Красночетайский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Хĕрлĕ Чутай муниципаллă округĕ

Çутçанталăк пуянлăхĕпе пĕлсе усă курар

 

Районта тăван тавралăха тирпей-илем кĕртмелли, эрозие хирĕç кĕрешмелли уйăхлăх вĕçленчĕ.  Çут çанталăка сыхласси, унăн пуянлăхĕпе пĕлсе усă курасси - пĕтĕм халăх ĕçĕ. Акă, районти шкулсенче ку енĕпе пысăк ĕç туса ирттернине палăртмалла. Пĕр тĕслĕх кăна илсе кăтартас килет. Хĕрлĕ Чутайри гимнази преподавателĕ, «Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ учителĕ» Е.Н.Орлова уроксемпе кружоксенче ачасене çут çанталăк илемĕ, ăна çĕнетсе улăштарас ĕçри этем пĕлтерĕшĕ çинчен хавхаланса каласа кăтартать. Унăн вĕренекенĕсем тĕрлĕ шайри олимпиадăсене хутшăнса малти вырăнсене çĕнсе илеççĕ. Биологи учителĕсем ертсе пынипе ытти шкулсенче вĕренекенсем те пахча-çимĕç культурисем, тĕрлĕ чечексем пăхса çитĕнтереççĕ. Хитре чечексене вăрçăран таврăнайман салтаксене сума суса лартнă палăксем умĕнче те курма пулать. Çулсен хĕррипе, çырма-çатра таврашне йывăçсем лартас ĕçе те ачасем хастар хутшăнаççĕ.

Районти чылай шкулта вĕçен кайăк кунĕсене, чечексен куравĕсене, «Ылтăн кĕркунне», «Кĕрхи бал» уявĕсене ирттерни - пысăк пĕлтерĕшлĕ мероприятисем. Çавăн пекех экскурсисемпе походсем йĕркелесе çамрăк ăрăва тăван тавралăхпа паллаштарнин усси те пысăк. Ачасем юханшывсене ,пĕвесемпе кÿлĕсене, ÿсен тăрансемпе чĕр чунсен тĕнчине, шыв тасалăхне тĕпчеççĕ, шыв вырăнĕсем мĕншĕн вараланнипе ăшăхланнин сăлтавĕсене тĕпчеççĕ.

Çапла, шкулсенче çут çанталăка сыхлас, ăна пуянлатас тĕлĕшпе ырă ĕçсем сахал мар туса ирттереççĕ. Анчах ку енĕпе çитменлĕхсене те курма пулать. Хăш-пĕр çĕрте вĕренекенсем чечексене сăлтавсăрах татнине, çĕмĕрт е сирень йывăççисен турачĕсене хуçса пĕтернине, тĕрлĕрен чĕр чунсемпе вĕçен кайăксене тытса асаплантарнине асăрхама пулать. Çакăнпа ашшĕ-амăшĕсен те, вĕрентекенсен те килĕшсе ларма юрамасть.

Йывăçсем - пирĕн туссем, вĕсем сывлăша таса тытма пулăшаççĕ. Сывлăша сиенлĕ газсенчен тасатаççĕ, атмосферăна кислородпа пуянлатаççĕ, тăпрана эрозирен сыхлаççĕ, чĕрчунсене ĕрчеме лайăх условисем туса параççĕ. Çакна районти ялсенче пурăнакансенчен нумайăшĕ лайăх ăнланать. Сăмахран, Тихăнушкăнче çуралса ÿснĕ, халĕ те унтах пурăнакан П.К.Волков пенсионер çамрăклах çут çанталăка юратнă, ĕмĕрĕ тăршшĕпех ăна улăштарса çĕнетес тĕллевпе тăрăшнă. Миçе йывăç лартса ÿстермен пулĕ вăл; Шучĕ те çук, халĕ вĕсем вăрман пек кашласа лараççĕ.

Район территорийĕ тăрăх Сăр юханшывĕ 50 çухрăм ытла тăсăлать. Çавăн пекех Хăнатар, Айхал, Мăчкавăш, Эрченеш, Шулю, Урю юханшывĕсем юхса выртаççĕ. Сăр тăрăхĕнче 50 кÿлĕ ытла, вĕсен лаптăкĕ 206 гектарпа танлашать. Юханшывсемпе кÿлĕсенче 25 тĕслĕ пулă ĕрчет. Чăваш енре пурĕ 220 тĕслĕ кайăк пурăнать. Вĕсенчен чылайăшĕ пирĕн тăрăхра та пур.

Вырăнти рельефа шута илсен, районта шыв тăракан вырăнсем çителĕклех тума май пур. Чăнах та, нумай ялта чавса пĕвесем тăваççĕ. Кăçал Мишеркассинчи çынсем хăйсем пуçарнипе, ĕçленипе пĕве алтнă. Пысăк плотинасем те сахал мар пирĕн. Шел пулин те, хальлĕхе пулă ĕрчетессине хуçалăхсем шутах хумаççĕ.

Хĕрлĕ Чутайри краеведени музейĕ çамрăксене экологи воспитанийĕ парас енĕпе нумай ĕç туса ирттерме пултарать. Çут çанталăк уйрăмĕнчи экспонатсем воспитани ĕçĕсене çÿллĕ шайра туса пыма май параççĕ. Çакна асра тытмалла - çутçанталăк хăй тĕллĕнех тасалса, пуянланса пыма пултараймасть. Çын алли пырса тĕкĕнмесĕр экологи шайлăхне танлаштарма йывăр. Çавăнпа та çак пархатарлă та яваплă ĕçе пурин те хутшăнмалла. Ку енĕпе уйрăмах çамрăксен хастарлăхне ÿстерессишĕн тăрăшмалла.



"Пирěн пурнăç"
22 мая 2004
00:00
Поделиться