Красночетайский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Хĕрлĕ Чутай муниципаллă округĕ

Тăван тавралăх илемĕшĕн

 

Тăван тавралăха хÿтĕлесси, эрозие хирĕç кĕрешесси яланах чи çивĕч ыйтусенчен пĕри пулнă. Вăл халĕ те çаплах. Акă, 2004 çулта «Çут çанталăк - хăрушлăхсăр пурнăç» ятпа чылай мероприятисем ирттерме палăртнă. Çавна май Раççей правительстви çĕршывра та, Чăваш Республикинче те кăçалхи апрелĕн 15-мĕшĕнчен пуçласа июнĕн 5-мĕшĕччен çут çанталăка сыхламалли тапхăр тесе йышăннă.

Ку ырă пуçарăва мĕнле йышăннă-ха; Ку тĕлĕшпе мĕнле  ĕçсем тума палăртнă; Çак ыйтусемпе интересленсе  пирĕн корреспондент çут çанталăка сыхлас тĕлĕшпе ĕçлекен районти тĕп специалистпа  Н.В.Андреевпа тĕл пулса калаçнă.

- Райадминистраци пуçлăхĕн 122-мĕш номерлĕ хушăвĕпе çут çанталăка хÿтĕлемелли кунсене хатĕрленсе ирттермешкĕн районта ятарлă комисси туса хунă, - терĕ Николай Викторович. - Вăл план тăрăх ĕçлет. Унпа килĕшÿллĕн, тăван тавралăха тирпей-илем кĕртесси малта тăрать. Мăнкун уявĕ умĕн çынсем субботника тухнă. Вĕсем çуртсем çывăхĕнчи, урамсенчи тасамарлăха пуçтарнă. Çавăн пекех хамăр пурăнакан вырăна тирпей-илем кĕр­тес тĕлĕшпе апрелĕн 23-мĕшĕнче, 30-мĕшĕн­че тата майăн 7-мĕшĕнче массăллă субботниксем пулаççĕ.

Апрелĕн 15-мĕшĕнче эрозие хирĕç кĕрешмелли, йывăçсем лартса хăвармалли уйăхлăх пуçланчĕ. Вăл майăн 15-мĕшĕччен пырать. Çак тапхăрта çĕр ишĕлессине чарса лартас, пулăхлă тăпрана сыхласа хăварас тĕллевпе пур çĕрте те тĕрлĕ ĕçсем туса ирттермелле. Ял администрацийĕсен пуçлăхĕсен, хуçалăхсен ертÿçисен, ял хуçалăх специалисчĕсен, шкул директорĕсен ĕçе йĕркелесе-ертсе пырассине хăйсем çине илмелле. Кунпа пĕрлех вĕренекенсем хушшинче тимĕр-тăмăр, кивĕ хут ытларах пухассишĕн смотр-конкурс йĕркелемелле. Çавăн пекех çырма-çатрасене, пĕчĕк юханшывсене тирпей-илем кĕртес енĕпе те шкул ачисем конкурса хутшăнĕç.

«Çут çанталăк - хăрушлăхсăр пурнăç» пуçарăва анлăрах сарса юрăхсăра тухнă ртуть пур приборсене, электричество лампочкисене районти учрежденисемпе организацисенчен Шупашкарти «Меркурий» НПКна (наука практика комбинатне) ăсатмалла. Кунта çакна палăртса хăварас килет. Ртуть пăсĕ сарăлнă сывлăша сывласан çыннăн органĕсем вилмеллех аманса юлас хăрушлăх пур. Мартăн 23-24-мĕшĕсенче Атнар вăтам шкулĕнче 7-8 классенче вĕренекен 5 ача «Коминтерн» ял хуçалăх кооперативĕн хăмла типĕтмелли кивĕ çуртĕнче ртуть шарикĕсемпе вылянă. Вĕсем хăйсем умне мĕнле хăрушлăх тухса тăнине пĕлмен. Çакна шута илсе шкулсенче, çынсем хушшинче çавăн пек сиенлĕ япаласенчен асăрханмалли çинчен ăнлантару ĕçне туса пымалла.

Кăçалхи апрелĕн 10-мĕшĕнчен пуçласа июнĕн 10-мĕшĕччен вăлча сапакан пулăсене браконьерсенчен хÿтĕлес тата чĕпĕ кăларакан кайăк-кĕшĕк валли шăплăх туса хурас тĕллевпе икуйăхлăх иртет. Кунпа пĕрлех автомашинăсемпе, ытти техникăна сывлăша нормăран ирттерсе вараланине тĕрĕслемелли вăхăт пуçланать. Çут çанталăка хÿтĕлес тĕлĕшпе ĕçлекен комисси Госсельтехнадзор тата шалти ĕçсен пайĕн çул çинчи хăрушсăрлăх инспекцийĕн ĕçченĕсемпе пĕрле рейдсем ирттерме тытăнать. Паянхи кун тĕлне ял хуçалăх предприятийĕсемпе, ытти организацисемпе сывлăша сиен кÿнĕшĕн тÿлемелли 41 килĕшÿ тунă. Ку ĕç малалла пырать. Комиссин тĕллевĕ - «Çут çанталăк - хăрушлăхсăр пурнăç» темăна ирттерекен ĕçсене «Пирĕн пурнăç» хаçат урлă тата вырăнти радиопа халăха пĕлтерсе тăрасси.

Пĕтĕмĕшле илсен, сарлака та тарăн çырмасене, çурхи шыв е çумăр шывĕ çурса кайнă вырăнсене пĕтересси, тутлăхлă япаласемпе пуян тăпра юхса кайнине чарса лартасси - пĕтĕм халăх ĕçĕ. Апла пулсан, эрозие хирĕç çине тăрса кĕрешмелле. Ку енĕпе ырă та пархатарлă ĕç тăвакансене хавхалантармалла. Çут çанталăк пуянлăхне упраса хăварассишĕн, тăван тавралăх иле­мĕшĕн вăй-халпа пултарулăха шеллер ма



"Пирěн пурнăç"
17 апреля 2004
00:00
Поделиться