Красночетайский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Хĕрлĕ Чутай муниципаллă округĕ

Клуб çути чĕнет

 

Тралькассинчи Культура çурчĕ ял çыннисен юратнă вырăнĕ пулса тăнă. Кунта  уйрăмах çамрăксем йышлă çÿреççĕ. Вĕсем репетицисене хутшăнса, хăйсен юрлас-ташлас, спектакльте выляс ăсталăхне ÿстереççĕ. Хĕр-упраçсемпе яш-кĕрĕмсем мероприятисене активлă хутшăнаççĕ. Нумаях пулмасть вĕсем смотр-отчетпа Штанаш ял çыннисем патĕнче пулнă. Хор, пĕччен е ушкăнпа юрлакансем, ташлакансем хăйсен пултарулăхĕпе паллаштарнă.

Культура çурчĕн директорĕ пулса 1971 çултанпа Галина Андреевна Ермеева ĕçлет. Вăл Карăкçырминче çуралса ÿснĕ, çамрăклах культура учрежденийĕнче ĕçлеме тытăннă. Хăйĕн тивĕçĕсене тÿрĕ кăмăлпа, чун-чĕри хушнă пек пурнăçласа пынă. 32 çул хушшинче нумай-нумай çамрăка сцена ăсталăхне хăнăхтарнă. Хăй те çулран çулах ĕç квалификацине ÿстернĕ.

Клуб ĕçĕ - кăнтăрла та, каçхине те хăй патне йыхăракан ĕç. Çавăнпа та Культура çурчĕн директорĕн пушă вăхăт çукпа пĕрех. Апла пулин те Галина Андреевна çак ĕçе суйласа илнĕшĕн пĕртте ÿкĕнмест. Пачах урăхла, çамрăксемпе пĕрле пулни чун-чĕрине çамрăклатать, вăй-хăват хушать. Чăнах та, унăн ĕçне тивĕçлипе хакланă. 2003 çул кăтартăвĕсем тăрăх Г.Ермеева сăнне районти Хисеп хăми çине кĕртнĕ.

Галина Андреевна мăшăрĕпе пĕрле 3 ача çуратса пăхса ÿстернĕ. Халĕ вĕсем пурте пурнăç çулĕ çине тухнă. Эльвира - учительница, çамрăк ăрăва пĕлÿ парать. Таня суту-илÿ системинче вăй хурать. Андрей вара Тамбоври аслă çар училищинче юлашки курсра вĕренет.

Каçсерен Культура çурчĕн чÿречисем çап-çутах ялтăртатса лараççĕ. Вĕсем Тралькасси тăрăхĕнчи çамрăксене йыхăраççĕ.



"Пирěн пурнăç"
20 марта 2004
00:00
Поделиться