Çул-йĕр çинчи çамрăк инспекторсен ăмăртăвĕ
Иртнĕ эрнере Мăн Этменти вăтам шкула районти 13 шкултан çул-йĕр çинчи çамрăк инспекторсем килсе çитрĕç. Кашнинче икĕ хĕр ача тата икĕ арçын ача. Сăмах май, районти ГИБДД ĕçченĕсемпе вĕрентÿ пайĕ çулленех ку шкулта çул-йĕр хăрушсăрлăх правилисемпе смотр-конкурс ирттереççĕ. Кăçалхи конкурса сакăр тĕрлĕ ăмăрту кĕртнĕ.
Малтан çамрăк “гаишниксен” командирĕсем районти ГИБДД уйрăмĕн ертÿçине Ю.Г.Ербулаткин майора рапорт пачĕç. Юрий Григорьевич пухăннă ачасене саламларĕ, ăмăрту тĕллевне ăнлантарчĕ, кĕрешÿре малти вырăнсене йышăнма ăнăçу сунчĕ. Унтан шкул представителĕсем шăпа ярса ăмăрту мĕнле йĕркепе иртессине палăртрĕç. Командăсем пĕр вăхăтрах тĕрлĕ номинацисене хутшăнса тупăшрĕç.
Конкурс ирттерме Росгосстрах уйрăмĕн представителĕ А.С. Спиридонов, вĕрентÿ пайĕнчи методистсен ертÿçи А.П.Кузьмин хутшăнчĕç. Жюри пĕтĕмлетнĕ хыççăн çакă палăрчĕ: шкул ачисем ăмăртăва тĕплĕн хатĕрленнĕ, çул çÿрев хăрушсăрлăхĕн правилисене аван пĕлеççĕ.
Ятарласа палăртнă дистанцире велосипедпа фигурăсем туса ярăнассипе Туктамăшри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкул команди çĕнтерчĕ, велосипеда сÿтсе пуçтарас тĕлĕшпе Мăн Этменти шкул ачисем хăвăртрах пулчĕç. Çул çÿрев хăрушсăрлăх правилисене туриçĕрпÿкассисем лайăхрах пĕлни палăрчĕ. Малтанхи медицина пулăшăвĕ парассипе Тралькассинчи вĕренекенсем çаврăнăçуллăрах, “эрудитсенчен” Пантьăк шкулĕнчи Валерий Пушкин çивĕч ăслăрах пулчĕ. Çамрăк корреспондентсенчен Тралькасси шкулĕнчи Настя Еремеева илемлĕ те кăсăклă сочинени çырма пултарчĕ, инкек-синкекрен страхлас енĕпе Çĕн Атикассинчи, Шулюри, Тури Çĕрпÿкассинчи, Туктамăшри, Атнарти ачасем маттуртараххи курăнчĕ.
ГИБДД-ăн çамрăк тусĕсем çул çÿрев хăрушсăрлăх правилисемпе тĕрлĕрен плакатсем хатĕрленĕ, агитбригада членĕсем художествăлла номерсем кăтартрĕç. Командăсем конкурса хутшăнма ятарласа çи-пуç та хатĕрленĕ.
Ăмăртура пĕрремĕш вырăна Мăн Этменти шкул команди, иккĕмĕшне - Çĕн Атикасси, виççĕмĕшне Тури Çĕрпÿкассинчи шкул командисем йышăнчĕç.
Çĕнтерÿçĕ-команда республика шайĕнче иртекен ăмăртăва хутшăнĕ. ГИБДД уйрăмĕн ертÿçи Ю.Г. Ербулаткин мала тухнисене Хисеп грамотисем, асăнмалăх парнесем парса чысларĕ.