Туктамăшра – тĕслĕх бибилиотеки
ЧР Президенчĕн Н.Федоровăн указĕпе килĕшÿллĕн районсемпе хуласенче тĕслĕх (моделлĕ) библиотекăсем йĕркелесси вăй илсе пырать. Çакна пĕтĕмпех халăхăн культура тата ăс-тăн шайне, тавракурăмне ÿстерес тесе тăрăшаççĕ.
Иртнĕ çул район центрĕнчи централизациленĕ тĕп библиотека çĕнĕлле ĕçлеме пуçларĕ. Кунтах информатика центрĕ уçнă. Паян, июлĕн 3-мĕшĕнче Сĕнтĕкçырмипе Туктамăш ялĕсенче тĕслĕх библиотекăсем уçăлаççĕ: пÿлĕмсене тĕпрен çĕнетнĕ, компьютер комплекчĕ, аудио-видео аппаратурисем вырнаçтарнă. Кĕçех кунти вулавăшсене те Раççейри электронлă изданисем çитмелле. Вулакансем юлашки вăхăтра тухнă хайлавсемпе, интереслĕ информацисемпе хăвăрт паллашĕç.
Малашлăх - çамрăксенче. Çакна шута илсе çитĕнекен ăрăва, çамрăк çемьесене ял пурнăçне активлă хутшăнтарас, вырăнти библиотека унта пурăнакансемшĕн пысăк тус пулса тăнине кăтартас тĕллевпе йĕркелеççĕ тĕслĕх библиотекăсене. Ача е çамрăк хăй хула каччи-хĕрĕсенчен пĕрре те кая маррине туйса илтĕр, тĕслĕх библиотекăна пырса хăйне интереслентерекен тĕрлĕ енлĕ информаци, анлă пĕлÿ илме пултартăр.
Вулавçăсен хисепĕ ÿссе пыни библиотека ĕçченĕсенчен, вĕсем ĕçе пĕлсе йĕркелесе пынинчен нумай килет. Районти библиотека тытăмĕнче чылай çул ĕçлесе ырă ята тивĕçнĕ çынсем тăрăшаççĕ. Вĕсем ачасене мĕн пĕчĕкрен кĕнекепе туслашма хăнăхтарса пыраççĕ, аслă ăру çыннисемпе те тачă çыхăну тытаççĕ.
Пур ĕçре те çынна хавхалантарса пыни пысăк пĕлтерĕшлĕ. Кашни çулах районти культура пайĕ “Чи лайăх библиотека” (кăçал ăна Уйпуç ял библиотеки тивĕçнĕ), “Чи лайăх библиотекарь (Тури Çĕрпÿкассинчи Г.А.Кудряшова), “Чи лайăх клуб” (Сĕнтĕкçырминчи Культура çурчĕ, ертÿçи В.Л.Иванов) конкурссем ирттерет, чи лайăххисене палăртать. Çакă унта тăрăшакансене пысăк хавхаланупа ĕçлеме вăй-хăват парать.
Ялти халăх хальлĕхе “тĕслĕх библиотека” сăмахсен пĕлтерĕшне ăнлансах каймасть. Унти çĕнĕлĕхсем, хăтлă пÿлĕмсем тата ытти те ял библиотекин пĕлтерĕшне татах та ÿстерĕ, вулакансем нумайланĕç.
Тĕслĕх библиотекăсене йĕркелесе ярасси пĕр кунта, пĕр уйăхра пулакан ĕç мар. Район ертÿçисем витĕм кÿнипе, акă, Сĕнтĕкçырмипе Туктамăш ялĕсенче тĕслĕх библиотекăсем хута ярасси пурнăçа кĕчĕ. Йывăрлăхсене культура пайĕн ĕçченĕсем хăйсем çине илчĕç. Вĕсем чăвашсен ĕлĕкхи ниме йĕркипе библиотекăсене тĕпрен çĕнетсе тирпей-илем кĕртрĕç, клубсенче те йĕрке турĕç.
Сĕнтĕкçырминчи Культура çурчĕн директорĕ В.Л.Иванов çак ĕçре чылай çул тимлет. Кунти ĕçе витĕр курса тăрать. Вырăнта тĕслĕх библиотека уçас ĕçе те пĕлсе йĕркелесе пычĕ, культура ĕçченĕсене пысăк ĕçе активлă хутшăнтарчĕ. Вĕсем кĕске вăхăтра хăйсен вăйĕпе тата райадминистраци пулăшнипе “Победа”, “Аккозинский” ял хуçалăх кооперативĕсем (ертÿçисем А.Н.Давыдовпа Ю.В.Герасимов) спонсорла пулăшу панипе библиотекăна йĕркене кĕртсе çитерчĕç. Сĕнтĕкçырминчи тĕслĕх библиотека (ертÿçи Е.Самсонова) уяв кун вулавçăсене çĕнĕлле кĕтсе илме хатĕр.
Туктамăшри Культура çурчĕн сăн-сăпачĕ тĕлĕнмелле çĕнелсе улшăнчĕ. Çуртăн шал енне юсаса çĕнетнĕ, урай-маччине сăрланă, алăкĕсене йĕркене кĕртнĕ. Вулавăш пÿлĕмĕсем çутă, хăтлă. Çурт тăррине юсанă. Паянхи ял клубне пырса курсан - чун савăнать. Туктамăшра та ниме йĕркипе ĕçлеççĕ. Вырăнти Культура çурчĕ хăтлă та илемлĕ пултăр тесе районти централизациленĕ тĕп библиотека ĕçченĕсем, культура пайĕнче тăрăшакансем, ку тăрăхри клуб заведующийĕсем ырми-канми тăрăшрĕç.
Туктамăшра тĕслĕх библиотека йĕркелеме спонсорла пулăшу паракансем чылай пулнă. Вĕсем: В.А.Григорьев (çĕр ресурсĕсемпе ĕçлекен районти комитет), Ю.Я.Мадиков (“Искра” ЯХПК ертÿçи) тата ыттисем те.
Ял çамрăкĕсем Д.В.Селянкинпа Н.В.Яковлева та чылай ĕç туса пулăшрĕç.
- Тăрăшсан, ĕçлеме ÿркенмесен, малашлăх, хамăр ачасем, мăнуксем çинчен шутласан ĕмĕтленни пурнăçланатех, ÿркенме кăна кирлĕ мар. Кашни çын хăй хыççăн ырă ят хăварма тивĕç, - терĕ районти культура пайĕн начальникĕ З.С.Спиридонова.