Шкулти наука практика конференцийĕ
Кăçалхи март уйăхĕнче иртнĕ республикăри VIII- мĕш «Excelsior-2004» творчество конференци-фестивале Чăваш Енри 600 ытла çамрăк талант хăйĕн ĕçĕсене тăратнă. Унта Хĕрлĕ Чутайри гимназире 5 «а» класра вĕренекен Федор Бутузов та хутшăнчĕ. Вăл числительсен фразелогизмĕсен словарьне хатĕрленĕ. Гимназире пулакан конференци те Федор тухса калаçнипе уçăлчĕ.
Ачасен пултарулăхне Чăваш республикин тава тивĕçлĕ учителĕ Галина Константиновна Тимакова, чăваш сăмахлăхне вĕрентекен Вера Егоровна Иванова, Татьяна Александровна Карпова психолог, гимнази директорĕн наукăпа медотика енĕпе ĕçлекен çумĕ Элеонора Сергеевна Михеева хак пачĕç.
Гимназири наука практика конференцине пурĕ 71 вĕренекен хутшăнчĕ. Камсем темăна аван уçса панă-ха; Акă, вырăс чĕлхипе литературине вĕрентекен Э.С.Михеева ертсе пынипе 9 «а» класри Эвелина Пашкуртова «Пушкин тата мода» ятлă ĕç хатĕрленĕ. Таня Кчеткова пухăннисене Гете куçарăвĕсемпе паллаштарчĕ. Наташа Елгайкина (10 «б» класс) «Манăн çĕр, мухтанатăп санпа» темăпа Серенкасси ял историне янтланă. Дима Ярабаев 11 «а» класа çÿрет, физика предметне юратать. Вăл Ю.Н. Шереметьев учитель пулăшнипе «Ядерлă реактор» ĕç хатĕрленĕ. 11 «а» класра вĕренекен Алина Еремеева Хĕрлĕ Чутай салин историйĕ çинчен акăлчан чĕлхипе каласа пачĕ. Алексей Федоров районта тухса тăракан «Пирĕн пурнăç» хаçат утса тухнă çул-йĕрпе французла паллаштарчĕ.
Конференци ĕçне 71 вĕренекен хутшăннине асăнтăмăр. Çапла вара вĕсем тĕрлĕ предметсемпе 71 темăна хускатрĕç. В.Н.Степанов вĕренекенĕсем истори темипе çырнă ĕçсем паха пулнине палăртса хăварас килет. Ачасем хăйсен ĕçĕсене вырăнти çынсемпе, фактсемпе çыхăнтарса хатĕрленĕ. 9 «г» класри Алена Филиппова «Хĕрлĕ Чутай тăрăхĕнчи хĕрарăмсен Аслă Отечественнăй вăрçă вăхăтĕнчи паттăрлăхĕ», 6 «а» класри Анастасия Васильева «Манăн çĕршыв историйĕ - манăн çемье шăпинче», 10 «а» класри Денис Лобастов «Хĕрлĕ Чутай салин палăкĕсем», 10 «а» класри Алексей Казайкин «Манăн асатте Василий Алексеевич Казайкин - Аслă вăрçă участникĕ» тата ыттисем те чылай темăсемпе тухса калаçрĕç.
Пĕтĕмĕшле илсен, гимнази преподователĕсем ачасене уроксенче пĕлÿ панипех çырлахмаççĕ. Рефератсем хатĕрлеттерсе вĕсен тавракурăмне анлăлатассишĕн нумай тăрăшаççĕ. Çакă ачасене чылай темăсене лайăх пĕлме, вĕренÿре аван ĕлкĕрсе пыма пулăшать.