100 çул пурăнасси уй урлă каçасси мар
Турхан ялĕнче пурăнакан Татьяна Филипповна Михеевашăн иртнĕ çулхи раштав уйăхĕ яланлăхах асра юлчĕ. Вăл декабрĕн 24-мĕшĕнче хăй 100 çул тултарнине паллă тунă. Ĕмĕр тăршшĕнче темĕнле йывăрлăха та, хура-шурне те тÿссе курнă. Çапах пуçне усман, пурнăç çулĕпе малалла утнă. Хăйĕн вăрăм кун-çулĕнче ыррине темĕн чухлех тунă.
Паян унăн ватлăх пуснă питĕнче çĕр пĕркеленчĕк, кĕлетки кукăрăлса ларнă. Апла пулин те кăштăртатса çÿрет-ха, ачисене хăй чĕрĕ, сывă пулнипе савăнтарать. Иртнĕ çу кунĕсенче кинемей хĕвеллĕ çанталăкра урамра чăх-чĕп асăрхакаласа ларатчĕ. Çав хушăрах Турă кĕнекине те алран ямастчĕ. Халĕ вара куçĕсем курми пулнă. Вăхăт иртнĕ май сывлăхĕ те чакать пулинех.
...1903 çул, раштав уйăхĕ. Йывăçсем эрешленнĕ, кăпăшка юрпа витĕннĕ. Çакăн пек илемлĕ вăхăтра Хĕрлĕ Чутай тăрăхĕнчи Карăкçырми ялĕнче пĕр пепке çут тĕнчене килнĕ. Ашшĕпе амăшĕ ăна Таня ят панă. Хĕр пĕрчи ачаранах ĕçе иленнĕ, кил-çурт таврашĕнче тăванĕсене пулăшнă. Таньăн ашшĕне ялта - Филипп Максимович Максимов, амăшне Мария Осиповна тесе хисеплесе чĕннĕ. Мăшăр килĕштерсе, пĕр чĕлхерен тенĕ пек, пурăннă. Вĕсем чиркÿ çыннисем пулнă. Çемйипех Пантьăк чиркĕвне кĕлле çÿренĕ. Ачаранах Таня ыттисемпе пĕрле, çырмасем урлă, чиркÿ еннелле çул тытнă. Александр пуп уçă, кĕмĕл саслă ачана асăрханă. Вара хĕр ача кунта юрлама тытăннă. Асăннă çемьери çынсем тăтăшах типĕ тытнă.
1921 çул Чăваш Еншĕн питĕ асплă, нушаллă тапхăр пулнă. Выçлăх хуçаланнă. Çанталăкĕ те питĕ шăрăх тăнă. Тыр-пул пуçтарса илеймен. Çынсем чылайăшĕ Çĕпĕре тухса кайнă, хăшĕсем кунтах асапланса пурăннă. Çак вăхăт Таньăшăн та тертлĕ иртнĕ. Вун çичĕ çулхи çамрăк çавах пуçа усман, малалла талпăннă. Ÿссе çитсе хĕр пулсан, юрату туйăмĕсем çуралнă. Пăрчăкан пек çивĕч, хитре хĕре хăйсенчен виçĕ çурт урлă пурăнакан Семен асăрханă. Çамрăксем хушшинче ачаш, вĕри туйăм çуралнă. Çакна палăртса хăвармалла: Таньăна качча илес текенсем чылай пулнă, анчах вăл ялти каччăнах суйласа илнĕ. Турă çапла çырнă ĕнтĕ. Тĕрĕссипе, ялти лайăх хĕре кам куç умĕнчен вĕçертĕ; Хуняçа пуласси те ăна тахçантанпах сăнанă. Таньăна курмассеренех: «Кăвакарчăн каять», - тенĕ.
Каччăпа хĕр пĕр-пĕрин юратăвне тĕрĕсленĕ хыççăн пĕрлешме шут тытнă. Максимоваран Михеева пулса тăнă хĕрарăм. Çамрăк мăшăр çут тĕнчене виçĕ хĕрпе икĕ ывăл парнеленĕ. Ачисене пĕтĕм ĕçе вĕçне çитиех, тĕплĕн пурнăçлама вĕрентнĕ. «Ватă патĕнче ватă пул, çамрăк умĕнче çамрăк пул» текен ваттисен сăмахне тĕпе хурса пурăннă. Кашнинех хутла вĕрентес тесе вăй хунă. Уйрăмах упăшки, Семен, ку енĕпе питĕ тăрăшнă. Кĕçĕн хĕрĕ Зоя халĕ çапла каласа парать:
- Атте пĕр хушă Чутайри универмагра ĕçлерĕ. Каçсерен пире хутлама-пайлама, шут ĕçне вĕрентетчĕ. Пиртен çĕршыва тивĕçлĕ, вĕреннĕ çын тăвассишĕн чун-чĕререн хыпаланатчĕ.
Семенпа Татьяна пурнăçа кил таврашĕнче кăна ĕçлесе ирттермен, колхозра та вăй хунă. Кунта вĕсем ĕçченлĕхĕпе, хастарлăхĕпе палăрса тăнă. Çавăнпа ĕнтĕ хĕрарăма пахча-çимĕç бригадин бригадирĕ пулса ĕçлеме шанаççĕ.
- Темĕн те тунă, ĕçсĕр ларман, - тет халĕ кинемей. - Сÿспе нумай ĕçлеттĕмĕр: акса, вырса, шыва хутса, типĕтсе, тылласа, шăртласа, арласа. Сÿс çиппинчен пир тĕртеттĕмĕр, вара шурă кĕпе-йĕм çĕлеттĕмĕр. Вун икĕ килпе пĕрле сÿсне тыллаттăмăр: паян - пĕринне, ыран - тепринне... Питĕ ывăнаттăм.
Çапла, ачисемпе мухтанса, мăшăрне савса пурăннă Татьяна Филипповна. Хăйĕн упăшки пирки вăл çапларах сăмахлать:
- Иксĕмĕр пурăнăçăн йывăр лавне килĕштерсе, алла аллăн тытăнса туртрăмăр. Пĕр-пĕринпе вăрçса харкашман, кăвак пит-куçпа çÿренине те ас тумастăп. Ачасем çине хăш-пĕр чух алă çĕкленетчĕ, ку кирлĕрен пулнă пулĕ. Вĕсем çитĕнсе тухса кайрĕç, çемье çавăрчĕç. Килте иксĕмĕрех юлтăмăр. Упăшка 83 çула çитсен çĕре кĕчĕ, эпĕ ун чухне 82 çултаччĕ.
Пĕччен пурнăçăн йывăрлăхне самаях курма-тÿсме тивнĕ кинемейĕн. Унччен выльăх-чĕрлĕх чылай усранă пулсан, халĕ вăй-хăвачĕ те сахалрах. Çавăнпа та вăл Турхан ялĕнче хĕрĕ патне пурăнма куçнă. Кунта ăна хапăлласах, таса чунпа кĕтсе илнĕ. Çак вăхăтченех Татьяна Филипповна асăннă ялта кун кунлать. Кĕрÿшĕпе хĕрĕ амăшне юратса, сума суса пурăнаççĕ. Ват çынна пăхма мĕн тери йывăррине чухлаççĕ вĕсем. «Ватăлмалăх кунсенче аçупа апуна ан пăрах, хăвна та Турă пăрахмĕ», - каларăша асăнаççĕ.
Палăртма кăмăллă, иртнĕ çулхи раштавăн 24-мĕшĕнче кинемей хăй 100 çул тултарнине чыслăн паллă тунă. Ăна юбилей ячĕпе Хĕрлĕ Чутай район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ Г. Ярлов саламлама çитнĕ, Татьяна Филипповнана «Ача амăшĕн» медалĕпе наградăланă. Килекене ватă çын хăйĕн ăсĕ-тăнĕпе, сăмаха шутласа калаçнипе тĕлĕнтернех пулĕ тесе шутлатăп. Ĕмĕрленĕ çынсем нумай пурăнма пултарнин сăлтавĕ - Турра ĕненнинче, ĕçе юратнинче, çынна ырă çеç суннинче, çут çанталăка кÿрентерменнинче пулĕ.
Çак çулччен пурăннă Татьяна Филипповнан кашни кунĕ савăнăçпа, иксĕлми телейпе тултăр. Нихăçан та сирĕн чунăр ыратăва, хуйха-суйха ан туйтăр. Кун-çулăр татах та вăрăм пултăр: ачусем, мăнукăрсем, мăнуксен ачисем эсир ырă-сывă пурăннипе хĕпĕртесе тăччăр.