Красночетайский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Хĕрлĕ Чутай муниципаллă округĕ

Пĕчĕк фермăран – пысăк тупăш

 

«Свобода» хуçалăх пĕчĕк пулнă май выльăх йышĕ те пысăках мар пирĕн - сумалли 72 ĕне, 350 пуç ĕне-выльăх тытатпăр. Пĕчĕк хуранăн пăтти тутлă тенешкел, эпир пĕчĕк фермăранах пысăк тупăш илме вĕренсе çитрĕмĕр. Пирĕн ферма хĕрĕсене пĕтĕм район пĕлет тесе калани те йăнăш пулас çук, мĕншĕн тесен  пĕлтĕр кашни ĕнерен 4767 килограмм сĕт суса районта пĕрремĕш вырăна тухнăччĕ. Кăçал та ку чикĕрен чакасшăн мар. Тĕллеве пурнăçласси иккĕлентермест. Тăватă уйăхра ĕне пуçне 1781 килограмм продукци пухăнчĕ. Çав хисепрен 496 килограмне апрельте суса илтĕмĕр.

 Вите - кирпĕчрен, унти йывăр ĕçсене механизациленĕ. Тислĕк кăлармалли транспортер ĕçлет, автопоилка пур. Хура ула ăратлă ĕнесен продуктивлăхĕ пысăк.  Январь-апрель уйăхĕсенче, акă, иртнĕ çулхи çĕнтерÿçĕ Галина Сухарева доярка пăхакан кашни ĕне 1917 килограмм сĕт антарнă. ЧР Президенчĕн стипендиачĕ Светлана Ильина кăтартăвĕ - 1893 килограмм. Марина Максимова çак тапхăрта 1534-шар килограмм сĕт сунă.

Хальхи вăхăтра кĕтÿ ешĕл курăк çинче. Ĕнесем яра куна уйра пулин те, вĕсене фермăра 5-шер килограмм фураж, 25-шер килограмм сенаж паратпăр. Çакă вăл 14 центнер апат единиципе танлашать. Кашни ĕне куллен 17,5 килограмм сĕт антарать. Хĕл кунĕсенче те пĕр пăтран кая суман эпир, мĕншĕн тесен хĕллехи тапхăра çулленех тĕплĕ хатĕрленсе кĕтсе илетпĕр. Витене  йĕркене кĕртетпĕр, утă-улăм çителĕклĕ янтласа хăваратпăр. Пĕлтĕр кашни условнăй выльăх пуçне 42 центнер апат единици хатĕрлерĕмĕр.

Ĕне-выльăх самăртакансен кăтартăвĕсем те япăх мар. Апрель уйăхĕнче вăкăрсем куллен вăтамран 694-шар грамм ÿт хушса пынă. Тăватă уйăх кăтартăвĕ 605-шер грампа танлашать. Ăмăртура Зоя Токарева малта пырать. Вăл пăхакан ĕне-выльăхсем талăкра 779-шар грамм хушăннă. Елена Терентьева кăтартăвĕ - 746-шар грамм. Людмила Кумашкинапа Николай Иванов та ĕçре хастаррине палăртмасăр иртме çук.

Хальхи вăхăтра пухăннă сĕте Етĕрнене леçетпĕр. Автомашина водителĕ - Георгий Филиппов. Унăн ĕç дисциплини çирĕп, кашни кунах рейса тухать. Шанса панă техникăна юсавлă тытать, унпа çула тухма шанчăклă. Николай Сухарев механизатор тракторпа тислĕк кăларать, слесарь ĕçĕсене те пурнăçласа пырать.

Ĕçне кура - тÿлевĕ. Дояркăсем уйăхра 3500 тенкĕ таран, скотниксем 2 пин тенкĕ майлă шалу илеççĕ.

Пĕтĕмĕшле илсен, фермăра ĕçшĕн хыпса çунакансем тăрăшаççĕ. Тĕслĕхрен, Галина Филиппована илер. Вăл сĕт леçсе паракан тивĕçĕсене тÿрĕ кăмăлпа пурнăçласа пырать.  Цистернăна яланах лайăх çуса тасатать, продукци пахалăхĕшĕн нумай вăй хурать. Валерий Долгов кĕтÿçĕ тата! Çу кунĕсенче ĕнесем ытларах сĕт антарасси хăйĕнчен килнине аван ăнланать. Ĕçе куллен яваплăха туйса  туса пырать. Алина Ильина ытти дояркăсене кану кунĕсенче улăштарать. Ĕнесенчен нумайрах сĕт суса илессишĕн пĕтĕм вăй-халне парать.

Кĕтĕве çĕнетес ыйтăва та манмастпăр. Çулленех 25 процент таран пушмак пăрусем кĕртсе пыратпăр. Вĕсене вăй илсен  кăна пĕтĕлентерсе хăваратпăр. Çавна пула пĕрремĕш çулах ĕнесен сĕт антараслăхĕ пысăк.

Сăмахăма вĕçлесе çакна палăртса хăварасшăн: колхоз экономикине тĕреклетес ĕçре выльăх-чĕрлĕх отраслĕн тÿпи пысăк. Çакна шута илсе фермăсенчен илекен тупăша ÿстерсе пырассишĕн, дояркăсемпе скотниксен ĕç условийĕсене лайăхлатассишĕн тăрăшатпăр.



"Пирěн пурнăç"
02 июня 2004
00:00
Поделиться