Красночетайский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧăваш Республикин Хĕрлĕ Чутай муниципаллă округĕ

Пурнăç тĕллевĕ - кĕрешÿпе çĕнтерÿ

Ир-ирех картишне чупса тухать Евгений, уçă сывлăша кăкăр туллин сывласа илет. Ялтан инçех мар вырнаçнă машинăпа техника паркне утнă чухне тавралăха сăнама юратать. Авă, хĕвел хăйĕн пайăркисене вăрман урлă каçарса, уй-хир тăрăх сапалать. Кăçал çуркунне ытти çулхинчен иртерех çитес­шĕн. Ачкасси ялĕ çывăхĕнчи сăрт çамкисем хуралма та пуçларĕç. Утма çăмăл кун пек чухне. Çурхи çанталăк чун-чĕрене вăй панине туйса пыратăн.

Евгений Анисимов - “Путь Ильича” колхоз водителĕ. Автомашина рулĕ умне ларнăранпа вăхăт нумаях иртмен-ха - виçĕ çул ытларах кăна. Ăна хуçалăх ертÿçисем ЗИЛ-131 йышши автомашина шанса панă. Техникăна юсавлă тытнипе, нумай çул çÿренипе палăрса тăрать. Чи пахи - вăл паянхи ĕçе ырана хăварма юратмасть. Акă, машина чăхăмламасăр пулмасть. Кивĕрех детальсем юрăхсăра тухаççĕ. Вĕсем вырăнне çĕннисем улăштарса лартма васкать Евгений.

- Унăн çу кунĕсенчи ĕçĕ уйрăмах яваплă, - терĕ колхозăн тĕп инженерĕ Н.Мидушкин. - Вăл Сăр хĕрринчи ĕнесен çуллахи лагерĕнчен сĕт кÿрсе тăрать. Ирхине дояркăсене унта илсе çитерет. Вăрман çулĕ мĕнлине хăвăрах пĕлетĕр. Унта асфальт сарса хытарман. Вăл шăтăк-путăклă, йĕпе çанталăкра ишĕлсех каять. Пĕр-пĕр кăлтăка пула автомашина чарăнса ларсан, пĕтĕм продукци юрăхсăра тухма пултарать.

Евгений Ачкасси фермин коллективĕ сунă сĕте турттарса килет. Кунта сумалли ĕнесем 100 пуç. Вĕсене 4 дояркăна çирĕплетсе панă. Çуллахи вăхăтра кĕтÿ - ешĕл курăк çинче. Кĕтÿç­сем выльăхсене çаран лаптăкне загонсене пайласа çитерессине йĕркелесе янă. Пĕр çĕрте курăк пĕтсен ĕнесене тепĕр çĕре куçараççĕ. Вăхăтра шăвараççĕ, рациона пусыпкапа пуянлатаççĕ. Çулламалли тăвар çителĕклĕ пама тăрăшаççĕ.

- Çу кунĕсенче сăвăм ÿсет, - пĕлтерчĕ колхозăн тĕп зоотехникĕ А.Елизарова. - Çав вăхăтра ытларах продукци илме тăрăшатпăр та эпир. Ешĕл апатпа ĕнесен сĕт тухăçлăхĕ самаях хăпарать. Сăмах май, иртнĕ çул пурĕ 778 тонна сĕт пухăнчĕ. Унăн 90 проценчĕ пĕрремĕш сортпа кайрĕ. Çакăнта Евгений Анисимов водителĕн тÿпи пĕчĕк мар. Вăл çуллахи лагерьте пухăннă сĕте вăхăтра кÿрсе тăчĕ.

Евгений - вăрăм пÿллĕ, яштака кĕлеткеллĕ çамрăк. Унăн ашшĕ, Петр Петрович, çамрăкрах чухне тракторист пулнă. Хăш чухне вăл хăйпе пĕрле ывăлне те илсе кайнă. Трактор кабининче ларса пынă май Женя анлă уй-хире сăнаса тинкернĕ, çÿлте, тÿпере, тăри шăнкăравĕ çакăнса тăнине сывламасăр тенĕ пек итленĕ. Çав вăхăтрах ашшĕ калаçу пуçарнă.

- Çăкăртан асли çук, теççĕ - хăйĕн шухăшне палăртнă вăл. - Çăкăр ăнсăртран тупăнакан ылтăн катăкĕнчен те тем териех хаклă, паха. Мĕншĕн тесен вăл хăй тĕллĕн çитĕнмест. Ăна çĕр ĕçченĕн ылтăн аллисем пăхса ÿстереççĕ.

Çак сăмахсем Евгенин хăлхинче халĕ те янăраççĕ. Вĕсем унăн чун-чĕрине яланлăхах кĕрсе вырнаçнă. Çавăнпах ĕнтĕ шкултан вĕренсе тухсан вăл ашшĕ çулĕпех кайма шутларĕ. Тăван ялта тĕпленес тĕллевпех шофер профессине илчĕ. Хыççăн тăван колхозрах ĕç тупса пачĕç, авă. Мĕн пултарнă таран тăрăшать халĕ. Тус-юлташĕсем хушшинче ята ямасть, хуçалăх ертÿçисем те ырлаççĕ. Ку кăна-и; Евгений Анисимов Чăваш Республикин Президенчĕн стипендиачĕн хисеплĕ ятне тивĕçрĕ. Çирĕм çултан иртнĕ çамрăкшăн çакăнтан хакли мĕн пур-ши;

Ачкасси каччин чунĕнче чăн-чăн хресчен юнĕ чупать. Вăл чунĕпе те, юнĕпе те ял çынни. Каскалама, йывăçпа аппаланма алли ăста унăн. Килте пыл хурчĕсем тытаççĕ те, пушă вăхăта ялан тенĕпе пĕрех столяр мастерскойĕнче ирттерет. Рамкăсем, вĕллесем тăвать. Уйран çÿпçи тăвасси те ялта пурăнакан кашни арçынтанах пулса пĕтмест. Вăл вара ăна çамрăклах ăсталама хăнăхнă, утарта кирлĕ пулакан ĕç хатĕрĕсене те хăех хатĕрлет.

Кашни çыннăн ăна ыттисенчен уйăрса тăракан сăнар пур. Эпĕ Евгений Анисимов пирки ăçта кăна калаçу пуçармарăм пулĕ. Колхоз правленийĕнче те, Серенкасси клубĕнче те, вăл ĕçлекен коллективра та ун çинчен ыйта-ыйта пĕлтĕм. Пурте, пĕрле калаçса татăлнă тейĕн, унăн ĕçри ăсталăхне палăртма тăрăшаççĕ. Кĕскен каласан, вăл колхозра та, килте те хастар, унăн аллинче ĕç вĕресе тăрать.

Унпа тĕл пулнă хыççăн эпĕ те çакна лайăх туйса илтĕм. Чăннипех те ман умра ялти хресчен тăрать. Анчах та пĕрре курнипех хаклама йывăр. Çавăнпа та çынсен шухăшне Евгение хăйне пĕлтерме шутларăм.

- Пурнăçăм ăнса пырать манăн, - терĕ вăл. - Хама телейлĕ тесе шутлатăп. Президент стипендиачĕ пулса тăни вăй-хăвата татах ÿстерет. Тăрăшарах ĕçлес килет, халăхран юлас килмест.

... Женьăн ашшĕ, Петр Петрович, юлашки çулсенче колхозăн çăм таптармалли машинине ĕçлеттерет. Хĕл кунĕсенче ялти лавккана ăшă парса тăрать. Кочегар, эппин. Амăшĕ, Зинаида Дмитриевна, райпо системинче тăрăшнă. Ялти магазинра сутуçă та пулнă. Халĕ хуçалăх ферминче пăрусем пăхать. Ĕç, çирĕп туслăх - Анисимовсен çемье тĕвви. Пурнăç тĕллевĕ - кĕрешÿпе çĕнтерÿ.



"Пирěн пурнăç"
17 марта 2004
00:00
Поделиться