Хушма хуçалăх вăй илтĕр
Кăçалхи февраль уйăхĕнче Раççей Президенчĕ В.В.Путин Чăваш Ене килсе кайрĕ. Унпа пĕрлех Раççей шайĕнчи пысăк чиновниксем те çÿрерĕç. Вĕсем республика тĕп хулинчен - Шупашкартан аякра вырнаçнă Шăмăршă ялĕнче пулса курнине центрти хаçатсемпе телевидени те анлă çутатрĕç. Президент та, министрсем те çакна палăртрĕç: чăваш ялĕсенчи çуртсем ăмсанмаллискерсем, ялта чухăнсем çеç пурăнаççĕ тени те тĕрĕсех мар. Чи пахи - ял халăхĕ хресчен ĕçĕнчен писмен. Колхозсемпе кооперативсем йывăрпа пулин те çулленех тырă акмалли лаптăксене хуратса хăвараççĕ.
Çапах та паян ял хуçалăх предприятийĕсем тупăшлă ĕçленипе мухтанма пултараймаççĕ. Районти çичĕ хуçалăх кăна иртнĕ çула таса тупăшпа вĕçленĕ. Патшалăх пулăшăвне шанни хуçалăхсене панкрута тухасси патне илсе пычĕ. Колхоз-кооператив ĕçне хутшăнакансен шалăвĕ пĕчĕкки те ял хуçалăхне аталантарас ĕçре ура хурать. Акă, пĕлтĕр «Коминтерн» ЯХПКри рабочисен уйăхри вăтам ĕç укçи 1400 тенкĕпе танлашнă. Çав вăхăтрах «Дружбăра» вăл 312 тенкĕ çеç пулнă.
Хальхи вăхăтра килти хушма хуçалăх вăй илсе пыни савăнтарать. Вунă çул каялла кăна ялти кашни çемье пĕр ĕне, пĕр сысна, кайăк-кĕшĕк тытнă пулсан, паян нумай çĕрте пĕчĕк фермăсене курма пулать. Хресчен хăйне çирĕплетсе панă пĕр гектар çĕрпе пĕлсе те туллин усă курма тăрăшать. Лаптăкра нумай çул ÿсекен курăксем е пĕрчĕллĕ культурăсем ÿстерет, хĕл кунĕсем валли выльăх апачĕ ытлă-çитлĕ хатĕрлесе хăварать.
Кÿршĕри Чулхула облаçĕнчех ял-ялĕпе пĕр-икĕ ĕне кăна курма пулать. Çынсем сĕт туянма район центрĕсене çÿреççĕ. Пирĕншĕн çакă тĕлĕнмелле тата ĕненмелле мар япала.
Ир пуçласа сĕм çĕрлеччен тар тăкакан хресчене патшалăх мĕнпе пулăшать-ха; Ку таранччен нимĕнпе те пулăшни пулман. Малашне ырă улшăнусем пулма кирлĕ. Сăмахран, килте туса илекен сĕте хатĕрлев пункчĕ урлă сутсан хресчен хуçалăхне çур хакпа ăратлă тына пăру пама шантараççĕ. Çĕрулмин паха вăрлăхĕпе тивĕçтересси пирки те пĕлтерчĕç ĕнтĕ.
Пахчара мĕн акса ÿстермеллине, хăш выльăха ĕрчетсен ытларах тупăш илессине пĕтĕмпех хресчен хăй палăртать. Ял хуçалăх культурисене хаклăрахпа сутассишĕн те унăн хăйĕнех хыпкаланмалла. Самăртнă вăкăрне вырнаçтарасси те чĕр нуша. Çав вăхăтрах колхозсемпе кооперативсене патшалăх çăмăллатнă кредит парать, техника туянма лизинг мелĕ пур.
Чăнах та, Раççей Федерацийĕн “Хушма хуçалăх çинчен” саккунне пурнăçа кĕртес тĕлĕшпе ĕç малалла пырать. Патшалăх хушма хуçалăхра ĕçлекенсене паха вăрлăх, ăратлă выльăх туянмашкăн пулăшма палăртнине те унпах çыхăнтармалла. Анчах çак çăмăллăхсемпе кама тата мĕншĕн тивĕçтерессине татса паман-ха. Саккунăн хăш-пĕр саманчĕсем чылай ыйту кăларса тăратаççĕ. Хушма хуçалăх тавар туса кăларакан производство-и е çук; Ик-виçĕ ĕне, сысна ами, чăх-чĕп усраса ăна пасарта сутакан, паллах, тавар туса кăларакан. Апла-тăк унăн ытти предприятисем пекех налук та тÿлемелле. Хальлĕхе ку ыйтăвăн хуравĕ паллă мар.
Пĕтĕмĕшле илсен, хушма хуçалăх майлă нимĕнле саккун та йĕркеллĕ ĕçлет тесе калама çук. Çакă тĕрлĕ кредитпа çеç мар, ĕçлев саккунĕсемпе те çыхăннă. Акă эпир ялта ĕçсĕр çынсем нумай тетпĕр. Выльăх усраса, пахча-çимĕç, улма-çырла ÿстерсе, пыл хурчĕсем ĕрчетсе хăй туса илнĕ тавара сутса тунă укçапа çулталăк тăршшĕпе пурăнакан çын вара ĕçсĕр шутланать-и;
Çакна каламалла - паян ял çынни, уйрăмах ÿркенменни, килти хушма хуçалăха аталантарса пырассишĕн мĕн пур майсемпе тăрăшать. Ку енĕпе унăн ĕçĕ те ăнса пырать. Кăçалхи икĕ уйăхра çынсем Хĕрлĕ Чутай райпоне 33 тонна сĕт панă. Сĕнтĕкçырми тăрăхĕнче çак продукцие 20 тонна ытла пуçтарнă. Анат Çĕрпÿкассипе Питĕркасси ялĕсенче те килти хушма хуçалăхсенчен сĕт пухасси аван пулса пырать.
Çуркунне çитрĕ. Ялти хресчен хĕрÿ тапхăра хатĕрленет. Яра куна сад-пахчара, уйри çĕр лаптăкĕ çинче, выльăхсене пăхнă çĕрте тар тăкмалла унăн. Вăл кăçал та, ытти çулсенчи пекех, çĕр ĕç тата выльăх-чĕрлĕх продукчĕсем нумайрах туса илесшĕн, ытлашшине пасара тухса е хатĕрлев пункчĕ урлă сутасшăн. Йывăр та пархатарлă ĕçре ăнăçу сунар ăна. Патшалăх вара çуллен тивĕçлĕ пулăшу парсан, килти хушма хуçалăх тата вăйлăрах аталанса пырасса шанма пулать.