиçсе», шухăшсем çирĕпленсе çитсен 25-27 çулсенче çемье çавăрнă. Хальхи вăхăтра вара мăшăрланакансем «çамрăклансах» пыраççĕ. Тата ытларах чухне ача çуратасси те пĕрлешме васкатать. Нумай чухне çакăн пек çемьесем йывăрлăха тÿсеймеççĕ, уйрăлса каяççĕ. Е чылай чухне арçынсем ниçта та ĕçлемесĕр ĕçсе кайнипе, çемьере харкашу сиксе тухнипе упăшкаран уйрăлса ачисемпе канлĕх шыраççĕ.
Хальхи вăхăтра çамрăксем çемьери яваплăха хăйсем çине илесшĕн марри сисĕнет: ашшĕ-амăшĕсемпе пĕрле пурăнма тăрăшаççĕ, е мăшăрлансан та хăйсен çыхăнăвне, ача çуратсан та ашшĕн ятне, хушаматне саккунпа çирĕплетме васкамаççĕ.
Çуралакан ачасен хисепĕ çулран-çул чакса пырать. Çакна тĕрлĕ сăлтавсемпе ăнлантармалла. Акă, районти ял администрацийĕсен кăтартăвĕсене илес пулсан, вĕсем:
Ачкасси тăрăхĕнче 6 уйăхра 17 ача çуралнă, 29 çын вилнĕ, 4 мăшăр çемье çавăрнă.
Уйпуç ял администрацийĕ 3 яла пĕрлештерсе тăрать. Ку таранччен унта 1 ача çуралнă, çут тĕнчепе 9 çын уйрăлнă, пĕрлешекенсем çук.
Атнар тăрăхĕнче 11 пепке кун çути курнă, 36 çын çĕре кĕнĕ. Кунти Черемушки поселокне илес пулсан, çак вăхăтчен пĕр ача та çуралман, çемье çавăракансем те çук.
Этмен тăрăхĕнчи лару-тăру та савăнтармасть. Ултă уйăх хушшинче 1 ача кун çути курнă, 7 вилнĕ, 2 мăшăр çемье çавăрнă.
Тралькасси ял администрацийĕн территорийĕ пĕчĕк мар, 7 яла пĕрлештерсе тăрать. Апла пулин те, 2 ача çеç çуралнă, вилекенсен шучĕ вара чылай пысăк - 22 таранах, пĕрлешекенсем - 3.
Хĕрлĕ Чутай ял администрацийĕ - районта чи пысăккисен шутĕнче. 6 уйăхра кунта 21 пепке кун çути курнă, 46 çын çут тĕнчепе сыв пуллашнă, 9 туй кĕрлеттернĕ. Анчах Дубовка, Пчелка, Томлей, Енкĕлт ялĕсенче ку таранччен пĕр ача та çуралман.
Пантьăк тăрăхĕнче те демографилле лару-тăру хĕпĕртеттермест. Ултă уйăх хушшинче кунта 4 ача çуралнă, 32 çын çĕре кĕнĕ, 2 мăшăр çемье çавăрнă.
Питĕркасси ял администрацийĕнче паянхи куна 3 пепке кун çути курнă, 15-ĕн çут тĕнчерен уйрăлнă, 3 туй кĕрлеттернĕ.
Кив Атикасси тăрăхĕнче те вилекенсен шучĕ пысăк - 17, çуралнă - 6, 1 мăшăр çемье çавăрнă.
Хусанушкăнь ял администрацине илес пулсан, çуралакансен йышĕ ÿснĕ - 11 ача, çут тĕнчерен уйрăлакансем - 21, 4 мăшăр пĕрлешни çинчен акт çырнă.
Штанаш ял администрацийĕнче те ку енĕпе лару-тăру савăнтармасть. Çулталăк пуçланнăранпа кунта 4 ача кун çути курнă, 13 çын çĕре кĕнĕ, 2 туй кĕрленĕ.
Пĕтĕмĕшле илсен, районти демографилле кăтартусем çакăн пек. Çулталăк пуçланнăранпа пурĕ 81 ача çуралнă, вĕсенчен 39 арçын ача, 42 хĕр ача. Вилекенсен шучĕ ÿссе пыни хытах пăшăрхантарать. Ултă уйăх хушшинче 247 çын çут тĕнчерен уйрăлнă, вĕсенчен арçынсем - 119, хĕрарăмсем - 128.
Çемьере пĕр-пĕрне ăнланманни, харкашу пуçланни, унтан çемье арканни ырă патне илсе пымасть. Арçынсем вара уйрăлнă хыççăн ирĕклĕ пурнăçпа пурăнаççĕ, ĕçке ереççĕ, хăйсем çине алă хунă тĕслĕхсем те пур.
Ĕмĕр пĕрре килет, ăна тивĕçлĕ пурăнса ирттересчĕ. Кашни çын хăйĕн хыççăн ырă ят хăварма тивĕç, ача-пăча çуратса çĕршыва кирлĕ çынсем пăхса ÿстермелле. Вара тĕнче татах та илемлĕрех пулĕ.