Атлантăри Олимпиада асрах-ха
1996 çулхи июль уйăхĕн 29-мĕшĕ. Эпир çемйипех телевизор умне пухăнса ларнă. Атлантăра XXVI Олимп вăййисем пыраççĕ. Раççей командинче пурĕ 300 ытла спортсмен, теççĕ. Пиллĕкĕшĕ - чăваш хĕрĕсем, вĕсенчен пĕри - пирĕн кÿршĕ каччин Гена Грузиновăн мăшăрĕ Лена. Палланă-пĕлнĕ, тăтăшах курса калаçнă çын тăватă çулта пĕрре пулакан Олимпиадăна лекни пирĕншĕн çĕнĕлĕх мар-ха. Тĕнче ăмăртăвĕсенче темиçе хут çĕнтерсе ят-сум çĕнсе илнĕ спортсменка. Путене пек тăпăл-тăпăл кĕлеткеллĕ, пăрчăкан пек çивĕч Туктамăш хĕрĕ 1989 çулта тĕнче спорт мастерĕн нормативне пурнăçланăччĕ. 1992 тата 1994 çулсенче Елена 10 çухрăма утассипе Раççей Кубокне, 1995 тата 1996 çулсенче çĕршыв чемпионачĕн наградисене çĕнсе илнĕ. Икĕ хутчен тĕнче Кубокĕшĕн пынă ăмăртусенче пăхăр медале тивĕçнĕ.
Паян Елена 10 çухрăма хăвăрт утассипе хĕрарăмсен финалне хутшăнать. Акă, старт параççĕ, 44 спортсменка малалла ыткăнать. Телевизор экранĕ çинче хушăран- хушă Лена курăнкаласа илет. Вăл - малтисен ушкăнĕнче. Эх, вăй-халĕ, тÿсĕмлĕхĕ çиттĕрччĕ унăн, финишра та малтисенчен пĕри пултăрччĕ! Эпир кăна мар, çакна пĕтĕм чăваш халăхĕ кĕтрĕ ĕнтĕ ун чухне. Амăшĕ - Ольга Григорьевна, ашшĕ - Николай Степанович мĕнле хумханчĕç-ши тата; Мăшăрĕ те пĕр вырăнта ларма чăтăмлăх çитереймерĕ пулĕ...
Елена Грузинова вуннăмĕш вырăн çĕнсе илчĕ. Эпир паян ытти чăваш олимпиецĕсемпе мухтаннă пекех, унпа та мухтанма пултаратпăр. Шупашкара таврăнсан вăл журналистсене панă интервьюпа паллашнăччĕ. Унта паллă спортсменка çапларах калани пур: “Мĕнле каламалла, малти вунă спортсменка хушшине лекес килнĕ-ха ĕнтĕ. Тата пысăкрах ĕмĕт те пулнă. Халĕ темле те шутласа пăхатăп, хамăн вунă километрти кашни утăма тенĕ пек тĕпчетĕп, хаклатăп. Мана утассин техники енĕпе тиркени нихăçан та пулман. Кунта питĕ çирĕп ыйтаççĕ тесе каларĕç-ха. Çапах хăрасах кайман. Сывлăш питĕ пăчă пулнипе сывлама йывăртарахчĕ”.
... Лена тăваттăмĕш класранах волейбол, баскетбол, çăмăл атлетика, йĕлтĕр секцийĕсене çÿренĕ. Шкулта вĕреннĕ чухне хăвăрт утса ăмăртмалли спорт çинчен вăл нимĕн те пĕлмен. Ку енĕпе унран маларах Надя йăмăкĕ ĕлкĕрнĕ, вăл Шупашкара кайсан Виктор Семенович Семенов патĕнче хăвăрт утас ăсталăха вĕренме пуçланă. 1986 çулта, Чăваш патшалăх университетне вĕренме кĕрсен, занятисенчен пушă вăхăтра Лена Авенир Хрисанович Ермолаев тренер патне хăвăрт утакансен секцине çÿреме тытăннă. Хыççăн Геннадий Семенович Семенов патне куçнă. Ун патĕнче çав çулсенче вăйлă спортсменкăсем, Алина Ивановапа Елена Николаева, ăсталăха ÿстернĕ. Лена тренировкăсене вĕсемпе пĕрле çÿренĕ. Вăрахăн вĕренсе, çитĕнсе пынă.
Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ тренерĕ А.Ермолаев çапла аса илет:
- Ленăна 1986 çулта, вăл медицина факультетне вĕренме килсен, физкультура занятийĕсенче асăрхарăмăр. Вăй-хал тĕлĕшĕнчен аталаннă, спорта килĕштерекен хĕр ача тесе шутларăмăр. Çăмăл атлетсен секцине кăмăлласах çÿреме пуçларĕ. Секци пысăкчĕ, хăвăрт утас енĕпе тĕнче рекордсменки Ольга Яруткина вĕренетчĕ. Тĕслĕх илмелли юнашарахчĕ.
Хăвăрт утас енĕпе техника мĕнле пулни пысăк пĕлтерĕшлĕ. Ленăн пĕтĕмĕшле аталанăвĕ лайăх, вăл техникăна хăвăрт алла илнĕ. Çавна май пĕчĕккĕн кăтартусем лайăхланма пуçларĕç. 1988 çулта вăл Пензăра Раççей кубокĕнче иккĕмĕш вырăна тухрĕ, спорт мастерĕн нормативне тултарчĕ. Геннадий Семенов патне, аслă спорт ăсталăхне куçсан, сборсене кайма условисем пулчĕç. 1989 çул пуçламăшĕнче Сочире ирттернĕ Раççей чемпионатĕнче тĕнче класлă спорт мастерĕ пулса тăчĕ.
Халĕ ĕнтĕ Елена Николаевна пысăк спортран уйрăлнă. Шупашкарти васкавлă медицина пулăшăвĕн больницинче врач-гинеколог пулса ĕçлет вăл. Мăшăрĕ, Геннадий Константинович, Чăваш патшалăх университетĕнче тăрăшать. Çемьере икĕ хĕр пĕрчи ÿсет. Крестина - 13 çулта, Катя вара 2 çул тултарать.
Елена Николаевна, мĕн пĕчĕкрен ĕçре пиçĕхнĕскер, лăпкă та çирĕп характерлă. Спортри кумирĕсем унăн - Алина Ивановапа Елена Николаева.
Е.Грузинова пурнăçра хăйне телейлĕ туять. Вăл спортпа туслă пулнă май, чылай çĕршывсене çитсе курнă. Апла пулин те Чăваш Ене, уйрăмах Чутай тăрăхне чунтанах килĕштерет. Ашшĕ-амăшĕ патне тăван яла тăтăшах килсе çÿреме тăрăшаççĕ Грузиновсем.