Тралькассисем Штанаш тăрăхĕнче
Тралькасси ял администрацийĕн смотр-отчечĕ мартăн 3-мĕшĕнче Штанашри Культура керменĕнче иртрĕ. Ăна райадминистраци пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ Г.И.Ярлов уçрĕ, Тралькасси ял администрацийĕн пуçлăхне Ю.А.Самылкина сăмах пачĕ.
Тралькасси ял администрацийĕн территорийĕнче «Нива» тата «Вперед» ял хуçалăх кооперативĕсем вырнаçнă. Ял администраци 7 яла пĕрлештерсе тăрать, унта пурĕ 695 хуçалăх (170-шĕ пушă е пачах хупă шутланаççĕ), 1716 çын пурăнать. Демографи кăтартăвĕсем çакнашкал: 2002 çулта пĕтĕмпе 18 ача çуралнă, 43 çын вилнĕ, иртнĕ çул вара пурĕ те 13 ача кун çути курнă, вилекенсен шучĕ 39 пулнă. 2004 çул пуçланнăранпа 2 уйăх иртрĕ пулин те пĕр пепке те çуралман, анчах çут тĕнчепе сывпуллашакансем 7-е çитнĕ.
Районта Ваттисен çурчĕсем - 5, пĕри - Мучикассинче. Паянхи куна унта 10 ватă кил ăшшине тупнă. Ветерансене 0,25 гектар çĕр лаптăкĕ уйăрса панă, участокра хăйсене кирлĕ пахча- çимĕç лартса ÿстереççĕ. 6 лавкка ял çыннисене кирлĕ таварпа тивĕçтерсе тăрать, укçа-тенкĕпе çыхăннă ыйтусене татса парас тĕлĕшпе Хĕрлĕ Чутайри перекет банкĕн филиалĕ пур.
Ял администрацийĕн территорийĕнче саккуна пăсакансен шучĕ пысăк пулни хумхантарать. Иртнĕ çул йĕркене пăснă тĕслĕхсен хисепĕ 24-а çитнĕ.
- Çамрăксемпе, шкул ачисемпе тата ашшĕ-амăшĕсемпе профилактика ĕçĕсем ирттермелле, вĕсене физкультурăпа спорта ытларах явăçтармалла, - терĕ Ю.Самылкин.
Ку тăрăхра килсене çут çанталăк газĕ кĕртессипе тăрăшса тимлеççĕ, халĕ чылай çĕрте монтаж ĕçĕсем пыраççĕ.
Юлашки вăхăтра ял администрацийĕнче тăрăшакан специалистсем (вĕсем тăваттăн) район энциклопедийĕ валли материалсем пухаççĕ.
Юрий Алексеевич хăйĕн сăмахĕнче иртнĕ çулхи çитменлĕхсене пĕтересси тата малашлăх тĕллевĕсем пирки каларĕ.
Тралькассинчи вăтам шкул директорĕ Н.А.Катейкин шкулти лару-тăрупа паллаштарчĕ, ачасене çирĕп пĕлÿпе тĕрĕс воспитани парассишĕн тăрăшса ĕçлекен педагогсен ячĕсене асăнчĕ.
Çакă паллă: кăçалхи вĕрентÿ çулĕнче 118 ача парта хушшине ларнă, вĕсене пĕлÿ парас ĕçре 18 учитель тăрăшать. Хăйсен ĕçне çирĕп пĕлсе, тĕрĕс йĕркелесе пысăк çитĕнÿсем тăваççĕ вĕсем.
Хăмаркка шкулĕн директорĕ А.Кирикова шкул ялшăн вĕрентÿÿ, культура тата спорт вучахĕ пулса тăнине палăртрĕ, вĕренекенсен ÿсĕмĕсем çинчен кĕскен пĕлтерчĕ.
Шкулăн 8 гектар çĕр лаптăкĕ пур. Туса илнĕ продукцие пухса кĕртес ĕçре Кив Ирчемесри В.А.Никитин фермер пысăк пулăшу парать. Çавăнпа шкул дирекцийĕ Владимир Андреевичпа малашне те килĕштерсе ĕçлессе шанать, ăна тав сăмахĕ калать.
Районти культура управленийĕн начальникĕ З.С.Спиридонова культура ĕçĕ лайăхланса пынине, халăх юрлама, ташлама ăста пулнине палăртрĕ. Район чапне хамăр пултарулăхпа çĕклер, терĕ.
Райадминистраци пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ Г.И. Ярлов районăн 2003 çулхи экономика кăтартăвĕсемпе, социаллă аталанăвĕпе тата умри тĕллевсемпе паллаштарчĕ.
Смотр-отчетăн малалли пайне Тралькасси ял администрацийĕн пултарулăх ушкăнĕ тăсрĕ, пысăк концертпа куракансен кăмăлне çĕклерĕ. Т.Офишкина, Л.Романова, Г.Воронова, Е.Скворцова, Г.Катейкина, О.Чернова шăрантарнă юрăсене пухăннисем ăшшăн йышăнчĕç. Хĕрарăмсене уяв ячĕпе саламласа арçынсем те чылай юрă-кĕвĕ, илемлĕ ташă парнелерĕç. Н.Еремеева спорт ташшине пултаруллă кăтартрĕ. И.Ермакова «Ылтăн туй» юрăпа асра юлчĕ. Мĕн чаршав хупăничченех пултарулăх ушкăнĕ куракансене çепĕç юрăпа, ташăпа, шÿтпе савăнтарчĕ.
Концерт халăх кăмăлне çĕклесси ăна ертсе пыракансенчен те нумай килет. С.Ильинапа А.Назаров педагогсем концерта пултаруллăн та тĕрĕс йĕркелесе ертсе пычĕç.