Красночетайский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Хĕрлĕ Чутай муниципаллă округĕ

Телейлĕ çул, ăнăçу сире, çамрăксем

 

Кăçалхи апрелĕн 8-мĕшĕнче район центрне пур шкултан та 11 классенче вĕренекенсем, аслисенчен канаш ыйтас, малалла ăс пухма ăçта каяс тата кирлĕ професси суйласа илес тĕллевпе пухăнчĕç. Сахалăн мар вĕсем, ик çĕр çамрăк ытла.

- Эсир пирĕн шанчăк, пирĕн тĕрек, çĕршывăн пулас хуçисем, - терĕ район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Орлов,  шкултан вĕренсе тухакансен слетне уçнă май.

Юлашки вăхăтра йăлана кĕнĕ йĕркепе, район ертÿçи пуçарнипе çакăн пек канашлусем кашни çулах пулаççĕ. Вĕсен усси куç кĕретех. Иртнĕ вĕренÿ çулĕнче аслă вĕренÿ заведенийĕсене вăтам шкул пĕтернисен 44,8 проценчĕ кĕнĕ.

Шкулсенче педагогсен квалификациллĕ ăсталăхĕ ÿссе пыни те вĕрентÿпе воспитани ĕçĕнче малашлăх пуррине палăртать. Вĕрентекенсен пĕтĕ­мĕш­ле хисепĕнчен 85 проценчĕ (297 педагог) квалификаци категорине тивĕçнĕ, вĕсенчен 225-шĕ аслă пĕлÿ илнĕ. Ытларахăшĕ - хамăр районти шкулсенчен маларах вĕренсе тухнă, каялла таврăннă специалистсем.

Пархатарлă ĕçĕпе хисеплĕ ята тивĕçнисем те сахал мар. Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ учителĕсем - 9, халăха вĕрентес ĕç отличникĕсем - 25, Раççей Федерацийĕн тава тивĕçлĕ вĕрентÿ ĕçченĕ - 2, Чăваш Республикин чи аслă наградине - Хисеп грамотине 6 учитель илме тивĕçнĕ.

Хальхи вăхăтра республикăра аслă пĕлÿ паракан вĕренÿ заведенийĕсемпе техникумсем - 26. Район администрацийĕн вĕрентÿ пайĕ чылай вĕрентÿ заведенийĕсене йыхрав янă. Апрелĕн 8-мĕшĕнче чĕннĕ хăнасем тĕл пулăва килсе çитрĕç. Вĕсем хушшинче - Чăваш патшалăх университечĕн, Чăваш патшалăх педагогика университечĕн представителĕсем, Шупашкарти коопераци техникумĕн, экономика технологи колледжĕн, педагогика колледжĕн, Вăрнарти ял хуçалăх техникумĕн, Етĕрнери 25-мĕш номерлĕ профессиллĕ лицей ертÿçисемпе преподавателĕсем.

Чăваш патшалăх педагогика университетĕнчен уйрăмах йышлă делегаци килсе çитнĕ: 12 факультетран декансем е декан çумĕсем пур. Килнĕ хăнасем сăмах илсе выпускниксене хăйсем ĕçлекен вĕрентÿ заведенийĕсен ĕçĕ-хĕлĕ, вĕренме кĕмелли условисем, экзаменсем çинчен тĕплĕн каласа пачĕç, методика пособийĕсемпе, буклетсемпе, тест ыйтăвĕсемпе паллаштарчĕç, хатĕрлев курсĕн ĕçлевĕ тата экзаменсем ирттермелли вăхăта палăртрĕç.

Йăлана кĕнĕ йĕркепе кашни çулах республикăри аслă вĕрентÿ заведенийĕсем шкул ачисемпе “Уçă алăк кунне” ирттереççĕ. Анчахрах районтан 75 вĕренекен Чăваш патшалăх педагогика университетне кайса килчĕç. “Уçă алăк кунĕсене” татах та ирттерме палăртнă. Ку уйăхра Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕнче, Шупашкарти коопераци институтĕнче тата Чăваш патшалăх университетĕнче çакăн пек мероприятисем пулаççĕ.  

Палăртма кăмăллă: килнĕ хăнасем хушшинче хамăр район çыннисем, паллă ăсчахсем пур. Вĕсем: ЧПУ проректорĕ Николай Федорович Григорьев, ЧГПУ-ран - Георгий Алексеевич Яковлев - профессор, чăвашсен паллă художникĕ Анатолий Васильевич Данилов декан, коопераци институчĕн представителĕ Зиновий Федорович Смолов.

А.Данилов художник Чутай çыннисене хăйĕн пултарулăхĕпе савăнтарать. Ку хутĕнче те вăл хаклă парнесем парса хăварчĕ: мăшăрĕ сăрласа илемлетнĕ Мăнкун çăмарти евĕр ăсталанă экспонат тата художествăпа графика факультетĕнчен вĕренсе тухнă ентешĕмĕр Е.Ю.Сатлайкин ÿкернĕ “Чутай тăрăхĕнчи ÿкерчĕксем” картина.

Районта пултаруллă, вĕренме ăста çамрăксен йышĕ ÿссех пырать. Çакна район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Г.Орлов кăларнă йышăну уççăн кăтартса парать. Унпа килĕшÿллĕн Валерий Гурьевич шкулсенче вĕренекен 7  ачана республикăри тĕрлĕ предметсемпе ирттернĕ олимпиадăсене хутшăнса 1, 2, 3-мĕш вырăнсене тухнăшăн райадминистрацин Хисеп грамотисемпе тата укçан преми парса чысларĕ.

Слета хутшăннисем педуниверситет студенчĕсем хатĕрленĕ концерта курса киленчĕç. Илемлĕ, илĕртÿллĕ, яштака йăрăс пÿ-силлĕ каччăсемпе хĕрсем хăйсен ăсталăхĕпе пурне те савăнтарчĕç. Сăмах май, “Юрай” ансамбль артисчĕсем - Мускавра тата Саратовра ирттернĕ пĕтĕм Раççейри фольклор конкурсĕсен лауреачĕсем.

Апрелĕн 9-мĕшĕнче районти учительсен канашлăвĕнче те вĕренекенсене професси суйласа илме пулăшас ыйтăва сÿтсе яврĕç.

Телейлĕ çул, ăнăçу сунар Чутай Ен çамрăкĕсене!



"Пирěн пурнăç"
10 апреля 2004
00:00
Поделиться