Красночетайский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Хĕрлĕ Чутай муниципаллă округĕ

Выльăх-чĕрлĕх - чĕрĕ укçа çăл куçĕ

 

Паян колхозсемпе кооперативсен ертÿçисем, зооветспециалистсем выльăх-чĕрлĕх чĕрĕ укçа, тупăш тумалли çăл куç пулнине питĕ лайăх ăнланаççĕ. Çавăнпа та малта пыракан хуçалăхсенче халăхран выльăх туянассине, ăратлăха лайăхлатассине, пĕтĕмĕшле илсен, фермăсенчен илекен продукци хисепне ÿстерсе пырассине тĕп вырăна хураççĕ. Шел, çакна ăнланман е ăнлансан та шута илмен тĕслĕхсем те пур-ха районта. Кун пек çĕрте çу кунĕсенче выльăх апачĕ çителĕксĕр хатĕрлеççĕ, выльăх йышне чакарса пыраççĕ.

Çак кунсенче «Пирĕн пурнăç» хаçатăн ял хуçалăх пайĕн редакторĕ Г.Анисимов ял хуçалăх управленийĕн тĕп зоотехникĕпе Е.С. Сапожниковапа тĕл пулнă, выльăх-чĕрлĕх отраслĕ мĕнле аталанса пынипе интересленнĕ.

- Евдокия Семеновна, чи малтанах иртнĕ çулхи кăтартусем çинче чарăнса тăрар пулĕ...

- Кăçалхи январĕн 1-мĕшĕ тĕлне районти хуçалăхсенче пурĕ 6693 мăйракаллă шултра выльăх, çав шутра ĕнесем 2210 пуç пулнă. Сыснасен хисепĕ 1268 пуçпа танлашать. Пĕлтĕр, малтанхи çулпа танлаштарсан, выльăх-чĕрлĕх йышĕ чакнă. Пĕтĕмпе 1161 тонна аш-какай туса илнĕ, ку вăл виçĕм çулхи чухлех. Сĕт хатĕрлессине вара чакарнă - 6254,5 тонна пухăннă е 92,8 процент. Çулталăкра кашни ĕне вăтамран 2731 килограмм сĕт антарнă. Ку енĕпе республикăра саккăрмĕш вырăн йышăнтăмăр. Ĕне-выльăх куллен 480 грамм, сыснасем 220-шер грамм ÿт хушса пынă.

Тĕпрен илсен, кăçал иртнĕ çулхи йăнăшсенчен хăтăлмалла, малашлăха курса ĕçлемелле. Ĕç çине чăн-чăн хуçалла пăхмалла, пур çĕрте те тирпейлĕхпе йĕркелĕх пултăр, тесе тăрăшмалла.

- Кăçалхи икĕ уйăх кăтартăвĕсем мĕн çинчен калаççĕ-ха; Вĕсемпе паллашни вулакансемшĕн интереслĕ ĕнтĕ.

- Аш-какай е сĕт ытларах сутсан кашни хуçалăх кассинех чĕрĕ укçа нумайрах пырса кĕрет. Кĕскен каласан, колхозсемпе кооперативсем аталанса пырасси, вĕсен экономики тĕрекленесси выльăх-чĕрлĕх пăхакансен ĕçĕпе тачă çыхăннă. Икĕ уйăх кăтартăвĕсене пĕтĕмлетнĕ хыççăн çакăн пек ÿкерчĕк тухса тăчĕ. «Коминтерн», «Путь Ильича», «Победа», «Свобода», «Аккозинский», «Нива», «Вперед» тата «Радуга» хуçалăхсенче сĕт тата аш-какай туса илессипе ăнăçлă утăмсем тăваççĕ. Вĕсенче хальхи вăхăтра кашни ĕнерен куллен 8-16 килограмм сĕт сăваççĕ, ĕне-выльăх 500-780 грамм ÿт хушса пырать. Фермăсен ăмăртăвĕнче атнарсем, ĕне пуçне талăкра вăтамран 19 килограмм сĕт илсе, районта малта. Паян Анат Çĕрпÿкассинчи дояркăсем 14,8-шар, Тури Çĕрпÿкассисем - 14, Пĕрремĕш Хурашашсем - 16,1, Сĕнтĕкçырмисем 15,5 килограмм продукци илеççĕ.

Малалла талпăнакан çын пур енĕпе те тăрăшуллă ĕçлет. Асăннă коллективсене пултаруллă çынсем ертсе пыраççĕ. Ĕне сăвакансем ĕç технологине çирĕп пăхăнаççĕ, выльăхсен рационне тутлăхлă апатсемпе пуянлатаççĕ. Çакă выльăх-чĕрлĕх продуктивлăхне ÿстерме, ÿсĕм тума май парать. Шел пулин те, лайăххипе пĕрлех çитменлĕхсем те сахал мар пирĕн. Хальхи вăхăтра Яманкасси ферминчи кашни ĕне куллен 3,3 килограмм, Вырăсушкăнче - 4,6, Ачкассинче - 4, Хватукасси ферминче 4,9 килограмм çеç сĕт антарать.

Районĕпе илес пулсан, ĕне пуçне 9,7 килограмм продукци пухăнать. Асăннă фермăсен кăтартăвĕ çакăнтан та пĕчĕкрех вĕт. Мĕн шутласа пурăнаççĕ хуçалăх ертÿçисем, зооветспециалистсем;

- Кĕтĕве çĕнетес ĕç мĕнле пулса пырать;

- Кунта чи малтанах районти чылай хуçалăхсенче пĕлтĕр выльăх апачĕ çителĕксĕр хатĕрлесе хăварнине палăртмалла. Тулли рационпа тăрантарман ама выльăх вара чупса юласшăн ытлашшиех хыпаланмасть. Çавăнпа ĕнесене пĕтĕлентересси каярах юлса кайрĕ. Вĕсем, пĕтĕмĕшле илсен, кăçалхи март тата апрель уйăхĕсенче пăрулаççĕ. Çакна шута илсе кăçал ĕнесене уя илсе тухиччен пĕтĕлентерсе хăварас тĕлĕшпе ĕçлемелле.

Кĕтĕве çĕнетес енĕпе «Коминтерн», «Свобода», «Путь Ильича», «Санкинский», «Аккозинский», «Победа», «Нива» хуçалăхсенчи специалистсем япăх мар ĕçлеççĕ. Вĕсенче кăçал 60 тына пăрăва пĕтĕлентернĕ.

Кăçалхи икĕ уйăхра районĕпе вăтамран ĕне пуçне 382 килограмм сĕт сунă. Ку вăл, иртнĕ çулхи çак вăхăтрипе танлаштарсан, 26 килограмм сахалрах. Кая юлса пынине пĕтересси - зооветспециалистсемпе ферма заведующийĕсен тата дояркăсен тивĕçĕ. Март уйăхĕн вĕçĕнче тата апрельте сĕт ытларах суса илме пĕтĕм вăй-хала, пултарулăха памалла. Выльăх апачĕпе пĕлсе усă курмалла, рациона микро- тата макроэлементсемпе пуянлатмалла.

- Районта халăхран сĕт пухассипе мĕнлерех ĕçлеççĕ;

- Ялсенчи граждансенчен сĕт пуçтарассине япăх мар йĕркеленĕ, теме пулать. Акă, «Санкинский» хуçалăх кăçал 20,1 тонна, «Свобода» - 7,6, «Питеркинский» хуçалăх 2,8 тонна пухнă. Ку енĕпе çавăн пекех Ачкасси, Хусанушкăнь, Мăн Этмен тата Атнар ял администрацийĕсене кĕрекен ялсенче аван ĕçлеççĕ. Килти хушма хуçалăх - пĕрлехи пуянлăх, тетпĕр. Халĕ чылай çынсем килте икĕ е виçĕ ĕне таран тытаççĕ. Ултă ĕне усракан та пур. Апла пулсан, халăхран сĕт пухас ĕçе тата анлăрах сарса ямалла. Продукцишĕн çынсемпе вăхăтра татăлса пыни кирлĕ.

- Выльăх-чĕрлĕхрен илекен продукци хисепне ÿстересси апатран тата çынсен яваплăхĕнчен килет. Эсир каласа панинчен çакна аван ăнланса юлма пулать. Ял хуçалăх управленийĕн тĕп зоотехникĕн юлашки сăмахĕ мĕнлерех;

- Кăçалхи икĕ уйăхра ĕне выльăхсем талăкра 517-шер грамм, сыснасем 211-шер грамм ÿт хушса пынă. Малта пыракансен кăтартăвĕсем чуна савăнтараççĕ. Трапай  (заведующийĕ В.И. Чумаков) тата Тракушкăнь (В.М. Александров) фермисенче вăкăрсен чĕрĕ виçи куллен 1 килограмран пуçласа 1 килограмм та 200 грамм таран хушăнса пынă. «Радуга» хупă акционерла обществăра сумалли ĕнесене, самăртма хупнă выльăхсене тата ултă уйăха çитмен пăрусене валли тырă йышăнакан пунктран комбикорм кÿрсе килеççĕ. Çавăн пекех «Коминтерн» кооперативпа «Свобода» колхозра та апат хутăшĕсемпе усă курса комбикорм хатĕрлессине йĕркелесе янă. Апат - тулăх, продукци нумайрах. Асăннă хуçалăхсенче ĕне выльăхсем кăçал 740-780-шар грамм ÿт хушса пынă.

Умри тĕп тĕллев - самăртма хупнă выльăхсене пĕчĕк виçепех аша леçес çук. Рынок саманине ăнланайманран, хăнăхайманран тупăшлă ĕçлеме вĕренсе çитейместпĕр. Выльăх-чĕрлĕх отраслĕнчи специалистсен ĕçне ытла та пĕчĕк шалупа хаклани хавхаланăва сÿнтерсе пырать. Хăш-пĕр çĕрте фермăсем арканса пыраççĕ. Паянхи çамрăксене çĕнĕ оборудованиллĕ фермăсем кирлĕ.

- Тавтапуç калаçушăн, Евдокия Семеновна.



"Пирěн пурнăç"
24 марта 2004
00:00
Поделиться