Шанчăка çухатас марччĕ
Ĕç - пурнăç тыткăчи. Шел пулин те, пирĕн хушăра ĕçсĕр ларакан граждансем сахал мар. Ку тĕлĕшпе районти ĕçпе тивĕçтерекен центр пархатарлă ĕç тăвать. Кунта тĕрлĕ сăлтавсене пула ĕçсĕр юлнă граждансене учета илеççĕ, вырăн тупăнсан ĕçе вырнаçтараççĕ, е çĕнĕ професси илме пулăшаççĕ. Асăннă центрта ĕçлекенсем йывăр лару-тăрăва лекнĕ çынсен шăпипе интересленеççĕ, вĕсен пурнăçне ăнланса, пулăшма тăрăшаççĕ.
Паянхи куна районта ĕçлеме пултаракан граждансенчен 1,33 проценчĕ ĕçсĕр ларать (учета илнисем). Вĕсенчен кашниех пулăшу кĕтет.
Районти ĕçпе тивĕçтерекен центр кашни категориллĕ граждан валли ятарлă программа туса хатĕрленĕ, унпа килĕшÿллĕн ĕçсĕррисемпе тĕрлĕ мероприятисем ирттереççĕ.
Инвалидсене обществăлла ĕçе явăçтарассипе тата ĕç вырăнĕ тупса парассипе япăх мар ĕçлеççĕ. Кун пеккисем пурĕ 11-ĕн шутланса тăраççĕ. Вĕсенчен виççĕшне вăхăтлăха ĕçе вырнаçтарнă тата иккĕн центр пулăшнипе Шупашкарта атă-пушмак юсакан пулма вĕренеççĕ.
Ĕçпе тивĕçтерекен центр урлă тÿлевсĕрех професси илни ку чухне питех те меллĕ. Акă, районти РОСТОра водительсен курсĕ уçăлнă. Унта 17 çамрăк водитель правине алла илессишĕн тăрăшса вĕренет, вĕсенчен 5-шĕ хĕрарăмсем. Çавăн пекех иртнĕ çул Хĕрлĕ Чутайăн Кивĕ центрĕнче çĕнĕ професси илме пулăшакан пÿлĕм уçăлнă. Унта компьютер ĕçне алла илме вĕрентеççĕ. Сăмах май, пурнăç çĕнĕлле ĕçлеме хушать. Çавăнпа çĕнĕ техникăна вĕренес текенсен шучĕ ÿссе пырать. Хальлĕхе кунта 10 çын пĕлÿ илет. Унсăр пуçне Шупашкарта центр урлă котельнăй операторĕ пулма 3 çын, газосварщик - 2, продавец-кассир пулма 1 тата 2 çамрăк Кукеçре водительсем хатĕрлекен курсра пĕлÿ пухаççĕ. Ĕçсĕрлĕх чи малтан шкултан вĕренсе тухакансене пырса тивет. Районта 11-мĕш класра вĕренекенсемпе тĕл пулусем чылай ирттереççĕ, вĕсене пурнăç çулĕ çине тухма кирлĕ професси суйласа илме пулăшаççĕ, районти предприятисем тăрăх экскурси йĕркелеççĕ. Предприяти ертÿçисем хăйсен ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштараççĕ, кирлĕ специалистсем хатĕрлес тĕлĕшпе вĕренме ярасси пирки те пĕлтереççĕ. Акă, çакнашкал пысăк пĕлтерĕшлĕ мероприятисем райпора (ертÿçи А.Ю.Степанов) ирттернĕ. Александр Юрьевич райпо системинче сехет ăсти тата парикмахер ĕçне пĕлекенсем кирлине пĕлтернĕ.
Райцентрти тĕп библиотека директорĕ М.Н.Мареева та çамрăксемпе тĕл пулнă, професси çинчен калаçнă, республикăри вĕрентÿ учрежденийĕсемпе паллаштарнă. Çавăн пекех шкулта вĕренекенсем Етĕрне училищин районти филиалĕнче пулнă, унти педагогсемпе тата вĕрентекенсемпе калаçнă.
Мартăн 4-мĕшĕнче çар службинче тăракансемпе “Шырав” ятпа ятарлă мероприяти пулнă, центр инспекторĕ В.П.Мамуткина вĕсемпе тĕрлĕ ĕç туса ирттернĕ.
Ĕçсĕррисен йышĕнче хĕрарăмсем чылайăн. Вĕсем пурнăçра шанчăка ан çухатчăр, хĕрарăм яланах çемье вучахне упракан пултăр тесе нумай тăрăшаççĕ центрта вăй хуракансем. Мартăн 26-мĕшĕнче вĕсемпе “Шанчăк” темăпа информаци кунĕ ирттернĕ. Унта ĕçсĕр юлнă 64 хĕрарăм хăйсене кăсăклантаракан ыйтусем çине хурав илнĕ, специалистсем йĕркеленĕ интереслĕ ĕçсене хутшăннă.
Апрелĕн 8-мĕшĕнче райцентрти Культура çуртĕнче уçă алăксен кунĕ иртмелле. Ăна кашни çулах çулталăкра пĕрре йĕркелеççĕ. Çак анлă мероприятие Шупашкарти чылай вĕрентÿ учрежденийĕсен ертÿçисем килеççĕ. Вĕсем çамрăксене хăйсен ĕçĕ-хĕлĕпе, вĕренме кĕмелли йĕркесемпе туллин паллаштарĕç. Çакă çитĕнекен ăрăва кирлĕ професси илме пулăшасса шанас килет.