Вырăнти пурнăçа тĕпрен çĕнетсе улăштарма вăхăт
Правительство çуртĕнче Чăваш Республикинче вырăнти хăй тытăмлăха реформăлассипе çыхăннă ыйтусемпе “Çавра сĕтел” иртрĕ. Ăна яланхи пекех Чăваш Республикин Президенчĕ çумĕнчи вырăнти хăй тытăмлăх ыйтăвĕсемпе ĕçлекен канашĕн ертÿçи В.И.Максимов йĕркелесе пычĕ.
2006 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕнче “Раççей Федерацийĕнче вырăнти хăй тытăмлăха йĕркелессин пĕтĕмĕшле принципĕсем çинчен” саккун вăя кĕрет. Василий Иванович палăртнă тăрăх, ку - вырăнти пурнăçа тĕпрен çĕнетсе улăштарма тивĕç документ.
Анчах та асăннă саккунăн лайăх енĕсемпе пĕрлех уçăмлах мар саманчĕсем те чылай. Калăпăр, муниципалитет пĕрлĕхне миçе çын шутне тĕпе хурса йĕркелемелле; Саккунпа килĕшÿллĕн, çав пĕрлĕх 1000 çынран е 3000 çынран кая мар йышран тăма пултарать. Пирĕн республикăшăн хăш вариант меллĕрех-ши;
Паллах, хальхи ял администрацийĕсен йышне чакармалла, вĕсем тĕпленсе пурăнакан çын йышне кура йĕркеленĕç.
Юридици сăпатĕнче тăракан икĕ влаç юппи пулать: муниципалитет пĕрлĕхĕ тата вырăнти администраци. Çавна май кадрсен ыйтăвĕ çивĕчленет. Вырăнти бюджета еплерех шăпа кĕтет; Промышленность, суту-илÿÿ, предпринимательлĕх аталанайман вырăнсен мĕнлерех пурăнмалла; Мĕншĕн тесен малашне çÿлтен укçа куçарса парасса кĕтмешкĕн пăрахмалла. Çĕр-çĕр ыйту.
Çав ыйтусене уçăмлăх кĕртес тĕлĕшпе паянлăха пирĕн республикăра хăш-пĕр ĕç туса ирттернĕ. “Раççей Федерацийĕнче вырăнти хăй тытăмлăх йĕркелессин пĕтĕмĕшле принципĕсем çинчен” саккуна тĕпе хурса район администрацийĕсемпе пĕрле муниципалитет пĕрлĕхĕсен чиккисем еплерех пулмаллине тĕпченĕ.
Çак тĕллевпе йĕркеленĕ ĕç ушкăнĕ ыйтăва пур енлĕн тишкернĕ хыççăн Чăваш Ен территорийĕнчи 1000 çынран кая мар тăракан муниципалитет пĕрлĕхĕсем йĕркелеме сĕннĕ. Çапла, ку сĕнÿ кăна-ха. Мĕншĕн тесен ăна саккун картне лартса парламентра йышăниччен общественноçа сÿтсе явса хакламашкăн май памалла.
“Çавра сĕтел” ĕçне хутшăннă министерствăсемпе ведомствăсен, общественность представителĕсем, хăй тытăмлăх пуçлăхĕсем, депутатсем икĕ сехет ытла хĕрÿ калаçрĕç.
Пирĕн республикăшăн мĕншĕн шăпах 1000 çынран кая мар тăракан муниципалитет пĕрлĕхĕ тивĕçтерÿллĕрех пулнине тĕрлĕ аргументпа çирĕплетме тăрăшрĕç.
Ку - чăнах та пире юрăхлă, чи меллĕ вариант. Халăх йышлăлăхне кура пушшех те.
Муниципалитет пĕрлĕхĕсене реформăланă хыççăн Чăваш Республикин территорийĕнче хальхи 79 ял администрацине пĕтерме пултараççĕ, çавна май унта ĕçлекен 242 штат единицине “кĕскетеççĕ”. Çак мерăсем вырăнти влаçăн ĕç тухăçлăхĕпе яваплăхне ÿстерме тивĕç. 2004 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕ тĕлне Чăваш Енре 347 ял, 4 хула тата 8 поселок администрацийĕ шутланса тăрать. 92 ял администрацийĕнче халăх йышĕ 1 пине те çитеймест.
Çĕнĕ саккунпа килĕшÿллĕн республика территорийĕнче 284 муниципалитет пĕрлĕхĕ йĕркеленмелле. Вĕсенчен 7-шĕнче 10 пин ытла çын, 11-шĕнче - 5 пинрен пуçласа 10 пин таран, 17-шĕнче - 3 пинрен пуçласа 5 пин таран, 245-шĕнче - 1 пинрен пуçласа 3 пин çын таран пурăнĕ.
Пулас муниципалитет пĕрлĕхĕсен административлă центрĕсен тулашĕнче 62 ача сачĕпе ясли, 19413 ачалăх 258 шкул, 11 больницăпа врач амбулаторийĕ, пĕтĕмĕшле практика врачĕн 6 офисĕ, 495 фельдшер-акушер пункчĕ, 606 клубпа Культура çурчĕ, 91 çыхăну уйрăмĕ ĕçлемелле.
Халăх пурăнакан вырăнсенчен чылайăшĕ административлă центртан вăтамран 8 километр инçĕшĕнче пулĕ. 28 ялта пурăнаканăн вара “сельсовета” çитмешкĕн 19 километр утма тивĕ (ун пек ялсем Улатăр, Йĕпреç, Пăрачкав, Çĕмĕрле тата Шăмăршă районĕсенче).
Паллах, йывăрлăх тупăнать ĕнтĕ. Кашни справкăшăн, ĕçлĕ ытти хутшăн ял администрацине чупмаллине шута илсен пушшех те. Анчах федераци саккунĕ муниципалитет пĕрлĕхĕн икĕ тĕрлĕ йĕркеленĕвне кăна сĕннĕрен пирĕншĕн, паллах, пирвайхи меллĕ.
Калăпăр, муниципалитет чиккине 3000 çынран кая мар тăракан йыша тĕпе хурса палăртсассăн “совет влаçĕ пĕтет вара”. Хăвăрах шутласа пăхсамăр.
50 муниципалитет пĕрлĕхне 10 ял таран кĕрĕ, 44-шне 10-ран пуçласа 15, 40-шне - 15-рен пуçласа 37 (!) ял таранах кĕмелле. Хăш-пĕрин ял администрацине çитмешкĕн 30-40 километр каймалла пулĕ (йĕркеллĕ çул пулсан-ха).
Унсăр пуçне пирĕн çур республика ытла çырмаллă, вăрманлă вырăнсенче. Кирлĕ çĕре çитмешкĕн тавраран çаврăнса каймалла. Федераци саккунĕ сĕнекен иккĕмĕш варианта суйласассăн 230 ялта пурăнаканăн хăйсен ял администрацине çитмешкĕн район центрĕ урлă çÿремелле пулĕ.
Çапах та, В.И.Максимов калашле, асăннă саккун майлисен шучĕ те хирĕççисем чухлех. Çакна “Çавра сĕтел” хушшинчи калаçу аванах уçса пачĕ.
Çĕрпÿ район хăй тытăмлăх пуçлăхне, калăпăр, çĕнĕ саккун “тивлечĕпе” каллех ĕлĕкхи пек малашлăхсăр ялсем тупăнасси пăшăрхантарать.
ЧР Патшалăх Канашĕн хăй тытăмлăх ыйтăвĕсемпе ĕçлекен комитет ертÿçи В.Е.Карпычев шухăшĕпе тĕп йывăрлăх бюджета тултарассипе тата налук пухассипе çыхăннă. Вырăнсенчи муниципалитет пĕрлĕхĕсем çине культура отрасльне “тиеççĕ”, çул-йĕре пăхса тăма та, ăна юсама та, тирпей-илем кÿме те укçа-тенкĕ хăйсенех тупмалла пулать.
ЧР финанс министрĕн çумĕ Н.А.Осипова налук тÿлемелли çĕнĕлĕхсем çинче чарăнса тăчĕ. Ыйтусем ун тĕлĕшпе те сахал мар. Йĕпреç район администрацийĕн пуçлăхĕн çумне В.Л.Михалика налук хумалли никĕссĕр ялсен шăпи канăçсăрлантарать. Экономика çук-тăк бюджета мĕнпе тултармалла; Министр çумĕ малтанлăха (саккун ĕçлеме тытăнсанах) дотаци шантарать-ха, анчах та малашне ялсен хăйсен ĕçлесе илме вĕренмеллине аса илтерчĕ.
Муниципалитет шайĕнче влаçăн икĕ юппине каллех (ĕлĕкхилле) чĕртсе тăратма йышăннăран кадрсен ыйтăвĕ çивĕчленет. Красноармейски район администраци пуçлăхне С.А. Николаева хăй тытăмлăха килекен йышăн профессионализмĕ шухăшлаттарать. Муниципалитет пĕрлĕхĕн ялти хăй тытăмлăхĕнче 10 депутат пулмалла. Çав йышранах пуçлăха суйламалла-и; Квалификаци шайне тивĕçтерÿллĕ çынсем кирлĕ. Вĕсене ăçта вĕрентсе хатĕрлемелле; Каллех вун-вун ыйту.
Тепĕр самант. Саккун пĕрлĕхсен çумĕнче тĕрĕслев органĕ туса хума сĕнет. Ăна мĕнле йышран йĕркелемелле; Тен, суйламалла; Муниципалитет пĕрлĕхĕпе вырăнти администраци пуçлăхĕсен хутшăнăвĕ еплерех йĕркеленĕ; Пĕр упа шăтăкĕнче пурăнакансене тепĕр чухне тăвăртарах пулнине шута илес-тĕк...
Çитес 2005 çул чăннипех те хĕрÿ иртмелле. Вырăнти хăй тытăмлăх çĕнĕ саккунпа килĕшÿллĕн майĕпен ĕçлеме тытăнать. Нарăс уйăхĕнче районсен хăй тытăмлăх пуçлăхĕсене суйламалла пулать, çав çулхи юпа уйăхĕнчех муниципалитетăн ял-поселок шайĕнчи ертÿçисене палăртăпăр. Раштавра тата пĕлтерĕшлĕ пулăм - ЧР Президенчĕн суйлавĕ.
Хальлĕхе вара ЧР Патшалăх Канашĕн çанă тавăрса ĕçлемелле. Депутатсем йышăннă саккун акчĕсене тĕпе хурса район-хула уставĕсене улшăну кĕртмелле. Вырăнти хăй тытăмлăх органĕсем шăпах вĕсене тĕпе хурса ĕçлемешкĕн тивĕç.