Ĕçсĕррисен ыйтăвĕсене тивĕçтерсе
Рынок хутшăнăвĕсен тапхăрне куçни, экономикăри улшăнусем ĕçсĕрлĕх ыйтăвĕ çине хăйне евĕр витĕм кÿреççĕ. Çавна май хăв суйласа илнĕ профессипе тивĕçлĕ ĕç тупма май килмест. Кун пек чухне ĕçсĕррисене районти ĕçпе тивĕçтерекен центр пулăшать.
Тăватă уйăх кăтартăвĕсем тăрăх, центр 207 çынна учета илнĕ, вĕсенчен 102-шĕ - хĕрарăм, 78 çамрăк, нумай ачаллă тата пĕччен ашшĕ-амăшĕсем - 8, инвалидсем - 11, ыттисем - анчах шкул пĕтернисем. Районĕпе ĕçсĕрлĕх шайĕ 1,14 процент шутланать.
Юрăхлă ĕç шыранă чухне чылай йывăрлăхсемпе тĕл пулма тивет. Палăртнă тĕллевсене пурнăçлас тĕлĕшпе ĕçпе тивĕçтерекен центр ятарлă программа туса хатĕрленĕ. Кăçалхи тăватă уйăх хушшинче 166 çынна ĕçе вырнаçтарнă. Вĕсенчен хĕрарăмсем - 79, çамрăксем - 38, нумай ачаллă тата пĕччен ашшĕ-амăшĕсем - 4, инвалидсем - 2, чылайăшне обществăлла ĕçсене явăçтарнă (ытти регионсене те янă).
Ĕç рынокĕнчи лару-тăрăва шута илсе, центр тĕрлĕ профессие вĕренме е урăх професси илме 42 çынна вĕренÿ заведенийĕсене вырнаçтарнă. Хĕрлĕ Чутайра вĕрентÿ класне уçни çитĕннисене те, ĕçсĕр юлнă çамрăксене те хальхи компьютер технологине алла илме май пачĕ.
Тин çеç шкул пĕтернĕ тата 11 классенчи çамрăксене килĕшнĕ ĕç суйласа илме пулăшас тĕллевпе центр тĕрлĕ профессисем çинчен консультаци парса тăрать. Тăватă уйăх кăтартăвĕсене илес пулсан, центр çула çитмен 36 çамрăка учета илнĕ. Вĕренÿ çулĕ вĕçленсе пынă май, çуллахи вăхăтра чылай çамрăк ĕç шыраса центра пырать, вăхăтлăх ĕç тупса пама ыйтать. Кунта тăрăшакансем вĕсен ыйтăвĕсене туллин тивĕçтерессишĕн тăрăшаççĕ. Çавна шута илсе предприятисемпе, организацисемпе килĕшÿсем тăваççĕ, ĕçлесе илме майсем туса параççĕ.
Нумай вăхăт ĕçлемесĕр пурăнакансем çине те тимлĕх уйăраççĕ. Вĕсем валли ятарлă программа туса хатĕрленĕ. Акă, апрель уйăхĕн юлашки кунĕсенче асăннă категориллĕ граждансемпе «Паянхи ĕç» темăпа заняти иртнĕ. Унта ĕç рынокĕ, экономика, тĕрлĕ отрасльсен аталанăвĕ, районти райпо, ял хуçалăх ĕçĕ-хĕлĕ çинчен А.Ю.Степанов (райпо ертÿçи), В.Д.Волков («Черепановский» ЯХПК ертÿçи) калаçу ирттернĕ, хăйсен отраслĕсенче мĕнле профессиллĕ ăстасем кирли çинчен пĕлтернĕ. Çавăн пекех вĕсемпе тестсем ирттернĕ, предприниматель ĕçне тытăнмалли майсемпе паллаштарнă, сĕнÿсем панă.