Уй-хирсене мĕн - çитмест
- Кашни çул хăйĕн уйрăмлăхĕпе палăрса тăрать. Пĕри çумăрлă пулать, тепри - типĕ. Тыр-пул тухăçĕ те çавăн пекех. Виçĕм çул районĕпе гектар пуçне 20,8 центнер пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсем пухса кĕртнĕччĕ. Пĕлтĕр колхозсемпе кооперативсем 21,5-шер центнер, пурĕ 14,6 пин тонна тырă пуçтарса илнĕ, - пĕлтерчĕ район агрохимикĕ Ю.А.Илюшкин. - Уйрăм хуçалăхсен кăтартăвĕсем çинче чарăнса тăрас килет. «Свобода» колхоз кашни гектартан 43,7 центнер, «Коминтерн» ЯХПК - 24,9, «Аккозинский» хуçалăх 27,6 центнер тухăç илнĕ. Гектар пуçне 110,5 центнер çĕр улми тухнă, çак çимĕçе пĕтĕмпе 310 тонна пуçтарса хранилищĕсене хунă. «Марксист» ЯХПКра «иккĕмĕш çăкăрăн» гектар тухăçĕ 157, 6 центнерпа, «Коминтерн» ЯХПКра 136 центнерпа танлашнă.
21,5-шер центнер тĕш тырă пухса кĕртсе эпир республикăра саккăрмĕш вырăн йышăнтăмăр. 110,5 центнер çĕр улми туса илни те саккăрмĕш кăтарту. Пахча-çимĕçпе (123,4 центнер) - çиччĕмĕш, хăмла тухăçĕпе (6,3 центнер) улттăмĕш вырăнта.
Тухăçа ÿстерсе пырас тесен, паллă ĕнтĕ, самаях ĕçлемелле: тăпра пулăхне лайăхлатас тĕллевпе уй-хире органика тата минерал удобренийĕсем ытларах кăлармалла, çум курăксене хирĕç вирлĕ кĕрешмелле. Ку енĕпе районти хуçалăхсем мĕнле ĕçлеççĕ-ха;
- Паян, ях хуçалăхне аталантармалли малашлăх çул-йĕрне палăртнă тапхăрта, тăпрари гумус хисепне ÿстерсе культурăллă ÿсен-тăрансен тухăçне хăпартасси тĕп задача пулса тăрать, - терĕ Юрий Андреевич. - Ăна ăнăçлă татса парас пулсан удобренисемпе пĕлсе усă курмалла. Кунта азотлă удобренисен усси уйрăмах пысăккине палăртса хăвармалла. Фосфорпа, калипе тата микроудобренисемпе пĕрле хывни эффективлăхне ÿстерет.
Пирĕн район тыр-пул туса илессипе республикăра вăтаммисен ретĕнче, терĕмĕр. Ку енĕпе пысăкрах çитĕнÿ те тума пулать. Анчах нумай ĕçлемелле. Чăн та, юлашки вунă çул хушшинче акакан лаптăксен тытăмĕнче пысăк улшăнусем пулчĕç. Çĕрсен самаях пысăк пайне ял çыннисене пай тÿпине уйăрса пачĕç. Пĕрлешÿллĕ хуçалăхсен акмалли лаптăксем сахалланчĕç. Кунсăр пуçне пирĕн уйсем юлашки вăхăтра чухăнлансах пыраççĕ. Органика тата минерал удобренийĕсем çителĕклĕ хывманни, агротехникăпа культура-техника ĕçĕсенчи шăйрăксем тăпра пулăхне чакарма самаях «пулăшаççĕ». Акă, кашни çулах тăпран çиелти пулăхлă сийĕ, азот, фосфор тонни-тоннипе юхса каять, кали нумай çухалать. Йÿçĕк çĕрсен лаптăкĕ пысăк. Уйсем ытла та çумланса кайнине те пытарма кирлĕ мар. Кунпа пĕрлех пусă çаврăнăшсем хисепрен тухрĕç, ял хуçалăх культурисене акса-пăхса çитĕнтермелли технологие пăхăнми пулчĕç.
Эпир çĕрсен пахалăхне çĕрĕк тăприн виçипе хаклатпăр. 1985-1995 çулсенче район уй-хирĕнче унăн шайĕ пĕр пекех пулнă. Çакăн хыççăн çĕрĕк тăприн хисепĕ чакса пыни курăнать. Çакăн сăлтавĕ - лаптăксене органика удобренийĕсем сахалрах кăларма тытăннинче. 1993 çулта гектар пуçне 6,2 тонна тислĕк илсе тухнă пулсан, юлашки пилĕк çул хушшинче кашни гектар çине 2,8 тонна çеç лекнĕ. Нумай çул ÿсекен курăксем пулнă пусăсем те азотпа пуянланса пыраççĕ. Вĕсем кашни хуçалăхрах сухаламалли çĕрсен 30-35 проценчĕ чухлĕ йышăнмалла.
Ял хуçалăх специалисчĕсем пусăсене извеçленин пĕлтерĕшĕ пысăккине аван пĕлеççĕ. Ку вăл йÿçĕк тăпран пахалăхне лайăхлатма пулăшать. Сăмах май, пахалăх нумай çула пырать. 2002 çулта районĕпе 482 гектар лаптăка извеçленĕ, 598505 тенкĕпе усă курнă. Пĕлтĕр 603 гектар çине известь хывнă, ку енĕпе 680324 тенкĕ тăкакланă. Кунпа пĕрлех виçĕм çул 281 гектар тăпрана фосфорит сапнă, 274425 тенкĕпе усă курнă. Иртнĕ çул 196 гектар чухлĕ фосфоритланă, ĕçе 262395 тенкĕлĕх пурнăçланă.
Тăпрана фосфор пысăк дозăпа хывни ял хуçалăх культурисен тухăçне ÿстерме пулăшать. Кăçал 300 гектар йышăнакан лаптăка фосфоритламалла. Ку енĕпе район бюджетĕнчен уйăракан 498 пин тенкĕпе усă курмалла.
- Малашлăха курса ĕçлекен хуçалăхсем çук мар районта, - калаçăва тăсрĕ агрохимик. - «Свобода» колхоз иртнĕ çул тыр-пул тухăçĕпе районта мала тухнине палăртрăм. Ăнăçлăх хăй тĕллĕн килмен. Ял ĕçченĕсем органикăпа та, минерал удобренийĕсемпе те çулленех туллин усă кураççĕ. Кăçалхи çур аки умĕн анатçĕрпÿкассисем 40 тонна минудобрени кÿрсе килнĕ. Хуçалăхăн акмалли çĕрсен лаптăкĕ пысăках маррине шута илсен, ку япăх мар. Кĕскен каласан, 220 гектар пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсем, 160 гектар нумай çул ÿсекен курăксем, 8 гектар хăмла валли çакăн чухлĕ нитроаммофоска янтланă. Çакă тухăçа ÿстерес ĕçре самаях пысăк витĕм кÿме кирлĕ.
Кăçал çавăн пекех «Радуга» хупă акционерла общество 184,7 тонна, «Коминтерн» - 177, «Победа» - 40, «Свобода» - 40, «Аккозинский» - 37, «Путь Ильича» колхоз 39 тонна минерал удобренийĕсем илсе килнĕ. Вĕсемпе çурхи ака-суха вăхăтĕнче пур çĕрте те усă курнă.
Тислĕк тăксан, тикĕс шăтать, теççĕ. Шел пулин те, ваттисен çак каларăшне районти хуçалăхсен ертÿçисемпе ял хуçалăх специалисчĕсем асра тытманни пăшăрхантарать. Кăçал «Штанашский» хуçалăх уй-хире 1102 тонна тислĕк кăларнă. Çак ĕçре ял ĕçченĕсене «Сельхозхими» пĕрлешĕвĕн механизаторĕсем пулăшнă. «Путь Ильича» колхозра 53 гектар çинчи пусăсене фосфоритланă. Ытти çĕрте вара органика пĕр трактор та уя турттарса тухман. Çакăнпа ниепле те килĕшсе ларма çук. Фермăсенче пухăнса кайнă «çĕр çăкăрĕ» усăсăр сая ан кайтăр, унпа çĕр пулăхне ÿстерес ĕçре пĕлсе усă курмалла.
- Пĕтĕмĕшле илсен, эпир çĕр пулăхне лайăхлатас енĕпе çителĕксĕр тăрăшатпăр. Çакăнтан кашни хуçалăхрах тивĕçлĕ выводсем тума вăхăт. Çăкăр çиме самаях пилĕк авмалла, тар тăкмалла, - хăйĕн сăмахне вĕçлерĕ Юрий Андреевич.