Красночетайский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Хĕрлĕ Чутай муниципаллă округĕ

Пирĕн яла пырса кĕрсен ...

 

Тралькасси ял администрацине кĕрекен Турхана çитсе курнă-и эсĕ, вулаканăм; Çук пулсан, çак ялпа кĕскен паллаштарам-ха эппин. Вырăнти администраци пуçлăхĕ Ю.Самылкин пĕлтернĕ тăрăх, кунта 123 уйрăм хуçалăх шутланса тăрать. Шел, хăш-пĕрисенче никам та пурăнмасть. Кил вырăнĕсемпе дача вырăнне усă куракансем те пур. Ялта хальхи вăхăтра 222 çын пурăнать. 63 килте çут çанталăк газĕ кĕртме кăмăл тунă. Кăçал урамсем тăрăх пăрăхсем хывас ĕç пуçланнă.

Клуб, библиотека, фельдшер пункчĕ тата лавкка çынсен ыйтăвĕсене туллин тивĕçтерес енĕпе ĕçлеççĕ. Яла аслă шоссепе асфальт сарса хытарнă çул çыхăнтарать. Кунта ял сăн-сăпачĕпе унăн пурнăçĕ улшăнса, çĕнелсе пынине туйса илетĕн. Хресчен паян хăйĕн шăпине хăй татса парать. Уйрăм çынсем лайăх çурт-йĕр лартаççĕ. Çитес вăхăтра килсене «кăвак çулăм» çитересси - пурнăçлама май пур тĕллев. Çак ырлăх-пурлăха такам аякран пырса пулăшасса шанса ларнипе мар, ял çынни хăй вăйĕпе, ырми-канми тăрăшса ĕçленипе ĕмĕте кĕртсе пырать.

Чи пахи - турхансем çут çанталăка юратаççĕ. Ял çырма-çатраллă вырăнта вырнаçнă май, кунта пурăнакансем пĕвесем тăвасси çине тимлĕ пăхаççĕ. Вĕсем пурĕ вăтăра яхăн, кашни тĕкĕр пек çуталса выртать. Хуçисем нумайăшне пăхсах тăраççĕ, шывĕ таса, тăрă. Урамсенче сип-симĕс курăк ешерсе ÿсет. Йăмрасем, ытти йывăçсем кашласа лараççĕ...

Район администрацийĕ Турхан ялне тавралăха тирпей-илем кĕртес ыйтупа семинар ирттерме ахальтен суйласа илмен. Кунти хăтлăха, урамсенчи тирпейлĕхе, çут çанталăк илемне такам та ăмсанĕ. Кăçалхи июнĕн 2-мĕшĕнче ял клубне пухăннă ял администраци пуçлăхĕсене, райадминистраци пайĕсен ертÿçисене, специалисчĕсене район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Орлов çапла каларĕ:

- Чăваш Республикин Правительстви ял пурнăçне аталантарас тĕлĕшпе нумай ĕç тăвать. Ку - аван. Анчах унти социаллă пурнăçăн çирĕп никĕсне хывса хăварасси хамăртан килет. Умра пысăк тĕллевсем тăраççĕ, вĕсене ăнăçлă пурнăçлас тесен пурин те: администрацисен, старостăсен, ял çыннисен тăрăшса ĕçлемелле.

- Семинара хутшăнакансене паян масарсене, пĕвесемпе плотинасене, социаллă объектсене кăтартасшăнччĕ, - терĕ райадминистраци пуçлăхĕн çумĕ Н.Яхатин. - Çумăр пĕр вĕçĕм çуса тăнипе çул çÿреве пăрахăçларăмăр. Çакна уйрăмах палăртса хăварас килет. Халĕ нумай çĕрте газ пăрăхĕсем хывса хăварма траншейăсем алтса тухнă. Вĕсене çĕрпе лайăх хупласа хăвармалла, мĕншĕн тесен вут-çулăм тухас пулсан пушар машинисем унта çитеймесĕрех ланкса ларма пултараççĕ. Ырă тĕслĕх юнашарах. Уйпуçĕнче траншейăна тăпрапа тултарнă, халĕ çав вырăн çеремпе хупланнă.

Тралькасси ял администрацийĕн пуçлăхĕ Ю.Самылкин каланă тăрăх, вырăнти администраци çичĕ яла пĕрлештерсе тăрать. Кăçалхи январĕн 1-мĕшĕ тĕлне пурĕ 719 хуçалăх шутланнă, 1720 çын пурăннине шута илнĕ. Вăйпиттисемпе çамрăксен йышĕ пысăках мар. Ватăсен хисепĕ ытларах. 130 кил пушă ларать. Тавралăха тирпей-илем кĕртессипе лайăххи те, çитменлĕхсем те пур. Урамсемпе пралуксене, фермăсен, машина-трактор паркĕсен, социаллă объектсен таврашне илемлетес тĕлĕшпе ĕçлетпĕр. Ку енĕпе «Нива» ЯХПК пулăшать. Уйрăм çынсем хăйсем пурăнакан çурт-йĕре, ытти хуралтăсене, карта-хурана юсаса, сăрласа тăраççĕ. Ирĕк илмесĕр харпăр хăй тĕллĕн лартнă хуралтăсемшĕн, вĕсем урамра пулсан, аренда укçи илетпĕр. Ку ĕç район Пухăвĕн депутачĕсен ларăвĕн йышăнăвĕпе килĕшÿллĕн пулса пырать. Иртнĕ çул 11500 тенкĕ пухнăччĕ.

Район администрацийĕн архитекторĕ Т.Почейкина çурт-йĕр çавăрнă, çĕр ĕçĕсене пурнăçланă чухне усă курмалли нормативлă документсемпе, «Газификаци» тата «Ĕçмелли шыв» программăсемпе паллаштарчĕ.

- Çынна хăй пурăнакан вырăн воспитани илме пулăшать, - терĕ вăл. - Нумай пулмасть кÿршĕри Чулхула облаçне кайса курма тÿр килчĕ. Унти ялсенче ватăсем кăна юлнă тени те йăнăш мар. Аякра пурăнакан çамрăксем канмалли кунсенче е уявсенче тăванĕсем патне килеççĕ те масарсене тирпей-илем кĕртме активлă хутшăнаççĕ: тасатаççĕ, чечексем лартса хăвараççĕ.

Халĕ, уйрăмах çуллахи вăхăтра, пушар хăрушлăхĕ çинчен калаçатпăр. Вут-кăвар нимĕн те хăварманнине пурте пĕлеççĕ. Çакна шута илсе хуралтăсене пĕр-пĕринчен уйрăм лартмалли правилăсене пăхăнмалла. Çĕр ĕçĕсем тăвас умĕн ордер илмелле. Ял администрацийĕсенче ĕçлекенсен çак йĕркесемпе халăха паллаштармалла. Пĕтĕмĕшле илсен, кашни ялăн хăйĕн правили пулмалла. Хальлĕхе хуçалăхсен тĕп усадьбисенче кăна архитектура тĕлĕшĕнчен йĕркелĕх куратпăр. Ялсен инфраструктурипе ĕçлеме аслă шкулта ятарласа икĕ архитектор хатĕрлетпĕр. Уй хапхи патне çитиччен ял ятне çырса çапни пултăр. Урамăн тул енĕшĕн хытă тăрăшмалла. Карта-хурана юсаса сăрласа тухмалла. Акă, халĕ кам мĕнле пĕлет, çапла çăл алтать. Санэпиднадзор ирĕк пани кирлĕ кунта.

Çавăн пекех семинарта район администрацийĕн экономика пайĕн начальникĕ Л.Сергеева - çĕр кодексне пăхăнса пырасси, пушар хăрушсăрлăх инспекцийĕн пуçлăхĕ А.Михатайкин - вут-кăвара хирĕç кĕрешесси, Çĕмĕрле санэпиднадзор станцийĕн районти филиалĕн тĕп врачĕ А.Гусельщиков - санитари йĕркисене пурнăçласа пырасси, çут çанталăка хÿтĕлес тĕлĕшпе ĕçлекен районти специалист Н.Андреев тăван тавралăха сыхласси çинчен калаçрĕç, пухăннисен ыйтăвĕсене хуравларĕç.

Семинар ĕçне район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Орлов пĕтĕмлетрĕ.

- Ялта, урамра, кил-тĕрĕшре тирпейлĕ, хăтлă пултăр тесен çуллен мар, куллен ĕçлемелле, - терĕ вăл. - Çынсем ĕçкĕ-çикĕпе иртĕхни пурнăçа пуянлатма чарса пырать. Акă, пĕлтĕрхи вырма вăхăтĕнче Атнар ял администрацине кĕрекен Урикасси урамĕпе иртмелле пулчĕ. 30 çын таран ÿсĕрччĕ. Хĕрÿ ĕç çи вăхăтĕнче вĕт! Кÿпешре вара анчахрах çичĕ арçын, эрех ĕçсе лартнă та, урамра сулкаланса çÿрет. Хĕвеллĕ, ырă çанталăкра пÿрт умĕнче хĕвел çаврăнăш шĕкĕлчесе ларакансем сахал-и тата; Анкарти-пахчи çум курăкпа хупланнă, ăна мĕншĕн тасатас мар;

Сорăм ялĕнче республикăри паллă çынсем çуралса ÿснĕ. Тĕслĕхрен, П.Ивантаев - Шупашкарти аш-какай комбиначĕн директорĕ, А.Самылкин - Чăваш Патшалăх Канашĕн Аграри комитечĕн председателĕ тата ыттисем те. Вĕсене хисеплесе ял уявне ирттерме йышăнтăмăр. Анчах ăна хатĕрленсе кĕтсе илес ĕçе ялти пĕр çын та хутшăнасшăн мар. Таçтан аякран ырă кукка килсе праçник туса парасса кĕтеççĕ.

Ĕç çине çапла пăхакансемех лайăх пурнăç пуласса кĕтсе лараççĕ. Яла тирпей-илем кĕртесси хăйсен тивĕçĕ тесе шухăшламаççĕ те.

Валерий Гурьевич малалла каçхи хурал ыйтăвĕ çинче чарăнса тăчĕ. Пушартан сыхланас тесен кирлех вăл. Ял администрацийĕн пуçлăхĕпе старостăсен йĕркелесе ямалла çак ĕçе. Масарсене тирпейлесе тăма ятарлă çынсем тытмалла мар-и; Пирĕнтен яланлăхах уйрăлса кайнисене сума суни кăна пулĕ ку.

- Çакă шухăшлаттарать, - терĕ юлашкинчен райадминистраци пуçлăхĕ, - ялсем ватăлса пыраççĕ. 1986 çулта ял хуçалăхĕнче 6800 çын ĕçленĕ. Халĕ 1824 çын кăна тăрăшать. Ялсене аталантарни, вĕсенче пурăнакансен ĕçпе йăла условийĕсене лайăхлатса пыни çамрăксен йышне ÿстерме пулăшĕ. Апла пулсан, ял администрацийĕсен çак çăмăл мар задачăна ăнăçлă татса парас тĕлĕшпе пур енлĕн ĕçлемелле.



"Пирěн пурнăç"
05 июня 2004
00:00
Поделиться