Красночетайский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Хĕрлĕ Чутай муниципаллă округĕ

Чи пултаруллисем çĕнтерчĕç

 

Йăлана кĕнĕ “Зарница” тата “Орленок” çарпа спорт вăййисем кăçал майăн 28-мĕшĕнче райцентрти тĕп стадионта иртрĕç. Унта Серенкассинчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулсăр пуçне (экзамен кунĕ пулнă) пурте хутшăнчĕç. Çак вăйăсене йĕркелекен штабăн тĕп тĕллевĕ - çитĕнекен ăрăва патриотизмла воспитани парасси, физкультурăпа спорта аталантарасси.

... Взвод командирĕсем вăйăсене хутшăнма хатĕрри çинчен пĕлтернĕ хыççăн районти вĕрентÿ пайĕн специалисчĕсем А.П.Кузьмин, Г.И.Возяков, çар ĕç комиссарĕ И.Н.Кондратьев подполковник,  райадминистрацин физкультурăпа спорт пайĕн заведующийĕ А.М.Никитин çамрăк армеецсене çар пурнăçне хăнăхса пырассин пĕрремĕш утăмĕсене тунă ятпа саламларĕç, конкурссемпе вăйăсенче çĕнтерÿ тума сĕнчĕç.

“Зарница” вăйăна хутшăнакансем 9 конкурсра ăмăртрĕç, “Орленоксем” - 11. Пĕрремĕш конкурс “Йăрăс пÿллисем - хисепе тивĕç вĕсем” ятпа иртрĕ. Кунта çамрăк армеецсен взводпа харăссăн тата пĕчченшерĕн утса кăтартмалла, командир панă командăсене пурнăçлама пĕлмелле. “Зарница” ушкăнри ачасен пĕлĕвне тĕрĕсленĕ хыççăн, чи пултаруллисем тралькассисем пулчĕç. “Орленок” ушкăнран малти вырăна тивĕçлипех Хĕрлĕ Чутай гимназийĕнче вĕренекенсем çĕнсе илчĕç. Вĕсем чăн-чăн салтак пулма хатĕр пулнине кăтартса пачĕç. Пăхма кăмăллă: йăрăс пÿллĕ, хитре тумлă пулас салтаксем. Çавăн пек маттур яшсем пулсан çĕршыв та çирĕп хÿтĕлевçĕсен аллинче пулĕ.

Практика вăййисем пынă вăхăтрах çамрăк армеецсен теори пĕлĕвне тĕрĕслерĕç. “Çĕршыв историйĕн страницисем тăрăх” конкурсра “Зарница” ушкăнран та, “Орленокран” та тралькассисем пултарулăхпа палăрчĕç. “Тăван Ене” “Зарницăран” пĕр­ремĕшхурашашсем лайăх пĕлеççĕ, “Орленокран”  - мăнэтменсем. “Малтанхи  васкавлă пулăшу памалли” конкурсра тавçăрулăхпа “Зарница” ушкăнран - атнарсем, хусанушкăньсем, туриçĕрпÿкассисем  палăрчĕç, аслисем хушшинче малтисем - мишеркассисем. “Хÿтĕлев” конкурсра кĕçĕн ушкăнран пĕрремĕш вырăна Хĕрлĕ Чутай гимназийĕ çĕнсе илчĕ, аслăрах классенче вĕренекенсенчен - Хĕрлĕ Чутай гимназийĕпе Мишеркасси шкулĕ.

“Эпир Тăван çĕршыв хÿтĕлевçисем” конкурсра  “Орленокри” взвод командирĕсем тупăшрĕç. Кунта тавçăрулăхпа Хĕрлĕ Чутайра 11 класра вĕренекен Алексей Мадебейкин палăрчĕ. “Эпĕ Раççей гражданинĕ” конкурсра питĕркассисемпе атнарсем малти вырăнсене çĕнсе илчĕç. Пушара хирĕç кĕрешес тĕлĕшпе те ачасен пĕлĕвне тĕрĕслерĕç, çĕнтерÿçĕсене палăртрĕç. Пĕ­тĕм­­летÿсем тăрăх, “Орленокран” Штанашри, Тралькассинчи, Хĕрлĕ Чутайри шкул ачисем пушара хирĕç кĕрешме хатĕр, “Зарница” ушкăнран - Тралькасси, Мишеркасси, Хăмаркка шкулĕсем. Çавăн пекех “Визит карточки” конкурспа паллашма кăмăллă пулчĕ. Кунта хутшăнакансем хăйсен пултарулăхĕпе, шкул пурнăçĕпе туллин паллаштарчĕç. Ку енĕпе кĕçĕннисен ушкăнĕнчен ăстараххисем Шулюпа Пĕр­ремĕш Хурашаш шкулĕсенче вĕренекенсем пулчĕç, аслă классенчен - Хĕрлĕ Чутай гимназийĕ.

Нумай конкурсра вăй виçрĕç çамрăк армеецсем. Спорт вăййисем асра юлмалла çивĕч иртрĕç. “Зарница” вăйăна хутшăнакан хĕр ачасем 500 метрлă дистанцие чупассипе ăмăрт­рĕç. Çĕнтерÿçи вара Хĕрлĕ Чутай гимназийĕнче вĕренекен Наташа Герасимова пулчĕ. Арçын ачасенчен финиша чи малтан Эдик Комиссаров (Хĕрлĕ Чутай) çитрĕ. “Орленок” ушкăнран хĕр ачасенчен пĕрремĕш вырăна Наташа Никифорова (Атнар) тивĕçлипех çĕнсе илчĕ. Çак ушкăна кĕрекен арçын ачасем 1600 метрлă дистанцие чупрĕç. Хĕрÿ тупăшура иртрĕ ăмăрту, мĕншĕн тесен районти чи паллă спортсменсем хутшăнчĕç, пĕри тепринчен вăйлă. Ăсталăх кăтартса финиша чи малтан Михаил Осипов (Хĕрлĕ Чутай) çитрĕ. Ун хыççăн Юрий Морозов (Мăн Этмен), виççĕмĕшĕ - Алексей Скворцов (Тралькасси). Арçын ачасем турник çинче, хĕр ачасем алă вăйĕпе йăтăнассипе, граната ывăтассипе, чупассипе йĕркеленĕ кĕрешÿсем те çÿллĕ шайра иртрĕç. Ку енĕпе ăнăçу хĕрлĕчутайсен енче пулчĕ. “Çĕнтерÿ утăмĕсем” эстафетăра Мăн Этменти аслă классенче вĕренекенсем палăрчĕç.

Мĕн каçченех тăсăлчĕç вăйăсем. Çамрăк армеецсем теорипе пĕрлех çарпа спорт ăмăртăвĕсене чăтăмлăн тÿссе ирттерчĕç, конкурссенче пултарулăх кăтартса малти вырăнсене çĕнсе илчĕç.

Кун каçипе тĕрлĕ конкурссене хутшăнса самаях ывăнчĕç ачасем. Анчах çĕнтерÿçĕсем камсем пулнине пĕлес килни канăç памарĕ вĕсене. Акă, çарпа патриотизм вăййисен пĕтĕмлетĕвĕсем. “Зарница” ушкăнран теорипе практикăна çыхăнтарма пĕлнипе, спорт ăмăртăвĕсене чăтăмлăн пурнăçласа пĕрремĕш вырăна Хĕрлĕ Чутай гимназийĕ çĕнсе илчĕ, иккĕмĕшсем - атнарсем, виççĕмĕшсем - хăмарккасем. “Орленокра” çĕнтерÿçĕ ята Хĕрлĕ Чутай гимназийĕ тивĕçрĕ, иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене Мăн Этменпе Тралькасси шкулĕсем пайларĕç. Конкурссенче палăрнă уйрăм ачасене, ушкăнсене райадминистрацин Хисеп грамотисене парса чысларĕç. Çĕнтерÿçĕсем июнĕн 15-мĕшĕнче Çĕрпÿре республика шайĕнче иртекен çамрăк армеецсен вăййисене хутшăнĕç, район чысне хÿтĕлĕç.



"Пирěн пурнăç"
05 июня 2004
00:00
Поделиться