Мĕнле ĕçлеççĕ, çапла канаççĕ
Çурхи ĕçсем ăнăçлă вĕçленнĕ ятпа чăваш халăхĕ мĕн авалтан акапуçпе сухапуç туйне уявланă. Çак йăла-йĕркене халĕ те тытса пыраççĕ. Тăрăшса, пысăк хавхаланупа ĕçленĕ хыççăн савăнма та кăмăллă. Акă, майăн 29-мĕшĕнче “Аккозинский” хуçалăх ĕçченĕсем çурхи ĕçсене пĕтĕмлетес, пултаруллисене палăртас тĕллевпе ял вĕçĕнчи илемлĕ айлăмра вырнаçнă сада уява пухăнчĕç.
Чи малтанах хуçалăх ертÿçи Ю.В.Герасимов сăмах илчĕ, çурхи ĕçсен кăтартăвĕсемпе паллаштарчĕ. Кăçал ял хуçалăх культурисене 220 гектар çинче акса хăварнă. Вăл шутран тулă 60 гектар, пăрçа - 35, çĕр улми - 6, выльăх кăшманĕ - 6. Выльăх-чĕрлĕх апачлĕх пĕр çул ÿсекен курăксем 50 гектара яхăн, нумай çул ÿсекен курăксем 30 гектар йышăнаççĕ. Иртнĕ çул кĕр тыррисене 75 гектар акнă пулнă, калча япăх хĕл каçнăран, çуркунне ăна пăсса тепĕр хут акнă. Уява савăнăçлă ирттерме туриçĕрпÿкассисен сăлтавĕ пур. ЯХПК районта чи малтан пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене акса пĕтерчĕ. Иртнĕ çул та вăлах малти пулнă.
Çурхи кун çулталăк тăрантарать теççĕ. Туриçĕрпÿкассисем çуртрисене вăхăтра тата пысăк пахалăхпа акса хăварассишĕн ырми-канми тăрăшрĕç. Юрий Васильевич ял ĕçченĕсене, специалистсене, хастар механизаторсене ятран асăнса çурхи ĕçсем ăнăçлă вĕçленнĕ ятпа саламларĕ. Хуçалăхра тăрăшакансен ĕçри хастарлăхĕ пысăк пулнине палăртрĕ. Малашне те пĕрле хуçалăх пуласлăхĕшĕн талпăнса ĕçлеме чĕнсе каларĕ.
Райадминистрацин информаци пайĕн начальникĕ Ю.П.Мареева туриçĕрпÿкассисене çурхи ака-суха ĕçĕсене кĕске вăхăтра тата пысăк пахалăхпа вĕçлеме пултарнăшăн райадминистраци ячĕпе тав турĕ, районта хастар та ĕçчен çынсем пурри савăнтарнине палăртрĕ, малашне те район аталанăвĕшĕн тăрăшса ĕçлеме ырлăх-сывлăх, телей, ăнăçу сунчĕ.
Хуçалăх ĕçченĕсене “Акатуйпа” саламлама кÿршĕри Етĕрне районĕнчи Тури Ачак тăрăхĕнчи “Вирьял” пултарулăх ушкăнĕ килсе çитнĕ, пухăннисене вăл чылай юрă-ташă парнелерĕ. Халăх чăвашсен илемлĕ юрри-кĕввисемпе, ташшисемпе киленчĕ.
Çамрăксем валли спорт мероприятийĕсем йĕркеленĕ. Яш-кĕрĕм тĕрлĕ ăмăртусене хутшăнса вăй виçрĕ.
Уява пухăннисем лавккасенче тĕрлĕ таварсем туянчĕç, тус-юлташĕсемпе курнăçрĕç, юрларĕç, ташларĕç.