Красночетайский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Хĕрлĕ Чутай муниципаллă округĕ

Туслăх пытăр ĕмĕре

 

Хамăр районти Мишеркассинчи тата Чулхула облаçĕнчи Пильна районĕнчи Деяновăри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулсем хушшинчи туслăх 43 çул тăсăлать. Çак тапхăрта Сăр юхан шывĕ хăйĕн хумĕсене сахал хăвалман. Вĕрентекенсен икĕ коллективĕ те çамрăксене пĕлÿ парса çĕршыва юрăхлă çынсем вуншар та вуншар кăларнă. Вĕсен йышĕнче, паллах, космонавт çук. Халăх хуçалăхне кирлĕ специалистсем вара питĕ нумай.

Кăçалхи апрелĕн 2-мĕшĕнче Мишеркассисем Деяново салине çитсе курчĕç. Вырăссем чăваш ывăл-хĕрĕсене ăшшăн, хавхалануллă кăмăл-туйăмпа йышăнчĕç. Президиум сĕтелĕ хушшинче - Деяновăри шкул директорĕ Любовь Геннадьевна Чилеева, Пильнăри вĕрентÿ пайĕн ертÿçин çумĕ Галина Владимировна Педина, Деяново ял администрацийĕн пуçлăхĕ Татьяна Васильевна Давыдова, Хĕрлĕ Чутайри вĕрентÿ вĕрентÿ пайĕн ертÿçин çумĕ Геннадий Иванович Возяков, Мишеркассинчи вăтам шкул директорĕ Николай Иванович Трифонов, Валентина Александровна Чилеевапа Лидия Дмитриевна Шадымова ветерансем.

Акă, Н.И.Трифонова сăмах параççĕ. Вăл тĕл пулăва пухăннисене ăшшăн саламларĕ.

- Икĕ шкул коллективĕ хушшинчи туслăха пирĕн асаттесем пуçарса янă, - терĕ. - Эпир, хальхи ăру çыннисем, ăна малалла тăсатпăр. Пĕр-пĕринпе тĕл пулни, курса калаçни вĕрентÿ ĕçĕнче те, вĕренÿре те пысăк пулăшу парать.

Николай Иванович малалла хăй ертсе пыракан шкул ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарчĕ. Кунпа пĕрлех Чăваш издательствинче кăларнă кĕнекесене парнелерĕ.

Г.И.Возяковăн сăмахĕ çапла пулчĕ:

- Паян эпĕ хамăн тахçанхи ĕмĕте пурнăçларăм. Эпĕ сирĕн пата тепре çитсе курас тĕллевпе пурăнаттăм. Деяновăра шăпах 35 çул каялла  пулнăччĕ. Ун чухне 10 классен ертÿçинче ĕçлеттĕм.

Геннадий Иванович Хĕрлĕ Чутай районĕнчи педагогика коллективĕсен ÿсĕмĕсем çинчен каласа пачĕ. Туслăха пуçарса янă вырăссен колхоз председателĕнче ĕçленĕ Дмитрий Иванович Алатинпа “Искра” колхоз ертÿçи пулнă Александр Дмитриевич Смалайкина ырăпа асăнчĕ. Халăха вĕрентес ĕç пайĕн ячĕпе Деяновăри туссене парнесемпе чысларĕ.

- Вырăс тата чăваш халăхĕсем туслă пурăннин пĕлтерĕшĕ пысăк, - хăйĕн шухăшне пĕлтерчĕ Г.В.Педина. - Ĕлĕкех пĕр-пĕрне çывăх пулнă вĕсем: уй-хирте тырă ÿстернĕ, выльăх-чĕрлĕх ĕрчетнĕ. Çулталăк кăтартăвĕсене пĕрле пĕтĕмлетесси йăлана кĕнĕ. Икĕ наци ачисене хальхи тĕл пулусем те савăнăç кÿреççĕ.

Г.В.Давыдова чăвашсене хаклă парне пачĕ.

Официаллă лару-тăру хыççăн залра çĕкленÿллĕ юрă-ташă янăраса тăчĕ. Хăнасен пултарулăх ушкăнĕ чи малтанах “Моя страна” юрăпа сцена çине тухрĕ. Саша Сидоров, Оля Микушкина, Света Сидорова “Красное солнышко” юрра шăрантарчĕç. Катя Ксенофонтова, Лена Вазякова, Галя Кошелева чăвашла “Шăнкăрав курăкĕ” юрра янăратса ярсанах пухăннисем тăвăллăн алă çупма пуçларĕç. Галина Кошелева “Цветы прощания” сăвва çĕкленÿллĕ кăмăл-туйăмпа вуларĕ.

Пĕтĕмĕшле илсен, Мишеркассисем 26 номерпе сцена çине тухрĕç. Вырăссем вĕсен юрлас-ташлас ăсталăхне пысăк хак пачĕç. Уйрăлнă чухне икĕ шкул ачисем çапла каларĕç - туслăх пытăр ĕмĕре!



"Пирěн пурнăç"
07 апреля 2004
00:00
Поделиться