Уй-хир ĕçĕсене - тĕплĕн хатĕрленсе
Çанталăк хăйĕн хирĕçĕвне кирек хăçан та кăтартать. Март уйăхĕнче кунсем ăшă тăчĕç, уй-хир те хура “саплăксемпе” эрешленчĕ. Акă, апрель çитрĕ те - тавралăх шурă юрпа хупланчĕ, каçхине сывлăш температури 15 градус таран сивĕтрĕ.
- Ку вăл нумайлăха мар, - терĕ “Коминтерн” ял хуçалăх кооперативĕн тĕп агрономĕ Владимир Викторович Храмов. - Çуркунне çунат çĕклерĕ ĕнтĕ. Апрель уйăхĕ пирĕншĕн, çĕр ĕçченĕсемшĕн, уйрăмах яваплă тапхăр. Çураки ăнăçлăхĕ паян уй-хир ĕçĕсене мĕнле хатĕрленсе кĕтсе илнинчен нумай килет. Ахальтен мар ĕнтĕ ваттисем: “Çурхи кун çулталăк тăрантарать”, - тенĕ.
Агроном - уй-хир технологĕ. Тыр-пула агротехникăна çирĕп пăхăнса çитĕнтернипе пĕрлех унăн хамăра тăрантаракан, тумлантаракан çĕр çинче тарăн тымар ямалла. Кĕскен каласан, хăй тÿрремĕнех хутшăннипе хура тăпра пурлăхне курмалла. Çакăнта Владимир Викторович пирки тĕплĕнрех чарăнса тăни те вырăнлă-тăр. Вăл Трапайра çуралса ÿснĕ, ял хуçалăх институтĕнче вĕренсе диплом илнĕ. Çамрăклах комплекслă бригадăна ертсе пынă. Ял хуçалăх управленийĕн, “Октябрь” совхозăн тĕп агрономĕнче ĕçленĕ. Пиллĕкмĕш çул “Коминтерн” ял хуçалăх предприятийĕн тĕп агрономĕнче тăрăшать.
- Кооперативăн сухаламалли лаптăк 2519 гектарпа танлашать, - терĕ малалла В. Храмов. - Çанталăк йывăрлăхсем кăларса тăратрĕ пулин те, пĕлтĕр кĕртыррисем те акса хăвартăмăр, çураки валли кĕрхи çĕртме сухи те турăмăр. Çурхи тĕш тырăпа пăрçа йышши культурăсем 800 гектар пулмалла. Çавăн пекех кăçал 50 гектар çĕр улми лартатпăр. Пĕр çул ÿсекен курăксем 280 гектар, рапс 10 гектар йышăнĕç. Тĕллев - агротехникăн мĕн пур майĕсемпе усă курса кăçал тĕш тырăпа выльăх апачĕ иртнĕ çулхинчен нумайрах туса илесси.
Атнарсем вăрлăх хатĕрлессине агрономи науки хушнă пек йĕркелесе янă. Кооператив ертÿçисем çак яваплă ĕçе Розалина Васильевна Чумакова бригадир-агронома шаннă. Бригада ĕçченĕсем ял хуçалăх культурисене кĕркуннех тасатма тытăнаççĕ. Культурăсем пĕр-пĕринпе хутăшса каяс хăрушлăх çук. Акă, тулă вăрлăхĕ Атнарти складра, урпа - Трапайра, сĕлĕ Туканашра упранать. Иртнĕ çул хуçалăх кашни гектартан 22,5 центнер тĕш тырă, 124 центнер çĕр улми, 25 гектар утă туса илнĕ. Çак ÿсĕмре вăрлăх хуçалăхне аван йĕркеленин, тухăçлă сортсемпе усă курнин пĕлтерĕшĕ пысăк. Кунта элита тата пĕрремĕшпе иккĕмĕш репродукциллĕ вăрлăха кăна тăпрана варăнтарса хăвараççĕ.
- Кăçалхи çур акинче акмашкăн 350 тонна ял хуçалăх культурисем кирлĕ, - терĕ Владимир Викторович. - Эпир вĕсене 450 тонна чухлех хывса хăвартăмăр. Ытлашшине урăх хуçалăхсене сутатпăр. “Улов” сортлă сĕлĕне кÿршĕри Çĕмĕрле районĕнчи пĕр ял хуçалăх предприятийĕ туянчĕ. Хамăр районти “Нива” кооператив халĕ “Эльф” сортлă урпа турттарать. Мĕн пур вăрлăх ака стандарчĕн пĕрремĕшпе иккĕмĕш класĕсене ларать.
Паянхи хресчен лайăх пĕлсе тăрать - органикăпа тата минерал удобренийĕсемпе туллин усă курмасăр çĕр пулăхне ÿстерме çук. Атнарсем çакна асрах тытаççĕ. Выльăх-чĕрлĕх йышлă усранă май фермăсенче çулленех тислĕк сахал мар пухăнать. Ăна хуçалăх вырăнти техникăпах уй-хире кăларать. Минерал удобренийĕсем туянма та укçа-тенкĕ уйăраççĕ. “Чăвашагрохими” акционерла обществăран 76 тонна аммиак селитри, 60 тонна мочевина, 16 тонна диаммофоска кÿрсе килнĕ. Диаммофоскине 70-80 тонна таранах туянма шутлаççĕ.
Эпир хуçалăхра пулнă кунхине механизаторсем трактор-машина паркĕнче йышлăччĕ. Вĕсем ял хуçалăх машинисене йĕркене кĕртеççĕ. Кăкарса ĕçлемелли агрегатсене паян-ыран юсав линейкине лартассишĕн хĕрÿ кĕрешÿ анлă сарăлса кайнă. Тракторсемпе автомашинăсен, ытти техникăн шучĕ пысăк хуçалăхра. Хĕрÿ тапхăрта вĕсене тухăçлă ĕçлеттерес тесен çунтармалли тата сĕрмелли материалсем те сахал мар кирлĕ.
- Дизель топливи, бензин тата ытти те çурхи уй-хир ĕçĕсене ирттерме çителĕклех, - пĕлтерчĕ хуçалăхăн тĕп инженерĕ Валентин Александрович Илларионов. - Курăксем çулса пухмалли тапхăр валли те юлать. Трактор-машина паркне çĕнĕ техникăпа пуянлатасси çине тимлĕрех пăхма тăрăшатпăр. Нумай пулмасть МТЗ-1221 йышши трактор туянтăмăр. Ăна лизинг мелĕпе усă курса илсе килтĕмĕр. Çĕнĕ сеялка туянма укçа куçартăмăр. Урапаллă тракторсем валли сарлакарах сеялка пулать вăл.
Хуçалăхра механизаторсен кадрĕсем çителĕклĕ. Агрегатсене трактористсемпе комплектлас ĕçе кĕçех вĕçлеççĕ. Механизаторсен вĕренĕвне йĕркеленĕ. Занятисене ĕç сыхлавĕ енĕпе ĕçлекен инженер Дмитрий Иванович Мигушкин тата ял хуçалăх специалисчĕсем ирттернĕ. Агротехника майĕсене тата ĕç хăрушсăрлăх правилисене вĕренни çĕр ăстисене лайăхрах ĕçлеме, пысăкрах çитĕнÿсем тума пулăшасса шанаççĕ кооператив ертÿçисем.
- Выльăх-чĕрлĕх ĕрчетни чĕрĕ укçа çăл куçĕ пулса тăнине эпир лайăх ăнланатпăр, - хăйĕн шухăшне палăртрĕ тĕп агроном. - Çакна шута илсе выльăх апачлĕх культурăсен лаптăкне ÿстерсе пыратпăр. Кăçал выльăх апачлĕх пăрçа 50 гектар йышăнмалла. Малта пыракансен опычĕ вăл пысăк тухăçлă пулнине, унта белок нумаййине тата хăмăлта чухне çĕр çумне выртманнине аван кăтартса парать.
- Çур акине миçе кунта вĕçлеме палăртрăр; - ыйтрăм эпĕ Владимир Викторовичран.
- Çурхи уй-хир ĕçĕсене икĕ эрне хушшинче ирттерме шутларăмăр, - пулчĕ хурав. - Çуртрисене вăхăтра тата лайăх пахалăхпа акса хăварасси - пирĕн тивĕç. Умри тĕллевсене пурнăçлама условисем çителĕклĕ. Хире юсавлă та шанчăклă техникăпа, опытлă механизаторсемпе тухатпăр.