Красночетайский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Хĕрлĕ Чутай муниципаллă округĕ

Ырă улшăнусемшĕн тăрăшмалли

 

Февраль уйăхĕн вĕçĕнче “Пирĕн пурнăç” хаçат районăн 2003 çулхи экономикăпа социаллă аталану кăтартăвĕсене пичетлесе кăларчĕ. Вулакан асăрхарĕ пулĕ, пĕлтĕр çанталăк йывăрлăхсем чылай кăларса тăратрĕ пулин те, ял хуçалăх продукчĕсем туса илессипе колхозсемпе кооперативсем малалла утăмсем тунă. Акă, “Свобода”, “Аккозинский”, “Коминтерн” кооперативсем тухăçлă тĕштырă пухса кĕртнĕ. “Марксист” тата “Коминтерн” хуçалăхсенче çĕр улми çитĕнтерессипе ÿсĕм­сем пур.

Пĕтĕмĕшле, иртнĕ çул районĕпе гектар пуçне 21,5 центнер пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсем, 110,5 центнер çĕр улми, 123,4 центнер пахча-çимĕç, 125,5 центнер сахăр кăшманĕ туса илнĕ. Пурĕ 14,6 пин тонна тырă кĕлете кĕнĕ. Шел пулин те, ку виçĕм çулхи шайăн 86 проценчĕ чухлĕ çеç. Ун чухне хисеп 16,9 пин тоннăпа танлашнă.

Иртнĕ çул пурĕ 6255 тонна сĕт пухăннă. Çакă, 2002 çулхипе танлаштарсан, 92 процент кăна. Кашни ĕнерен çулталăкра 2731 килограмм сĕт сунă, е виçĕм çулхин 95 проценчĕ. “Свобода”, “Коминтерн”, “Аккозинский” тата “Победа” хуçалăхсенче ĕне пуçне сĕт сăвассипе аван ĕçленине палăртмалла. Çакă пăшăрхантарать - пĕлтĕр кĕтÿ йышне сумалли ĕнесенчен 153 пуç чакарнă.

Иртнĕ çул районта аш-какай туса илес тĕлĕшпе виçĕм çулхи пекех ĕçленĕ. Çак продукци пĕтĕмпе 1161 тонна пухăннă. Анчах выльăхсене ÿт хуштарасси япăхрах пулса пынă. Кунпа пĕрлех хăш-пĕр хуçалăхсенче ĕне-выльăхсен йышне нумай чакарнă. Сăмахран, “Дружбăра” вĕсен хисепĕ 44 процент, “Марксистра” - 25, “Черепановскинче” - 31, “Сурара” - 26, “Искрăра” 27 процент чакнă.

Çакна палăртса хăвармалла - 7 ял хуçалăх предприятийĕ çулталăка 6 миллион тенкĕ таса тупăшпа вĕçленĕ. Ыттисем тăкаклă ĕçлесе пынă. Вунă ял хуçалăх предприятийĕ финанс тĕлĕшĕнчи лару-тăрăва лайăхлатмалли программăна кĕнĕ.

Ял хуçалăх отраслĕнчи лару-тăрăва лайăхлатас тесен паян мĕн тумалла-ха; Чи малтанах çĕрпе туллин усă курмалла. Унăн пулăхне ÿстерес тĕллевпе уй-хире минерал удобренийĕсемпе органика çителĕклĕ кăларма тăрăшмалла. Акă, пĕлтĕр района минерал удобренийĕсемпе ÿсен тăрансене хÿтĕлемелли хими препарачĕсем туянма федераци тата республика бюджечĕсенчен 451 пин тенкĕ парса пулăшнă. Çĕр пулăхне ÿстермешкĕн 1013,9 пин тенкĕ уйăрнă, элита вăрлăх туянма 906,2 пин тенкĕ килнĕ. Кунпа пĕрлех çĕр пулăхне ÿстерес ĕçре район бюджетĕнчен 202 пин тенкĕпе, хăмла пахчисен лаптăкне ÿстерме тата çак культурăна пăхса тăма 464 пин тенкĕпе усă курнă.

Анчах чылай çĕрте çав пулăшупа кирлĕ пек усă курманни пăшăрхантарать. Çавна пула тăпра пулăхне ÿстермелли, сортсене çĕнетмелли, выльăхсен ăратлăхне лайăхлатмалли тата ытти чылай программăсем  пурнăçланмасăр юлаççĕ. “Дружба”, “Атменский”, “Черепановский” тата ытти хăш-пĕр хуçалăхсем, акă, çĕр пулăхне лайăхлатассипе питĕ япăх ĕçлеççĕ. Тăпрана извеç-фосфор хывмалли, ытти ĕçсене пурнăçламалли тĕллевсем хут çинчех юлаççĕ. Асăннă кооперативсенче тыр-пул тухăçĕ ÿссе мар, чакса пырать.

Пĕлтĕр ĕне-выльăхсем талăкра вăтамран 480-шар грамм, сыснасем 220-шер грамм ÿт хушса пынă. Çак кăтартусене ÿстерес тесен чи малтанах выльăхсен ăратлăхне лайăхлатмалла ĕнтĕ. “Свобода” колхозра иртнĕ çул кашни ĕнерен 4767 килограмм, “Коминтерн” хуçалăхра 4061 килограмм сĕт суса илнĕ. Çав вăхăтрах “Гидравликăра” ĕне пуçне сăвăм 1264 килограмран, “Дружбăра” - 1336, “Марксистра” 1726 килограмран иртеймен. Тÿрех каламалла, районта ăратлă ĕне фермисем сахал. Кун пек чухне тупăш илесси çинчен калаçма та кирлĕ мар.

“Нива” хуçалăхра самăртма хупнă кашни сысна пĕлтĕр куллен вăтамран 340 грамм ÿт хушнă. “Питеркинский” хуçалăхра вара çак кăтарту 120 грампа, “Дружбăра” 130 грампа кăна танлашнă. Çакăн пек лару-тăрура сыснана 100 килограма çитерме мĕн чухлĕ вăхăт кирлĕ. Ăçта унта тупăш илесси!

ЧР Министрсен Кабинечĕн пĕр ларăвĕнче Николай Федоров Президент ял хуçалăх отрасльне тупăш илмелли майсемпе туллин усă курманшăн çивĕч критикленĕ. Чылай çĕрте ферма çурчĕсем, техника кивелсе çитнĕ. Вĕсене йĕркене кĕртме укçа-тенкĕ çукки ура хурать. Ку кăна мар, производство участокĕсенче йĕрке çукки те тарăхтарать. Паян пур çĕрте те çирĕп хуçа кирлĕ.

Тÿрех каламалла, юлашки çулсенче килти хушма хуçалăх лайăх аталанать. Пĕр тĕслĕх. Питĕркассинче пурăнакан В.Вазин пенсионер çемйи ултă ĕне тытать. Кашни çул тонни-тоннипе патшалăха сĕт ăсатать. Кăçалхи икĕ уйăхра кăна вăл районти сĕт заводне 2 тонна ытла продукци леçнĕ. Çакă паха - кăçалтан пуçласа килти хушма хуçалăх та пулăшу илес шанăç пур. Килте туса илекен сĕте хатĕрлев пункчĕ урлă сутсан хресчен хуçалăхне ăратлă тына сутма, патшалăх дотаци панине шута илсе тата çĕр улмин паха вăрлăхĕпе тивĕçтерме шантараççĕ.

Пĕтĕмĕшле илсен, ял çыннисем умĕнче пысăк та яваплă задачăсем тăраççĕ. Вĕсене ăнăçлă татса парасси хуçалăх ертÿçисен, ял хуçалăх специалисчĕсен, колхозниксемпе рабочисен тăрăшулăхĕнчен килет. Агропромышленноç комплексĕнче ырă улшăнусем тăвасси санăн пултарулăхупа, вăй-халупа тачă çыхăннă, хресчен!



"Пирěн пурнăç"
20 марта 2004
00:00
Поделиться