Çирĕп кил-йыш – пурнăç тĕрекĕ
Çапла калаççĕ халăхра. Çулсем, ĕмĕрсем хыçа юлаççĕ, анчах та ваттисен сăмахĕсен пĕлтерĕшĕ чакмасть. Çавăн пек кил-йышра ачасем сывă, телейлĕ ÿсеççĕ, вĕренÿре ĕлкĕрсе пыраççĕ, хăйсене лайăх туяççĕ, хисеплĕ çынсем пулаççĕ. Апла çемьесене сыхласа хăварассишĕн, вĕсене аталантарассишĕн кашнин тăрăшмалла.
Майăн 15-мĕшĕнче Пĕтĕм тĕнчери Çемье кунне кăçалхипе 10-мĕш хут уявларĕç. Район шайĕнче ăна иртнĕ эрне кун райцентрти Культура керменĕнче анлăн паллă турĕç. Уява социаллă хÿтлĕх пайĕн ĕçченĕсем йĕркелесе ертсе пычĕç, хисеплĕ çемьесемпе тĕрлĕ конкурссем ирттерчĕç, çут тĕнчене килнĕ йĕкĕреш ачасен ячĕсене хучĕç, чылай саламсем пулчĕç.
Районти хÿтлĕх пайĕн заведующийĕ З.И.Волкова лайăх пурнăç çемье çирĕплĕхĕнчен нумай килни, кил-йыш ăшшине упрама пĕлмелли çинчен каларĕ, пурне те уяв ячĕпе саламларĕ. Зоя Ивановна районти паллă çемьесене асăнчĕ, вĕсем туслă пурăннипе, ĕçченлĕхпе, çаврăнăçулăхпа пурнăçра хăйсен вырăнне тупма пĕлнĕ, халăхра ырă ят çĕнсе илнĕ. Акă, май уйăхĕн пуçламăшĕнче II Хурашашра пурăнакан Самсоновсен çемйи республика шайĕнче “Çемье династийĕ” номинаципе иртнĕ слета хутшăннă, пысăк парнене тивĕçнĕ. Вĕсен пĕтĕмĕшле ĕç стажĕ 192 çул. “Путь Ильича” колхозра ĕçлесе пурăнакан П.В. Яндайкинсен ĕç стажĕ 200 çултан та иртет. Вĕрентÿ пайĕнче тăрăшса ырă ят çĕнсе илнисем те районта сахал мар. Вĕсем: В.И.Немешкинсем (238 çул), В.Д.Храмовсем (282), А.И.Элеменкинсем (328), А.М.Прокопьевсем (144 çул). Вăрман хуçалăхĕнче ĕçлесе чапа тухнисенчен Куколевсемпе Селивановсен çемйисене асăнмалла. Халăх сывлăхĕшĕн ырми-канми тăрăшнă, халăхра ырă ята тивĕçнĕ Ю.С. Даниловсене, З.Г.Горшковасене тата ыттисене те палăртмалла. Вĕсем кил-йыш тĕрекĕшĕн, пуласлăхĕшĕн ĕçкĕ-çикĕпе иртĕхмесĕр, ачасен малашлăхĕшĕн тăрăшса, “çемье” сăмахăн пĕлтерĕшне тĕпе хурса çутă ĕмĕтсемпе малалла ăнтăлаççĕ. Килĕшÿÿ, ĕç вĕресе тăнă çĕрте яланах тату пурнăç.
Анчах кутăнла тĕслĕхсем те сахал мар пулни хытах пăшăрхантарать. Районта йывăр лару-тăрăва лекнĕ 126 çемье шутланать, вĕсенче 236 ача пурăнать. Тулли мар çемьесем - 366, вĕсенче 609 ача, инвалид çемьесем - 94, ашшĕ е амăшĕ инвалид шутланакансем - 106, çул çитмен çемьесем иккĕ тесе палăртнă. Çемьери тăнăçлăхшăн пĕрле кар тăрса, пĕр-пĕриншĕн тăрăшса ĕçлесен çак çитменлĕхсене пĕтерме пулать. Лайăх кил-йыш ытларах пулни район чысне çĕклет. Çемье тĕреклĕ пулсан, патшалăх та тĕреклĕ, тесе ахальтен каламан ваттисем.
Уяв ячĕпе йĕркеленĕ çемьесен конкурсне курма кăмăллă пулчĕ. Ăна М.Мареевапа (районти тĕп библиотека директорĕ) А.Михуткина (информаци пайĕн специалисчĕ) ертсе пычĕç. Çемье кунне хутшăнма Мамуткинсен (Хĕрлĕ Чутай), Индейкинсен (Атнар), Почейкинсен (Анат Чутай) çемйисем кăмăл тунă. Вĕсем тĕрлĕ конкурссене хутшăнса хăйсен пултарулăхĕпе халăха савăнтарчĕç.
Жюри членĕсем пурин ĕçĕсене те тивĕçлĕ хак пачĕç. “Чи çамрăк та хитре мăшăр” номинацире Маринапа Сергей Мамуткинсем асра юлчĕç. “Юрă-ташă ăстисем тата тараватлă çемье” номинацире Галинапа Александр Индейкинсем палăрчĕç. “Пархатарлă, ăш-пиллĕхлĕ çемье” ята Татьянапа Леонид Почейкинсем çĕнсе илчĕç. Çĕнтерÿçĕсене кашнинех парне парса чысларĕç, малашне те çемье çирĕплĕхне упрама телей сунчĕç.
Районти ЗАГС пайĕн заведующийĕ Е.С.Барышникова çемье йĕркелесе ача-пăча пăхса ÿстермелли, йăх-несĕл тымарĕсене малалла тăсмаллине каларĕ.
- “Çĕнĕ кайăк” вăл - ашшĕ-амăшĕн чун савăнăçĕ, йăпатмăшĕ, пурнăç калчи, пирĕн пуласлăх, - терĕ вăл. Унтан Елена Сергеевна Енкĕлт ялĕнче пурăнакан Александрпа Алена Борисовсен çут тĕнчене килнĕ йĕкĕреш ачисен ячĕсене хурасси çинчен пĕлтерчĕ, ашшĕ-амăшне Георгий тата Илья çурални çинчен ĕнентерекен документ пачĕ. Çавăн пекех çамрăк çемьене уяв ячĕпе, “çĕнĕ кайăксем” хушăннă ятпа саламлама райадминистраци ĕçченĕсем А.М.Столярова, З.И.Волкова, Т.Г.Почейкина тата Хĕрлĕ Чутай ял администрацийĕн пуçлăхĕ В.К.Романов сăмах илчĕç, çемьене упрама, ачасене тĕрĕс-тĕкел пăхса ÿстерсе пурнăçăн анлă çулĕ çине кăларма ырлăх-сывлăх, телей сунчĕç. Уявра Борисовсен тата пур çемьесен ячĕпе Хĕрлĕ Чутай Гимнĕ янăрарĕ.
Культура çуртĕнче “Çемье мастерскойĕ” ятпа йĕркеленĕ ал ĕç куравĕ пуян пулчĕ. Туктамăшра пурăнакан А.С.Альгешкина пухăннисене тĕрĕ тĕнчипе паллаштарчĕ, уяв парнине тивĕçрĕ.
“Вĕçен кайăк та мăшăрлă”, - теççĕ халăхра. Апла пулсан, кашни çемьере, упăшкипе арăмĕ хушшинче, килĕшÿÿ, туслăх, ăнлану хуçалантăр.