Çуллахи каникул усăллă ирттĕр
Районти 20 шкулта пĕтĕмпе 2811 ача вĕренет, вĕсенчен 543-шĕ выпускниксем, - терĕ Алевтина Николаевна. - Кĕçĕнрех классене çÿрекенсен ĕçпе канăвне йĕркелес тĕллевпе шкулсенче июнь пуçламăшĕнче тĕрлĕрен лагерьсем уçма палăртнă. Хальхи вăхăтра кирлĕ хутсене, килĕшÿсене, ĕç планĕсене туса çитереççĕ.
Райадминистраци пуçлăхĕ В.Г.Орлов кăçалхи майăн 21-мĕшĕнче “2004 çулхи çуллахи тапхăрта ачасемпе çамрăксен канăвне, сывлăхне çирĕплетесси тата ĕçпе тивĕçтерессине йĕркелесси çинчен” йышăну кăларчĕ. Унпа килĕшÿллĕн, Питĕркасси, Серенкасси, Мишеркасси, Мăн Этмен шкулĕсенче 5-10 класс ачисем валли сывлăха çирĕплетмелли лагерьсем ĕçлеме тытăнĕç. Вĕсене 155 вĕренекен çÿрĕ. 21 кун хушшинче пĕр ача кашни кун 28 тенкĕлĕх апатланĕ. Укçине районти социаллă страховани фончĕ саплаштарать.
Ытти шкулсенче ĕçпе кану лагерĕсем ĕçлĕç. Вĕсене йĕркелеме, ачасене апатпа куллен пĕр хут тивĕçтерме вĕрентÿ управленийĕ 50 пин тенкĕ уйăрма палăртнă. Апат пахалăхне лайăхлатма ачасем хăйсем ĕçлесе илнинчен те хушса тÿлеме май пур. Унсăр пуçне шкулсем районти ĕçпе тивĕçтерекен центрпа та килĕшÿсем тунă. Центр 14-18 çулсенчи çамрăксене ĕçпе тивĕçтерет. Пĕтĕмпе 270 ача, вĕсенчен 95-шне паянхи куна ĕç тупса панă та ĕнтĕ. Ĕç укçипе тивĕçтерме, центртан пĕлтернĕ тăрăх, федераци бюджетĕнчен 41 пин (хальлĕхе 19,3 пин тенкĕ уйăрнă), республика бюджетĕнчен 63,7 пин тенкĕ (22,6 пин тенкĕпе тивĕçтернĕ) уйăраççĕ.
Ку лагерьсене нумай ачаллă тата начартарах пурăнакан çемьесенчи, тăлăх, йĕркене пăсма пултаракан ачасене ытларах явăçтарма тăрăшаççĕ. Тĕрлĕ çулсенчи ачасенчен пĕрлештернĕ отрядсем те йĕркелеме палăртнă. Кунта çÿрекенсем çăвĕпех шкул çумĕнчи сад-пахчасенче вăй хурĕç: пахча-çимĕçе шăварĕç, йăрансене çум курăкран тасатĕç, тĕрлĕ юсав ĕçĕсене хутшăнĕç. Сăмах май, районти шкулсен вĕрентÿпе сăнавсем тумалли çĕр лаптăкĕсем 47,7 гектар шутланаççĕ, вĕсенчен 29 гектарĕ пахча-çимĕç ÿстерме юрăхлă.
Çуллахи лагерьсен тĕп тĕллевĕ - ача канăвне йĕркелесси, сывлăхне çирĕплетесси. Ку ĕçсене ятарлă планпа туса пырĕç, спорт вăййисем, кану сехечĕсем ирттересси, тĕрлĕрен экскурсисем йĕркелесси тĕп вырăнта пулĕç. Республикăри “Чайка” лагере канма кайма та путевкăсем пама палăртаççĕ ачасене.