Поздравление главы администрации района с Праздником Весны и Труда
Хаклă ентешĕмĕрсем, Чутай енĕн маттур та хастар çыннисем!
Сире çурхи уяв ячĕпе - Майăн 1 –мĕшĕ ячĕпе чун-чĕререн ăшшăн саламлатăпĕ Майăн пĕрремĕшĕ - Мирпе Ĕç уявă, унан пĕлтерĕшĕ этемлĕх аталану кун-çулĕнче таран йĕр хаварчĕĕ Çĕp çинче мирлĕ пурнаç çеç пире çĕршывăмăрăн, тăван республикăмăрпа районăмăрăн пуласлахĕшĕн ырми-канми тăрăшса ĕçлеме, малашлăх çул-йĕрĕсене туптама шанчăк çуратать, вай-хăват парать.
Тăванлăхпа туслăх аталанса пыни усĕмлĕ ĕçлеме хавхалантарса пырать. Эсир хастар та ĕçчен пулнăран, çулсеренех районан экономикăпа социаллă пурнăç шайĕ аталанса пырать, ялсенче çĕнĕ çуртсем çĕкленеççĕ, тăван тавралăх илемленсе пырать.
«Ăс -хакăл вăйĕпе тата сывă пурнăç йĕркипе - ырлăх-телей патне» -тет Республика Президенчĕ Н.В. Федоров. Эппин, йăлтах хамăртан килет. Эпир пĕрле пулсан, кар тăрса ĕçлесен, пĕр - пĕрне ыр сунсан - вăйлă та тĕреклĕ, çирĕп те хастар.
Çypxи чи илемле уяв, Майăн 1 –мĕшĕ ячĕпе сире хаклă ентешĕмĕрсем! Тăван ен илемĕшĕн, унăн пуласлăхĕпе малашлăхĕшĕн, пурте пĕр çын пек пулса тăрăшса ĕçлер! Сире пурсăра та иксĕлми телей, çирĕп сывлах, тату та тулли пурнăç сунатап. Сирĕн кил-çуртăрта, çемьĕрсенче яланах килĕшу те ăнлануллăх хуçалантар.
Район администрациĕн пуçлăхĕ В.Г. Орлов