Райпо нумай тĕрлĕ ĕç тăвать
Майăн 28-мĕшĕнче районта Депутат кунĕ иртни çинчен хаçатăн иртнĕ номерĕнче пĕлтернĕччĕ. Ăна район Пухăвĕн депутачĕ, райпо канашĕн председателĕ А.Ю.Степанов тăрăшнипе йĕркелесе ирттерчĕç. Ун ĕçне Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ В.Е.Савинкин, “Чăвашпотребсоюз” правленийĕн председателĕ В.М.Павлов тата район Пухăвĕн депутачĕсем хутшăнчĕç. Депутат кунне район хăйтытăмлăх пуçлăхĕ В.Г.Орлов ертсе пычĕ.
Депутатсем чи малтанах районти потребительсен обществин ларусем ирттермелли залне пухăнчĕç, райпо канашĕн председателĕ А.Степанов районти потребительсен обществин ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарнине итлесе сÿтсе яврĕç. Унтан Депутат кунне хутшăннисем вырăна тухса чылай суту-илÿ точкисен ĕçĕ-хĕлĕпе паллашрĕç, халăха кирлĕ таварсемпе тивĕçтерес тĕлĕшпе ырă канашсемпе сĕнÿсем пачĕç. Акă, пирĕн лавккасем япăх мар ĕçлесе пыраççĕ, чылай çĕрте суту-илÿ культури çÿллĕ шайра. Райцентрти суту-илÿ çуртĕнчи медицина аптекине, Мучикассинчи магазин-хатĕрлев пунктне, Мăн Этменти куллен кирлĕ таварсен магазинне, кăлпасси цехне, çăкăр заводне, Атнарти каçхи бара, хатĕрлев кантурне, тулли мар яваплă “Янтарь” обществăна çитсе курнă май юлашки вăхăтра Хĕрлĕ Чутай райповĕн ертÿçисем хăйсен ĕçĕнче ял çыннине пулăшассине мала хуни курăнчĕ. Вĕсен ĕçĕнче çакна тÿрех асăрхама пулать. Рынок экономикин тапхăрĕнче те кунта паянхи кун шайĕпе утма тăрăшаççĕ. Тен, шăпах çакăнта пулĕ ĕç коллективĕн ÿсĕм çăл куçĕ. Конкуренци вăйлă аталанса пынă тапхăрта ĕçе йĕркелеме çăмăл мар. Паха таварпа, йышлă ассортиментпа кăна халĕ çитĕнÿ тума пулать. Паха тавар хатĕрлесе сутма вара паянхи кун шайĕнчи оборудованипе хăтлă çуртсем кирлĕ. Çавăнпа çулсеренех лавккасене юсаса çĕнетсе пымалла, çĕнĕ оборудовани тата техника туянмалла. Юлашки вăхăтра çак тĕллевсене пурнăçлама райпо сахал мар укçа-тенкĕ тăкакланă. Район центрĕнчи суту-илÿ çуртне юсаса çитернĕ тесен те юрать. Унта ку енĕпе палăртнă тата пурнăçламалли ĕçсем сахалланса юлнă. “Березка” кафе вырăнне çитес уйăхра хăтлă ресторан халăх кăмăлне тивĕçтерĕ, ялсенчи пур лавккасене те çĕнетсе тирпей-илем кĕртме палăртнă. Паллах, евроюсав тунă лавккара сутуçăсене ĕçлеме хăтлă, тавар туянакансене килсе кайма кăмăллă.
Райпон пурĕ 58 лавкка. Тупăшсăр ĕçлекен магазинсем те пур. Уйрăмах - аякрисем. Хăш-пĕр ялсенче килсен шучĕ 20-е те çитмест. Пĕтĕмпе тенĕ пекех ватăсем пурăнаççĕ. Вĕсем валли те лавкка тытмалла. Ун пек чухне тупăш пирки калаçмалли те çук ĕнтĕ. Çулĕ япăхрах, уйрăмах çанталăк пăсăлсан, куллен кирлĕ тавара аран-аран леçсе параççĕ. Кунти суту-илÿ тăкаклă тата тертлĕ пулин те вĕсенчи лавккасене хупма шутламаççĕ райпо ертÿçисем. “Ара, кашни таваршăнах ватăсене район центрне уттармалла-и;” - теççĕ вĕсем.
Пĕчĕк ялсенчи лавккасем пирки сăмах хускатса райпон суту-илĕвĕ ăнăçсăр пырать тесшĕн мар. Тупăшлă ĕçлекенсем чылай. Акă, илер-ха район центрĕнчи гастронома, Мучикассинчи магазин-хатĕрлев пунктне, Мăн Этменти “Уют” лавккана тата ытти коллективсен кăтартăвĕсем те аван, тавар çаврăнăшĕ çултан çул ÿссе пырать.
Хĕрлĕ Чутай райповĕ пирки районти чи пысăк производство тесен те йăнăш пулмĕ. Вăл туман ĕç те сахал. Районти потребительсен обществи хăйĕн йышĕнче “Янтарь”, “Четаи”, “Питание”, “Прогресс” обществăсене тытса тăрать, малалла аталанма майсем туса парать. Райпо халăха сехет тата атă-пушмак юсаса, çĕçĕпе çава çивĕчлетсе, сăн ÿкерчĕксем кăларса, çăнăх авăртса, тĕш тырă вĕтетсе, тĕрлĕ йышши кăлпасси хатĕрлесе парса тата пурнăçра кирлĕ ытти ĕçсене пурнăçласа пырса пулăшу парать. Çапла, хресчен нуши-тертне ăнланма пĕлекен, уйрăмах юлашки вăхăтра ял пурнăçне çăмăллатас тесе май килнĕ таран пулăшма тăрăшакан 414 çынран тăракан ĕç коллективĕ, пултаруллă та ĕçчен, опытлă та мал ĕмĕтлĕ райпо канашĕн председателĕ Александр Юрьевич Степанов ертсе пынипе, ÿсĕм çулĕпе малалла талпăнать. 2004 çулхи тĕллевсем те пысăк. Хатĕрлев ĕçне кăçал пĕлтĕрхинчен ытларах пурнăçласшăн. Халăхран сĕт, аш-какай, пахча çимĕç, эмел курăкĕ пухассине чылай ÿстересшĕн. Ял çыннин тупăшне ÿстерме тĕрлĕ май туса парасшăн.